Çухалмасть, манăçмасть, ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать…

Юрă — чăваш халăх сăмахлăхĕн чи вăйлă жанрĕсенчен пĕри. Унта халăхăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. «Халăх вăйĕ — унра, халăх халĕ — унра. Çухалмасть, манăçмасть, ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать», — тесе ахальтен каламан Юхма Мишши Чăваш халăх çыравçи… Çак сăмахсенчен пуçланчĕ нумай пулмасть И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика корпусĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи Ираида Вдовина ячĕллĕ «Ай, юрлар-и!..» пултарулăх конкурсĕ. Кăçал вăл халăх юррисене кăмăллакансене улттăмĕш хут пухрĕ.

Республикăри 14 районти, Çĕнĕ Шупашкарти тата тĕп хуламăрти, Тутарстанти тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 38 юрăç, унсăр пуçне тĕрлĕ вĕрентÿ заведенийĕнчи музыка факультетĕнче ăсталăха туптакан 8 яш-кĕрĕм пултарулăхне кăтартрĕ.

Вĕсем «Музыка пĕлĕвĕ паракан ятарлă вĕрентÿ заведенийĕн студенчĕсем» тата «Халăх юррине кăмăллакансем» номинацисенче тупăшрĕç. Кашнийĕ икшер юрă шăрантарчĕ — пĕри Ираида Вдовина репертуарĕнчен, тепри хăйсем суйласа илни. Юрăçсен пултарулăхне Михаил Кондратьев музыковед, Раççей ача-пăча хорĕн регионти ертÿçи Александра Васильева, РФ композиторсен союзĕн членĕ Александра Осипова, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕ Светлана Лаврентьева, «Трактор тăвакансен кĕрменĕ» халăх пултарулăхĕн центрĕн пай ертÿçи Светлана Тяхмусова, Ираида Вдовина хĕрĕсем Рива Захаровăпа Луиза Березнева тата Çĕрпÿри культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Светлана Смирнова хакларĕç.

Чылай илемлĕ чăваш юрри янăрарĕ конкурсра — хавасли те, хурлăхли те. Тÿресем юрлакансене икĕ ушкăна пайласа çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Студентсенчен 1-мĕш вырăна Шупашкарти Ф.П. Павлов училищинчи София Иванова тивĕçрĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕнчи Диана Трофимова — 2-мĕш, Сергей Гордеевпа Валентина Краснова 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Элĕк район пики София Иванова кун йышши конкурса пĕрремĕш хут хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ пулни уншăн — кăмăллă кĕтменлĕх. Хорпа юрламалли халăх юррисен факультечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренекенскер Ираида Вдовина репертуарĕнчи юрă-такмакпа куракансене тыткăнларĕ.

Халăх юррине юратакансенчен чи пултаруллисем Элĕк районĕнчи Владислав Герасимов /1-мĕш вырăн/, Çĕнĕ Шупашкарти Галина Медведева, Йĕпреç районĕнчи Ананий Макаров тата Элĕк районĕнчи Светлана Матьянова /2-мĕш вырăн/, Шупашкарти Роза Осиповăпа Вăрнар районĕнчи Лидия Михайлова /3-мĕш вырăн/ пулчĕç.

Тĕп парнене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Галина Сергеева çĕнсе илчĕ.

Мероприятие Чăваш Енри «Валинкке», «Шĕнер», «Пилеш» фольклор ансамблĕсем тата Тутарстанри «Кĕçĕн Сĕнчел» пултарулăх ушкăнĕ тăван халăх юррисемпе пуянлатрĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.