Упăшка айккине чупнине курмăш тăватăп

1 Раштав, 2016

«Хĕрарăм чăтма çуралать», — теççĕ. Манăн шăпа тĕлне те чылай йывăрлăх лекрĕ. Тĕрĕсмарлăх, ăнланманлăх, чунсăрлăх… Çаксене кашни кун курма тивет манăн. Май пулсан тĕнче хĕррине тухса кайăттăм. Анчах упăшкана юратни тытса чарать…

Эпĕ аттесĕр ӳсрĕм, çавăнпа манăн хӳтте кĕрекен çукчĕ. Пĕр урамри ачасем йĕкĕлтетчĕç. Çакăншăн кашни кун куççуль юхтараттăм. Ку юрĕ-ха. Шкулта вĕренме тытăнсан унта та кулма пуçларĕç. Хĕр пĕвне кĕрсен каччăсем тăрăхларĕç. Коридорта утнă чухне пĕр кĕтесе илсе каятчĕç, кăтăклатчĕç, унтан-кунтан хыпашлатчĕç… Çавна пула питĕ вăтанчăк çитĕнтĕм. Юлташ çукчĕ манăн. Шкул хыççăн колледжа вĕренме кайсан та «шурă курак» пек çӳрерĕм. Библиотекăра сехечĕ-сехечĕпе лараттăм. Колледжра иртекен пĕр мероприятие те хутшăнас кăмăл çукччĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.