Комментари хушас

18 Пуш, 2016

Инвестицисем - çамрăксене аталантарма…

Аслă Раççейĕн вĕçĕ-хĕррисĕр лапамĕнче Чăваш хутлăхĕ йышăнакан çĕр-шыв, ытти регионпа танлаштарсан, хĕсĕккине пăхмасăр, ячĕ-шывĕ юлашки çулсенче çĕршывра палăрмаллах çĕкленчĕ. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тесе ахальтен каламан-тăр несĕлĕмĕрсем: ĕçчен те пултаруллă ентешсен çитĕнĕвĕсем ыттисене кăтартмалăх, тивĕçлипе хаклаттармалăх пур. Çĕр айĕнчи пуянлăхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлă тавар кăлараççĕ вĕсем, анăç санкцийĕсене парăнмасăр малашлăх çулне такăрлатаççĕ. Çакă чи малтанах республика ертÿлĕхĕ çамрăк ăрăва тĕрекленсе вăй илтермешкĕн инвестици хывассине хаклама тытăннипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине, вĕсен сывлăхне сыхлассине, çамрăк ăрăва телейлĕ çитĕнтерессине патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ туса хунипе çыхăннă. Ачапа амăшĕн сывлăхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем çĕклени, çемьери иккĕмĕш тата ун хыççăнхи пепкене кун çути парнеленĕ е усрава илнĕ хĕрарăма амăшĕн çĕршыв пĕлтерĕшлĕ капиталĕн сертификачĕсĕр пуçне республика Пуçлăхĕ çирĕплетнипе, пособисемпе, патшалăх пулăшăвĕн ытти мелĕпе тивĕçтерни Чăваш хутлăхĕнчи çемьесене шанăç парать. Мал ĕмĕтлĕ çынсем — общество тĕрекĕ, унăн хăвачĕ тата иксĕлми пуянлăхĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, тĕллевсене чыслăн пурнăçлас тесен тăван хутлăха аталантармашкăн пуçаруллă хутшăнма пултаракан ăру çитĕнтермелле. Несĕлĕмĕрсен ăс-хакăл пуянлăхне ăша хывтарса, тăван халăх йăли-йĕркине хисеплеме тата юратма вĕрентсе вĕсене патриот пулма хăнăхтармалла. Çамрăк ăру аслисен шанăçне тивĕçсен, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупсан кăна республикăн тата Раççейĕн малашнехи кун-çулĕн тăнăçлăхне çирĕп ĕненме май килĕ.

Пуласлăх — ачасенче

Чăваш Енре çамрăк ăрăвăн сывлăхне пепке амăшĕн чĕри айĕнче аталаннă тапхăртан тытăнсах сыхлама кирлине тĕпе хураççĕ. Сăмах май, çакна çĕршыв шайĕнчи пуçлăхсем те тивĕçлипе хаклаççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи кăрлач уйăхĕнче РФ Правительствин Председателĕн заместителĕпе ирттернĕ тĕлпулура Ольга Голодец республикăри демографи лару-тăрăвĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерсе пĕчĕк ачасем вилнин кăтартăвĕсем кунта пĕчĕккине уйрăммăн палăртнă: ку енĕпе Чăваш хутлăхĕ федераци субъекчĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать.

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова кăçалхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта çĕршывра пĕчĕк ачасем вилесси палăрмаллах чакнă. «Асăннă кăтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрăм региона — Чăваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаçĕсене, Ненец автономи округне — ырăпа асăнмалла. Вĕсен кăтартăвĕсем Европăрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнă», — çирĕплетнĕ федераци министрĕ.

Сăмах май, пĕчĕк ачасем вилесси Чăваш Енре 2001 çулта, перинаталь службине туллин реформăлама тытăннă — ачапа амăшне тивĕçтерекен перинаталь тата неонаталь пулăшăвĕн икĕ шайлă тытăмне йĕркелес, сывлăх сыхлавне медицинăн прогрессивлă технологийĕсемпе пуянлатас, сиплев организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетес тата кадрсене çирĕплетес енĕпе ĕçлеме пуçланă — хыççăн, чакса пырать. Шăпах çавăн чухне Шупашкарта Президентăн перинаталь центрĕ — хĕрарăмсене çăмăлланма пулăшакан ертсе пыракан учреждени — уçăлнă. Çуллен унта 2000 пепкене яхăн çут тĕнчене килет. Çуратакансен 70 проценчĕ — теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен амăшĕсем.

Кăçал асăннă учреждени 15 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çу уйăхĕн 29-31-мĕшĕсенче Шупашкарта перинаталь пулăшăвĕн тата хĕрарăмсен ача çуратассипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсемпе регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ пухăнать, çĕршыври акушерствăпа гинекологин ертсе пыракан специалисчĕсем перинаталь тапхăрĕнчи чир-чĕре профилактикăлас тата вилĕме сирес пирки канашлĕç. Конференцире сÿтсе явакан тĕп тема — перинаталь технологийĕсене аталантарасси тата çĕнетсе улăштарасси.

