Камăн йăнăшĕшĕн укçа тӳлемелле?
Нумай ачаллă çемьерен 500 пин тенкĕ шыраса илесшĕн
Пĕлтĕр 5 ачаллă Макаровсене патшалăх хăтлă, икĕ хутлă çурт лартса панă. Анчах пысăк савăнăç çулталăка та пыман. Кăçалхи çулла çемьене çуртран тухса кайма е 500 пин тенкĕ тӳлеме ыйтнă.
“Нумаях пулмасть суд пулчĕ, Макаровсенчен çав укçана шыраса илме йышăннă, ăна вĕсем нихăçан та тупса параймĕç. Йăмăкăн упăшки хăйĕн çине алă хума хатĕр. Нимĕн тума аптăранипе шăнкăравларăм. Сирĕн хаçата питĕ юратса вулатăп. Тен, йăмăкăн çемйине пулăшма май килĕ?” — редакцие шăнкăравларĕ Светлана Никитина. Иртнĕ эрнекун Канаш районĕнчи Матьшӳ ялне çула тухрăмăр.
Ачисене тавăрас тесе эрех ĕçме пăрахнă
Икĕ хутлă капмар çуртра Алевтинăпа Владимир Макаровсем тата вĕсен ачисем — Верăпа Люба /йĕкĕреш/, Андрей — пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Надя Канашра вĕренет, ăна общежитире пӳлĕм панă, иккĕмĕш ывăлĕ Дима — Калининăри коррекци шкулĕнче.
Макаровсем малтанах çак ялта пĕчĕк те кивĕ çуртра, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çĕкленĕскерте, пурăннă. Ăна Владимира амăшĕ туянса панă, аслă ывăл пулнă май уйăрса кăларнă. Авланиччен те, çемье çавăрнă хыççăн та Вовăпа Алевтина çавăнтах пурăннă, пилĕк ача çуратнă, çĕнĕ çурт çĕклемен.
Алевтина хăй вăхăтĕнче эрехпе айкашнине пытармарĕ. Ял тăрăхĕнче вĕсене ăнăçсăр çемьесен йышне кĕртнĕ. “Эпĕ икĕ çул ĕнтĕ вуçех эрех ĕçместĕп, пĕлтĕртенпе наркологи диспансерĕнче шутра тăмастăп. Ĕçке пулах пирĕн килте инкек пулчĕ. 2014 çулта ачасем пушар кăларчĕç. Аслăк çине кушак çурисене шырама хăпарса кайнă вĕсем, шăрпăк тивертнĕ, утă çунма тытăннă. Сарай кĕлленчĕ, пӳрт юлчĕ. Ун чухне, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Мăнкунччĕ. Хам та ĕçкеленĕччĕ, уява паллă тунăччĕ. Опекăпа попечительлĕх органĕнчен килчĕç, 3 ачана илсе кайрĕç. Вĕсене Канашри интерната вырнаçтарчĕç. Наркодиспансерта сипленме сĕнсен тӳрех килĕшрĕм, ачасене каялла тавăрмалла-çке. Алкоголь тыткăнĕнчен хăтăлнă хыççăн ачасене тӳрех илсе килеймерĕм. “Пурăнмалли условисем лайăх мар сирĕн, çĕнĕ пӳрт туянăр, ялта шăпах сутакан пур. Амăшĕн капиталĕ пур вĕт”, — сĕнчĕ Çеçпĕл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова. Амăшĕн правинчен хăтарассипе те хăратрĕ. Эпир килĕшрĕмĕр, çав çурт ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра ĕçлекен Валентина Сергеевăн тăванĕн пулнă. Пӳрчĕ — кирпĕчрен, лаптăкĕ — 33 тăваткал метр. Тултан пăхма хитре, анчах шалта чаплă теме çук: йăлтах кивĕ, маччана фанер çапнă. Хĕлле кунне икĕ хутчен кăмака хутаттăмăр, ăшă тытăнса тăмастчĕ /çав урамра никам та газ кĕртмен/. Мунча, вите таврашĕ — йывăçран. 15 сотка çĕр пур. Амăшĕн капиталне — ун чухне вăл 429 408 тенкĕ пулнă — çак кил хуçалăхне илсе тăкакларăмăр. 2014 çулхи юпа уйăхĕнче эпир унта пурăнма куçрăмăр. Ачасене илсе килнĕ чухне опекăпа попечительлĕх органĕн представителĕ те, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ те пулчĕç, сăн ӳкерчĕç. “Килĕшет-и çĕнĕ пӳртре?” — тесе ачасемпе калаçрĕç. Пиллĕкмĕш пепке çуралнă хыççăн Светлана Леонидовна пирĕн пата киле пырсах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн черете тăма сĕнчĕ, нумай ачаллисене патшалăх пӳрт лартса панине каларĕ. “Тăмалла-ха та, кирлĕ çĕре çӳреме пĕлместпĕр-çке”, — хирĕç пулмарăмăр эпир. Эпир йăлăнса та çӳремен, заявлени те çырман, пĕр хут çине те алă пусман. Паспорта, ача çуралнине ĕнентерекен хутсене илсе кайса патăм, ытти ĕçе йăлтах ял тăрăхĕн администрацийĕ пурнăçланă. 2011 çулта Светлана Леонидовна пире черете тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Пирĕншĕн кам алă пуснине те пĕлместĕп. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче пӳрт лартма тытăнасси пирки каларĕç. Светлана Леонидовна шăнкăравларĕ те: “Никĕс чавма килеççĕ, кăтарт: кухня, ытти пӳлĕм ăçта пулаççĕ. Эпĕ çурт икĕ хутлă пуласса та, миçе тăваткал метрлине те пĕлмен, проектне те курман”, — каласа кăтартрĕ Алевтина Петровна. Çĕнĕ те хăтлă çурта раштав уйăхĕнче хута янă.
