Виçĕ экскурси

1 Раштав, 2016

Атăл хĕрри

Пĕр кĕрхи кун эпир, Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсем, К.Н.Матвеева тата М.В.Игнатьева воспитательсем, пуçарнипе Атăл хĕррине экскурсие кайса килтĕмĕр. Пирĕнтен чылайăшĕ кунта унччен те пулнă-ха, анчах илемлĕ вырăнсемпе, çуртсемпе кăсăкланман. Хальхинче вара ӳнер музейĕпе, Введени соборĕпе, К.В.Иванов палăкĕпе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Мĕн чухлĕ интереслĕ вырăн иккен тĕп хуламăрта!

Трактор музейĕ

Çак мероприяти хыççăн темиçе кунранах Трактор музейне кайса куртăмăр. Ун йышши музей Раççейре пĕрре çеç. Пин çурă тăваткал метр ытла лапамра вырнаçнă экспозиципе паллашнă хыççăн çĕршыври тата тĕнчери трактор тăвас ĕçĕн аталанăвне хăв куçупа куратăн. Тĕлĕнмелле музей! Унта документсемпе трактор макечĕсем кăна мар, чăн-чăн техника та пур. Эпир хăш-пĕр трактор кабинине те ларса пăхрăмăр. Нимĕнпе танлаштарайми кăмăл-туйăм тата савăнăç парнелерĕ çакă.

Спорткомплекс

Ку экскурсипе кăна вĕçленмерĕ-ха пирĕн çулçӳрев. Нумай пулмасть эпир В.И.Егорова тата Т.А.Лукьянова воспитательсемпе Валериан Соколов ячĕллĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли Шупашкарти комплекса çитсе килтĕмĕр. Çак мероприятин тĕп тĕллевĕ — çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси. Спорт çурчĕпе Александр Ергаев тренер тĕплĕн паллаштарчĕ. Эпир аэробика класне, кĕрешӳ залне, вĕрентӳ аудиторийĕсене кĕрсе куртăмăр. Çавăн пекех тренировкăсемпе ăмăртусен расписанийĕпе паллашрăмăр.

Экскурси хыççăн чылай çамрăк спортпа туслашас тĕллевлине палăртрĕ. Каччăсенчен ытларахăшĕ кĕрешӳпе кăсăкланнине пĕлтерчĕ.

Станислав НИКОЛАЕВ,

Александр ВОЛКОВ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: «Çамрăк журналист» кружок членĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.