Чăваш Республики РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн Павел Астаховăн рейтингĕнче Раççей Федерацийĕнче ачасене пурăнмашкăн хăтлă 10 регион йышне кĕнĕ.

Тĕпчев пĕтĕмлетĕвне ача-пăча омбудсменĕ иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче ТАСС пресс-конференцийĕнче уçăмлатнă. Çул çитменнисене тăнăçлăхпа тивĕçтерекен регионсен шутĕнче вăл Ханты-Манси автономи округне, Калуга, Тюмень, Воронеж, Ленинград облаçĕсене, Тутарстана, Пушкăртстана, Чечен, Чăваш республикисене тата Краснодар крайне асăннă.

Павел Астахов çирĕплетнĕ тăрăх, унăн аппарачĕ ачасен тăнăçлăхĕн пахалăх тата хисеп кăтартăвĕсене, çав шутра официаллă йĕркепе палăртманнине пухма тата тишкерме май паракан меслетлĕх хатĕрленĕ, пĕтĕм Раççейри информацин пĕрлехи базине йĕркеленĕ. «Çав кăтартусене тĕпе хурса тата уполномоченнăй çумĕнчи общество тата эксперт канашĕсен членĕсенчен ыйтса пĕлсе регионсенчи ачасен тăнăçлăхĕн рейтингне турăмăр, вăл хупă сĕмлĕ», — палăртнă уполномоченнăй.

 

ЦИТАТА

Хăйсен программисене пурнăçламашкăн ăнтăлакан профессионалсене эпир яланах пулăшатпăр.

Шкулсен строительствине федераци бюджечĕ аванс шучĕпе усă курса контракт хакĕн 30 процентлă виçипе финанслать. Çапла туни вĕренÿ заведенийĕсене хута ярассине хăвăртлатать тата социаллă обязательствăсене пурнăçламашкăн хушма  гарантипе тивĕçтерет.

Гимназире /сăмах — Шупашкарти 5-мĕш гимнази çинчен/ пурнăç вĕресе тăрать. Вĕренÿ хутлăхĕн авторĕсем ачасем хăйсем пулни çĕнĕ варкăш кĕртет. Çĕкленекен шкулсенче çак ырă йăлана тĕпе хумалла.

Чăннипех чаплă шкул! Педагогсене, вĕренекенсене тата кунта пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухнисене ăнăçу сунатăп.

Ольга Голодец, Раççей Правительствин Председателĕн заместителĕ.

Чăваш Ен асăннă рейтингра пысăк хаклава тивĕçни — республика Правительстви ачасене аталанмашкăн, тивĕçлĕ воспитани илмешкĕн тата вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлемешкĕн хăтлă условисем туса хурас енĕпе тĕллевлĕ ĕçленин çимĕçĕ.

Регионта тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çемьесене вырнаçтарас, социаллă тăлăхлăха профилактикăлас, ача çуратмашкăн хавхалантарас, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, йышлă çемьесене хÿтĕлес, шкул умĕнхи тата пĕлÿ учрежденийĕсенчи вĕренĕве çĕнĕлле йĕркелес, ачасен сывлăхне сыхлас енĕпе комплекслă мерăсем йышăннă, вĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

Юлашки 5 çулта республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене 1,5 хут сахалрах тупса палăртнă. Унашкаллисен йышĕ çулсерен чакса пырать /2010 çулта — 3876 ача, 2015 çулта — 3262/. Тăлăхсене воспитани памалли çемье мелĕсене малалла аталантараççĕ, 2010 çулта вĕсем тăлăхсен — 80,6, 2015 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 94,5 процентне йышăннă. Çапла майпа ача çурчĕсен воспитанникĕсен йышне палăрмаллах чакарнă тата интернатăн 3 çуртне хупма пултарнă.

Сăмах май, 2014 çулта хÿтлĕхсĕрсене çемьене вырнаçтарас енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче кăтартуллă виçĕ регион йышне кĕнĕ /ЧР — 92,3, ФАО — 86,4, РФ — 81,9 процент/.

Демографи политикине лайăхлатмалли шанчăклă мел — шкул умĕнхи вĕренĕве тивĕçлипе хаклани. «Единая Россия» партин «Садиксем — ачасене!» программине пурнăçласа 3 çултан иртнисене пĕчĕккисен учрежденийĕсене вырнаçтарма пултарнă. Çак тĕллевпе 3670 млн тенкĕ тăкакланă, кашни воспитанник пуçне хывнă бюджет тăкакĕ 2010 çулхинчен 1,7 хут ÿснĕ.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх Чăваш Республики Раççейре 3-7 çулсенчи ачасене садиксенче вырăнпа пурне те тивĕçтерме пултарнă малта пыракан регионсен йышне кĕнĕ. Сăмах май, муниципалитетсен 60 проценчĕ пĕчĕккисене 2 çултанах садике çÿретме май туса панă.