Çыншăн аванс илнĕ
Кăçалхи çулла тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн йăнăш тупнă: Макаровсен çуртне нормăран пысăкрах купаланă: 1 млн тенке яхăн ытлашши тăкакланнă! “Утă вăхăчĕ пыратчĕ. Ман пата ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ шăнкăравларĕ, килме ыйтрĕ. “Сире суда панă. Нимĕн те тумаççĕ, укçа тӳлеттермĕç. Йăнăшĕ — хамăрăн. Эсир ан хăрăр”, — терĕ. Çавăн чухне япăх хыпар пĕлсе килтĕм: амăшĕн капиталĕпе çурт туянни çинчен документ тăратман иккен эпир. Çурла уйăхĕнче ачасем валли шкул хатĕр-хĕтĕрĕ туянма Канаша кайнăччĕ. Киле çитсе ĕлкĕреймерĕм, прокуратурăран шăнкăравларĕç, часрах килме хушрĕç. Такси тытса хулана вĕçтертĕм. “Çурт тума 1 млн та 10 пин тенкĕ ытлашши тăкакланнă. Çав укçана тӳлеймесен паянах çурт кирлĕ мар тесе хут çырăр”, — питĕ лайăх ăнлантарчĕ прокурор пулăшуçи. Эпĕ чутах кайса ӳкеттĕм, шок пулчĕ. “Юрать, кăштах шухăшлăр эппин, ыран килсе çыратăр”, — хушса хучĕ юлашкинчен. Киле пăсăк кăмăлпа таврăнтăм”, — кулянчĕ Алевтина.
Макаровсем, упăшки те, арăмĕ те, саккунсене пĕлсех каймаççĕ, хăйсене хӳтĕлеймеççĕ. Çавăнпах вĕсем çурт туса пама та ыйтман, халĕ те капмар пӳртрен тухса кайма хатĕр. Алевтина та, Владимир та официаллă майпа ĕçлемеççĕ. Хĕрарăм Канашри пĕр ресторана савăт-сапа çума вырнаçнă, анчах çын питех çӳресе кайманнипе ĕç çук-мĕн. Владимир кӳршĕ ялта пĕр фермер патĕнче тăрăшать. Ака-суха вăхăтĕнче шалу аванах тӳлеççĕ, хĕлле вара ытларах килте ларма тивет, хушăран тырă аллама каять. Çемье ача укçипе пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх пур, пĕр ĕне тытаççĕ, сĕтне сутаççĕ.
