Вăрлăхне кура çимĕçĕ

Вăрлăхне кура çимĕçĕ тенĕ. Çуркунне тăрăшса акса-лартса хăварни шăтса тухмасан кăмăл хуçăлать. Пахалăхсăр вăрлăхран мĕн кĕтмелле?

Выльăх апатĕнчи ГМО

Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх - вăрлăха, тырра, унран хатĕрленĕ продукцие тĕрĕс мар упранипе вĕсен пахалăхĕ чакать, юрăхсăра тухать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче склад-хранилищĕсенчи йĕркесĕрлĕх - алăксем кивелнипе çил, çумăр лекни, кайăк-кĕшĕкрен хÿтĕлейменни - тÿрех палăрать. Светлана Ярусева инспектор каланă тăрăх - республикăри хуçалăхсенчи тырă управĕсенче нÿрĕклĕхе, сывлăш температурине, сăтăрçăсем пуррине, чĕртавар тĕсне, шăршине тĕрĕслесе-сăнаса тăрассине йĕркелеменни час-часах тĕл пулать.

Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн специалисчĕсем 108 пин тонна тырă тата унăн продукцине тĕрĕсленĕ. Çав шутра 7 пин тонни нормăна тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ.

Асăннă тапхăрта тырă тата унăн продукцийĕн хăрушсăрлăхне, пахалăхне тĕрĕслес тĕллевпе ятарлă мероприятисем йĕркеленĕ. Кăçал Канаш, Патăрьел, Муркаш, Çĕрпÿ, Куславкка, Элĕк, Вăрмар, Шупашкар тата ытти районти хуçалăхсене, шкулсемпе ача сачĕсене, техникумсене, больницăсене, шкул интернатсене, чăх-чĕп фабрикисене çитнĕ. Ку енĕпе йĕркене пăснă 33 тĕслĕх шута илнĕ. Çÿлерех асăннă çитменлĕхсене палăртнипе пĕрлех муниципалитет учрежденийĕсенче кĕрпене хăрушсăрлăха, пахалăха тивĕçтерекен документсăрах туянаççĕ, упраççĕ.

Краснодар крайĕнчен, Саратов облаçĕнчен тата хулинчен - кĕрпе, Чĕмпĕр облаçĕнчен хĕвелçаврăнăш илсе килнине патшалăх асăрхавĕн органне пĕлтермен. Çитменнине çумкурăкран, хурт-кăпшанкăран таса е таса мар пулнине палăртмасăрах сутнă. Шухăшлаттараканни - шкул-садик валли туяннă кĕрпере сиенлĕ хурт-кăпшанкă тупни. Иртнĕ çул кун пек тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнăччĕ. Кунашкал кĕрперен апат-çимĕç хатĕрлеме юрамасть, ăна тĕп тумалла.

Палăртмалла, выльăх апачĕн пахалăхĕ те иккĕлентерет. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи пĕр пĕрлешÿрен илнĕ комбикормра тата соя шротĕнче тĕпчевçĕсем ГМО тупса палăртнă. Çакнашкал продукци кăларнă предприятире 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелле, анализсем илмелле.

 

Мĕн акатпăр?

Пĕррехинче инспекторсем Патăрьел районĕнчи пасара çитнĕ.

- Шăтаслăха тĕрĕслетĕр-и? - ыйтнă вĕсем севок сутакан пĕр хĕрарăмран.

- Тĕрĕсленĕ. Хамах шывра шăтартăм, йĕркеллех, - хуравланă лешĕ. Инспекторсен вăрлăх шăтаслăхне анализ туса палăртнине, ку ĕçе ятарлă инспекцисем, çавăн пекех аккредитаци илнĕ çынсем кăна пурнăçланине ăнлантарма тивнĕ.

Чăнах та, нумай чухне хуçалăхсем шăтаслăха тĕрĕслеттермеççĕ, сорта палăртман вăрлăх акаççĕ. Селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне кĕртмен сортсем сутнă тĕслĕх пайтах. Вĕсене пĕр пĕрчĕ юлмиччен çĕре хывсан та тухăç илеймĕн.

Тăхăр уйăхра 1400 тонна вăрлăха тĕпченĕ. Йĕркене пăснă 57 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. РФ КоАП-ăн 10.12 тата 10.13 статйисемпе 1 предприятие, 5 пуçлăха, 44 уйрăм çынна тата 5 усламçа айăпланă.

Надежда Васильева.

Надежда Васильева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.