Пĕр пулнине нимĕн те çитмест
Кăçал Улатăр районне кайсан журналистсене Чуварлей ялĕнчи ача-пăча сачĕн физкультурăпа вăйă лапамне кăтартрĕç. Ура айне резина плиткăсем çыпăçтарнă — ÿксен ал-урана мăкăлтамĕç. Хул-çурăма снарядсемпе, хусканусем туса тĕреклетеççĕ. Организма пĕчĕкрен вăйлатни кашниншĕн лайăх. «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» указа кăлариччен кунта ачасен сывлăхне çирĕплетме хăтлă вырăн пулман.