Ача-пăча поликлиникисенче медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне илмешкĕн условисем çителĕклĕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин хаклавĕ тăрăх — Хулари 1-мĕш ача-пăча больници çĕршыври çакăн йышши чи лайăх поликлиникăсен ТОП-3 шутне кĕнĕ. Республикăри сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тытса пыракан политикăна ăнăçлă пурнăçланипе пĕчĕккисем чирлесси юлашки 3 çулта 3 процент чакнă, сыввисем йышланнă.

 

Пĕлÿ — иксĕлми пуянлăх

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене аталантарасси те — республика ертÿлĕхĕн приоритетлă çул-йĕрĕ. Ахальтен мар-тăр 2015 çулта Чăваш Енри 9 шкула Раççейри ТОП-500 йышне кĕртнĕ, 12-шĕ — çĕршыври ялти чи лайăх 200 шкул шутĕнче.

Раççей Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра пĕлÿ çурчĕсене çĕнетме пуçăннă: 2025 çулччен 15745 вырăнлă 32 шкула çĕнĕрен тума тата реконструкцилеме, 64-шне тĕпрен юсама палăртнă. Кăçал Комсомольски районĕнчи Элпуçри, Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнчи шкулсене хута ямалла.

Кăткăс технологисен ĕмĕрĕнче шкул ачисемпе студентсене профориентаци парасси тата профессие хăнăхтарасси пĕлтерĕшлĕ паллах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă çулта РФ Вĕренÿ министерстви тата Пĕтĕм тĕнчери Ворлдскиллс организаци йĕркеленĕ конкурсăн 6 çĕнтерÿçи йышне пирĕн республика та кĕме пултарчĕ, электротехника енĕпе çывăх вăхăтра регионсен хушшинчи вĕренÿ компетенцийĕн центрне йĕркелемешкĕн ирĕк илчĕ. Çапла вара професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн, оборудовани, тĕнче шайĕнчи станоксем туянмашкăн 2 çулта 1 млрд тенкĕ хывмалла. Кун пек условисенче вĕренÿ пахалăхне ÿстернипе пĕрлех çамрăксен хушшинче рабочи профессийĕсен ят-сумне çĕклеме май килĕ. Раççей Правительствинче çирĕплетнĕ тăрăх, вĕренÿ центрĕсем йĕркелеме хутшăнакан регионсем çĕршывăн ăс-хакăл резервуарĕсем пулса тăраççĕ, малашлăх программисене апробациленĕ чухне вĕсемшĕн «симĕс çутă» çутăлать.

 

«Чăваш Ен — хăтлă регион…»

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Правительствин Пуçлăхĕ, «Единая Россия» парти лидерĕ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец, РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх, вĕренÿпе ăслăлăх министрĕсем Максим Топилин тата Дмитрий Ливанов ĕçлĕ çÿревпе пулни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Мускав хăнисем малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех Чăваш Енĕн ырă енĕсене асăнмасăр хăварман.

Дмитрий Медведев çирĕплетнĕ тăрăх, çĕр айĕнчи пуянлăх пулмасан та республикăра малашлăх тĕллевĕсене уçăмлă палăртнă: инвестицисене çынна, уйрăммăн илсен, çамрăксене аталантарма хываççĕ. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри, импорта хамăр таварпа улăштарассин трендне шута илнĕскер, — электротехника кластерне аталантарни.

Ольга Голодецăн шухăшĕпе, Чăваш Ен — чăннипех хăтлă регион. Кунта демографи политикинче, социаллă тытăмра палăрмаллах ÿсĕм тунă. Çакна 2015 çул кăтартăвĕсене тишкерсе уйрăммăн палăртнă. Республикăра вилекенсен йышĕ чакни те — сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм.

«Хăйсен программисене пурнăçламашкăн ăнтăлакан профессионалсене эпир яланах пулăшатпăр. Чăваш Ен шкул вĕренĕвĕн программине палăртнă тата ку енĕпе ĕçлемешкĕн хатĕр чухне асăннă пуçарăва тулли кăмăлпа ырларăмăр. Кăçал вăй илекен проект ăнăçлă ĕçлесе каясса тата çывăх вунă çуллăхра ăна туллин пурнăçласса шанатăп. Регионта пурăнакан кашни çын унăн уссине туйса илме пултаракан чăннипех пысăк та хăватлă программа вăл», — тенĕ Раççей вице-премьерĕ.

Дмитрий Ливанов палăртнă тăрăх, Чăваш Енри професси вĕренĕвĕн тытăмĕ эффективлисенчен пĕри: тăххăрмĕш класс пĕтернисен 55 проценчĕ техникумсемпе колледжсенче малалла пĕлÿ илет, ун хыççăн чун туртăмĕпе тата пултарулăхĕпе пĕр килекен ĕç тупать. Тĕслĕхрен, Шупашкарти электромеханика техникумĕн дипломĕллĕ яшсемпе хĕрсен 93 проценчĕ ытла ăнăçлă вырнаçать.

Валентина СМИРНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.