«Чăваш пики» — Тутарстан чиперкки
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округĕсенчи, Мурманск хулинчи, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи, Тутар, Пушкăрт, Крым республикисенчи тата, паллах, Чăваш Енри 31 хĕр хутшăннă. Пикесен пултарулăхне пилĕк тупăшура хакланă. «Чăваш пики — 2016» ята тата 30 пин тенкĕ тăракан путевкăна Тутарстанран килнĕ Ксения Романова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна та тулай чăвашĕ — Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова — тухнă. «Чи хӳхĕм пике» номинацире Крым чăвашĕсен чысне хӳтĕленĕ Ксения Сергеева çĕнтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Мила Яковлева /Канаш районĕ/, «Чи çепĕç пике» — Нелли Львова /Элĕк районĕ/, «Ăс пике» — Дарья Степанова /Пушкăрт Республики/. «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа инçетри Ямал-Ненецк автономи округĕнчен çитнĕ Екатерина Сафронова мала тухнă.