ТĔНЧЕ КУÇĔПЕ
Наци сывлăхĕ - Раççей аталанăвĕн тĕрекĕ
Инвестицисем - çамрăксене аталантарма…
Аслă Раççейĕн вĕçĕ-хĕррисĕр лапамĕнче Чăваш хутлăхĕ йышăнакан çĕр-шыв, ытти регионпа танлаштарсан, хĕсĕккине пăхмасăр, ячĕ-шывĕ юлашки çулсенче çĕршывра палăрмаллах çĕкленчĕ. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тесе ахальтен каламан-тăр несĕлĕмĕрсем: ĕçчен те пултаруллă ентешсен çитĕнĕвĕсем ыттисене кăтартмалăх, тивĕçлипе хаклаттармалăх пур. Çĕр айĕнчи пуянлăхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлă тавар кăлараççĕ вĕсем, анăç санкцийĕсене парăнмасăр малашлăх çулне такăрлатаççĕ. Çакă чи малтанах республика ертÿлĕхĕ çамрăк ăрăва тĕрекленсе вăй илтермешкĕн инвестици хывассине хаклама тытăннипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине, вĕсен сывлăхне сыхлассине, çамрăк ăрăва телейлĕ çитĕнтерессине патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ туса хунипе çыхăннă.