Archive - Раштав 2016

1 Раштав, 2016

Ял чĕрĕлет, чун савăнать

Ял пушанса пыни, вăйпитти çынсем аякри пысăк хуласене ĕç шырама тухса кайни Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелти Николай Любимовăн чунне ыраттарнă. Тăван тăрăхран тухса кайнă яш-кĕрĕме каялла тавăрма çăмăл мар. Хула пурнăçĕ, пысăк шалу ялтан пистерет. Çамрăксене унта ĕçе вырнаçма çăмăлрах. Çулланнисен мĕн тумалла? Çемьене те вĕçĕм пăрахса тухса каяймăн. Вырăнти хуçалăх та тахçанах арканнă.

- Ялта пурăнакансене пулăшма, ĕçпе тивĕçтерме ферма уçрăм, - тет фермер.

1 Раштав, 2016

Ырă йывăçăн çимĕçĕ паха

Çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл пулман. Ĕлĕк тата та хĕнтерех тивнĕ. Атăл хĕрринчен 50 çухрăм аякка лашасемпе пĕрене турттарнă. Пураланă хыççăн çулталăк типĕтнĕ. Тепĕр çулне тин платниксем тытса çурт тунă. Тăватă çын уйăх ытла тăрăшнă. Паллах, вĕсене ял халăхĕ те пулăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче электричество пулманнипе мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Алăк, чÿрече кăшкарне, суллине туса лартма уйрăмах кансĕр пулнă.

1 Раштав, 2016

Пуйма каякан ... çунса килет

Инкек куçа курăнса килменни авалтан паллă. Унашкал усал вара тĕрлĕрен пулать.

Ку йĕркесенче «хĕрлĕ автан» Воронеж облаçĕнчи Çĕнĕ Усмань районĕнчи «Красинское» тулли мар яваплă обществăн тĕп усадьбинче «ташласа» Чăваш Республикинчен ĕçлеме пынисене мĕнле инкек кÿни çинчен сăмах пырĕ.

1 Раштав, 2016

Ял тухтăрĕ

«Анатолий Валентинович пирĕншĕн Турă вырăнĕнче, - терĕ пĕр кинемей, Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчен тухаканскер, ман ыйтăва хуравланă май. - Унсăрăн эпир тахçанах леш тĕнчене ăсанмалла».

Анатолий Кольцов тухтăр пирки ку тăрăхра ырласа калаçнине тахçанах илтнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пĕлтĕр районта «Çулталăк çынни - 2015» ятпа палăрчĕ. Унсăр пуçне ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин грамотипе чысларĕç.

1 Раштав, 2016

Чăваш Ен Мускавран та çывăхрах

Вăл Мускавра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ çар çынни пулнă май çак енпе çыхăннă ведомствăн генеральнăй штабĕнче тăрăшнă, амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпе педиатри институтĕнче вăй хунă. Математик специальноçне алла илнĕ хĕрарăм Мускавра бизнес та йĕркеленĕ. Анчах пĕр самантрах вăл пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Чаплă хулана инçетре хăварса, тăванĕсенчен, тус-юлташĕнчен уйрăлса икĕ ачипе юратнă мăшăрĕ хыççăн Чăваш Ене куçса килнĕ. Республикăн тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччара пĕчĕк çеç йывăç çурт туяннă. Халĕ унта йытă валли тонни-тоннипе апат хатĕрлеççĕ. Хуçалăхри 14 пуç качакана та тăрантармалла.

1 Раштав, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 47 (6140) №. 1.12.2016

1 Раштав, 2016

Инвестици илĕртӳлĕхĕпе - 6-мĕш вырăнта

Михаил Игнатьев Мускава кайнă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев Мускава ĕçлĕ визитпа кайнă. Унта вăл «Лайăх инвестици климачĕ патне илсе çитерме пулăшакан 100 утăм» конференцие тата «Бизнес тата влаç. Ăнланулăх патне илсе пыракан тĕп çăлкуç» ятпа иртнĕ ирхи апатланăва хутшăннă.

1 Раштав, 2016

Пĕр-пĕрне улталаман мăшăра кăна чир ермест

Республикăри СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе профилактика ирттерекен тата кĕрешекен центрăн тĕп тухтăрĕ Алексей ЩЕРБАКОВ пирĕн ыйтусене хуравлать. Малалла вулас...

Pages