“Светлана Леонидовна çине тăрсах çĕнĕ çурта пирĕн харпăрлăха куçарттарчĕ. “Канаша регпалатăна кайăр, укçа кирлĕ мар унта”, — терĕ. Эпир виççĕн — упăшка, эпĕ, аслă хĕр — çитсе тăтăмăр. 1,5 пин тенкĕ тӳлеме ыйтрĕç. Пирĕн çумра ун чухлĕ укçа çук, киле таврăнтăмăр. “Çавна та тăваймастăр вĕт-ха эсир”, — тесе пуçлăх ку ĕçе те хăй çине илнĕ: упăшкана ĕç паракан фермерпа калаçса татăлнă та шалу шутĕнчен аванс илнĕ. Малтан — 3 пин тенкĕ, кайран татах илнĕ пулмалла. Пурĕ 6 пин тенкĕ парăма кĕчĕ упăшка. Ăна икĕ уйăха яхăн ĕçлесе татма тиврĕ. Светлана Леонидовна судра эпир амăшĕн капиталĕпе çурт туяннине пĕлмĕше печĕ. Тĕрĕссипе, хăй хистесе илтерчĕ. Кайран вĕсем темиçе хутчен те тĕрĕслеме пыни пирки судра каларăм. “Çук, эпир пĕлмен”, — унăн пĕр хурав. Çине тăрсан та çав укçана эпир тупса параймастпăр. Хамăр çине алă хурсан ачасем тăлăха юлĕç. Амăшĕн капиталĕпе çурт туянни ура хучĕ. Çав укçа халĕ шăп та лăп 500 пин тенке саплаштарма çитетчĕ. Пăтăрмаха лекессе пĕлнĕ тĕк ачасене интернатрах усрăттăм, эпĕ вĕсем патне тăтăшах каяттăм. Аслă хĕр те вĕçĕмех çӳрерĕ. Амăшĕн капиталĕпе илнĕ пӳрте сутаймастпăр. Унăн хакĕ пĕрех пĕчĕк пулĕ. Пĕлекен çынсем каларĕç: “Ку çуртшăн 15 пин тенкĕрен ытла памĕç. Йăлтах çĕнĕрен тумалла унта”, — малалла калаçрĕ Алевтина.
Çав çурта эпир те кайса куртăмăр. Кивĕ, хăтсăр, сивĕ, пĕчĕк... Хуралтă таврашĕ те чаплă мар. Икĕ çул каялла 400 пин тенкĕ ытла тăнă хуçалăх епле çавнашкал юхăннă-ши? Çуртăн тĕрĕс хакне палăртакан экспертиза хучĕ çук Макаровсен. Çавăнпа “пӳрт 15 пин тенкĕ тăрать” тени иккĕлентерет.
“Пуçлăха хисеплемеллех!”
Макаровсем тĕлĕшпе тухнă ыйтăва уçăмлатма ял тăрăхĕн администрацине çул тытрăмăр. Пуçлăх вырăнта çукчĕ — Канаша кайнă. Шăнкăравласан та калаçма май килмерĕ: Светлана Леонидовна икĕ хутчен телефона пăрахрĕ. Тунтикун ирхине те хăйне çавнашкалах тытрĕ вăл. Ăнланатпăр-ха: ĕçлĕ çын. Тĕрĕссипе, министерствăна, район администрацине шăнкăравласа çитме ансатрах /унта та çавнашкалах ĕçлĕ çынсемех лараççĕ пулин те/. ЧР Строительство министерствин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх программисене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталья Шибалова ку пăтăрмах пирки пĕлет. Вăл пире район администрацийĕпе калаçма сĕнчĕ. Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Алантьева çемьене ЧР Аслă судне çитме сĕнчĕ. “Лару-тăру пирки тĕрĕс те тĕплĕн çырса ăнлантармалла”, — терĕ. Анчах Макаровсем тавăç çырма пĕлмеççĕ, ваккат тытма укçа çук вĕсен. Сахал тупăшлă çемьене хӳтĕлекен ваккат районта пулмаллах. Анчах ăна шыраса тупайĕç-ши Макаровсем? Хăйсем тĕллĕн хут çырасси, кирлĕ çынсемпе калаçасси вĕсемшĕн йывăр, çавăнпа çĕнĕ çуртран тухса кайма хатĕр çемье.
Çине тăрсан ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Светлана Ивановăпа калаçма май килчĕ.
— Укçана Макаровсенчен суд йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн шыраса илеççĕ. Манăн алăра çав хут пур, эпĕ нимрен те хăрамастăп, — ăнлантарчĕ пуçлăх.
— Амăшĕн капиталĕпе пӳрт илнине эсир пĕлмен-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Пурне те ăçтан пĕлсе çитерес?
— Çурт калăпăшĕ пысăкрах пулни камăн йăнăшĕ?
— Вĕсен йăнăшĕ ку. Çурт илнĕ хыççăн 14 кунра администрацие пĕлтермелле пулнă, суту-илӳ документне пирĕн пата тăратман. Çакна тĕпе хурса эпир суда патăмăр. Хама айăплă тесе шухăшламастăп.
— Макаровсем — ăнăçсăр çемье. Вĕсене тĕрĕслесе тăрасси — сирĕн тивĕç. Алевтина каланă тăрăх, çурта эсир çине тăнипе туяннă.
— Эпĕ нимĕн те сĕнмен. Мана пустуйран ан айăплăр. Алевтинăпа эпĕ ытлашши сăмах калаçмастăп, вăл мĕнлине пĕлетĕп.
— Ăнăçсăр çемьере ачасем мĕнле лару-тăрура пурăннипе кăсăкланман-и вара эсир? Рейда çӳреместĕр-им?
— Пур чухне те хам каймастăп вĕт.
Тунтикун калаçу кăнттамрах пулчĕ, тепĕр кунхине Светлана Ивановăн кăмăлĕ çаврăнчĕ пулас, чунĕнче капланнине вăл тытса чараймарĕ. “Макарова пире темĕн те каласа кӳрентерет, чăтатпăр. Пуçлăха кăштах хисеплемелле ĕнтĕ. Специалиста та сивĕ сăмах каласа макăртнă. Судра та тем те пĕр сӳпĕлтетрĕ. Пĕррехинче рейда кайсан: “Мĕн тума килтĕр пирĕн пата?” — тесе мана тĕксе ячĕ вăл. ФАП заведующийĕ те, библиотекарь та тĕлĕннĕччĕ ун чухне. Ăна ĕненмелле мар, наркодиспансерта халĕ те шутра тăрать вăл, эрехне те сыпкалать. Шухăшласа пăхăр-ха: çыншăн епле алă пусăп эпĕ? Регпалатăра йăлтах тĕрĕслеççĕ вĕт!” — палăртрĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.
— Ялта çакăн пек сăмах та çӳрет. Макаровсем валли çурт купаланă чухне ял çыннисем те ĕçленĕ имĕш: пĕр шалу шантарнă, тепĕр тĕрлĕ тӳленĕ. Шалу илнĕ чухне строительсем ниçта та алă пусман-мĕн. Кун пирки мĕн калатăр?
— “Стройсантех” организаци районта патшалăх программипе пĕр çурт кăна мар хăпартрĕ. Подрядчик кирек кама та ĕçе илме пултарать. Çурт тăррине витнĕ чухне ял çыннисем тăрăшнă. Вĕсемпе килĕшӳ çырнă. Кунта саккуна пăсни çук.
— Алевтина Петровна каланă тăрăх, çулла вĕсенчен 1 млн тенкĕ ытларах шыраса илесшĕн пулнă, халĕ — 500 пин тенкĕ. Укçа виçи пĕчĕкленни мĕнпе çыхăннă?
— Ку тĕрĕс мар. Малтан Макаровсен 908 пин тенкĕ тӳлемеллеччĕ. Ку вĕсемшĕн питĕ пысăк укçа пулнине кура ăна пĕчĕклетме май килчĕ. Кивĕ çуртне /Владимира амăшĕ туянса панине/ комисси пурăнма юрăхсăр тесе йышăнчĕ. Çапла 15,9 тăваткал метр лаптăк хакĕ чакрĕ. Амăшĕн капиталĕпе илнĕ çурт пурăнма юрăхлă. 17,6 тăваткал метр лаптăк хакне халĕ Макаровсен тӳлеме тивет. Пĕр шухăшласан, тĕлĕнсе каймалла: кама килте алă усса ларнă çĕртех 112 тăваткал метрлă çурт купаласа параççĕ? Вĕсем валли патшалăх 3 млн тенке яхăн уйăрнă. Çынсем хăйсем укçа хушса пӳрт хăпартма хатĕр. Теприсем ĕмĕрĕпе ĕçлесен те унашкал кермен çĕклеймеççĕ. Макаровсем патшалăх паракан ытти çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Ачисене шелленипе документ пуçтарассине хам çине илтĕм, хăйсенчен нимĕн те “пиçместчĕ” пĕрех, тапранмастчĕç те, хускалмастчĕç те, — терĕ Светлана Леонидовна.
Çынна ырă туни çапла вĕçленнĕ-и е урăх сăлтава пула çакнашкал пăтăрмах сиксе тухнă-и Çеçпĕл ял тăрăхĕнче? Нумай ачаллă çемьене патшалăх туса панă çуртран кăларса ярĕç-ши вара? Хăйсен айванлăхĕшĕн-и е такамăн йăнăшĕшĕн-и укçа тӳлемелле Макаровсен? Ĕç-пуçа тивĕçлĕ органсем тĕпчемесĕр хăвармасса шанас килет. Ку пăтăрмахра суя пурри те куçкĕрет. Шанчăклă çынсем пĕлтернĕ тăрăх, Алевтина халĕ эрех вуçех ĕçмест.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.