Комментари хушас

1 Раштав, 2016

Пуйма каякан ... çунса килет

Инкек куçа курăнса килменни авалтан паллă. Унашкал усал вара тĕрлĕрен пулать.

Ку йĕркесенче «хĕрлĕ автан» Воронеж облаçĕнчи Çĕнĕ Усмань районĕнчи «Красинское» тулли мар яваплă обществăн тĕп усадьбинче «ташласа» Чăваш Республикинчен ĕçлеме пынисене мĕнле инкек кÿни çинчен сăмах пырĕ.

Кирек ăçта та техника хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлес пирки асăрхаттарса хут çине алă пустараççĕ. Чăваш çĕршывĕнчен панулми сачĕсене ĕçлеме пынисемшĕн ку йĕрке кăçал та çĕнĕлĕх пулмарĕ. Анчах пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен унти хуçасем çăвар уçнине астумастăп. Çавăнпах-ши рабочисем электричество вăйĕпе чей вĕретрĕç, радио итлерĕç, телевизор пăхрĕç, хырăнчĕç. Столовăйра çитереççĕ пулин те çăмăл апат хатĕрлеме чару çук.

Чăваш Енрен пынă рабочисем кăçалхи авăнăн 20-мĕшĕнче садри ĕçсене вĕçлесен киле пуçтарăнма тытăнчĕç. Тĕрĕссипе, манăн та улма-çырла хранилищине каçхи хурала тухмалла марччĕ, анчах кун пирки кантуртисенчен никам та асăрхаттармарĕ. Сăмах май, «çитĕ çан-çурăм ывăниччен ĕçлесе, канăр» тенине кунта нихçан та илтмен. Эпир пынине унтисем пачах урăхла, хăйсем майлă ăнланаççĕ. Вĕсем пĕлтĕрех пирĕн çума «каллех чăваш ухмахĕсем килчĕç» сăмахсем «çыпăçтарчĕç». Хăйсем вара ĕçлеме çăмăл автомашинăсемпе кунсерен 30 çухрăмри Воронежа çÿреççĕ. Хуçалăх ертÿçисем лару-тăрăва лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та вак-тĕвек ыйтусене çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ. Сăмахран, тутлă апат-çимĕç, ытти хатĕр-хĕтĕр ĕç укçи шучĕпе буфетра туянма пулать. Эрех-сăра лавкки хÿме леш енче çеç пулин те унта çул хупă, енчен те айăпа кĕтĕн тĕк - киле пуçтарăн. Тĕрĕссипе, эпир ĕçме мар, ĕçлеме каятпăр. Çапла пиллĕкмĕш çул.

Шалу пирки каласан садра ĕçлекенсен вăл панулми мĕн чухлĕ пуçтарнинчен, татнинчен килет. Хуралçăсен - оклад. Сăмах май, Шупашкарта та вăл уйăхра 6-7 пинрен ытла мар, анчах лицензи кирлĕ, лере нимĕнле хут татки те ыйтмаççĕ. Оклад пĕчĕкрен никамах та хурал тăма килĕшмест. Çавăнпа та унта пенсионерсем валли яланах ĕç вырăнĕ пур. Енчен те вăрларĕç тĕк - тăкак хакне шалуран тытса юлаççĕ. Нимĕнле ятарлă çи-пуç та памаççĕ, хĕç-пăшал вырăнĕнче - хăрнă улмуççи туни.

Вăл каç «куçа курăнса килмен инкек» пирки хурал йытти вĕрсе систерчĕ. Çур çĕр иртни пĕр сехетре тимĕр хапха леш енче палланă тракторист сасси илтĕнчĕ: «Хăвăртрах уç! Цистерна кăкарма килтĕм. Пушар сÿнтерме шыв турттармалла! Общежити çунать...» «Камсем?» - ыйтрăм эпĕ. «Эсĕ пурăнаканни...» - пулчĕ хурав. Çывăхри башньăран икĕ пушар машини шыв турттарнине курсан пÿлĕмри япаласем упранса юласса шантăм.

Ирхине ĕçрен таврăннă самантра пушар алхаснă вырăнта йÿçĕ тĕтĕм çеç йăсăрланатчĕ. Манăн кравать ÿпĕннĕ. Япаласенчен хуралнă симĕс курка тата пиçиххин тимĕр пайĕ йăваланса выртаççĕ. Çи-пуç, пушмак, хут-кĕнеке таврашĕнчен нимĕн те юлман. Çапах та кутамккара упраннă çăраççисен çыххине тата укçа енчĕкне кĕле сире-сире шырама пикентĕм. Акă вĕсем, хуралса тĕксĕмленнĕскерсем тата шывпа исленнĕскерсем, куç умне тухса выртрĕç. «Атьсемĕр! Турă пурах иккен. Эпĕ вара ăна паянччен те ĕненмен! - кăшкăрса ятăм нимĕнле инкек те пулса иртмен пек. - Çуннисем вырăнне халĕ çĕнĕ çи-пуç та, пушмак та туянма пултаратăп...»

Кайран çакна пĕлтĕм. Эпĕ хурала кайнă хыççăн комендант кăмака хутса пÿлĕмсене ăшăтма тытăннă. Вуттине хĕрхенменрен электропроводсем хĕрсе кайнă та йывăç стенана вут хыпса илнĕ. Çутă сÿнтерме юпа çине улăхнă комендант суранланнă. Вут-çулăм тухнине сиссе рабочисем хăйсен сумкисемпе кутамккисене илнĕ те урама васканă. Пĕрле пурăннă пилĕк ентеш инкеклĕ самантра ман çинчен аса та илмен пулас.

Ку пушарччен çав общежитире уйăх маларах вут-çулăм тухма пултаратчĕ. Ун чухне пÿлĕмсенчен пĕринче газ плити хыпса илнĕ.

Пире Чăваш Ене леçме çав кунах автобус чĕнсе илчĕç. Те ман çинчи хуралса, вараланса пĕтнĕ çи-пуçа кура: «Ку сирĕн оклад», - тесе симĕс тĕслĕ темиçе хут укçа тыттарчĕç. «Тавах, ку шăпах çур костюм туянма çитет», - терĕм те автобус патне утрăм.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çитес вăхăтра «Красинское» хуçалăхри садсенче хĕллехи ĕçсене пурнăçлама рабочисем кирли пирки пĕлтерÿ вуларăм. Никама та иккĕленме сĕнместĕп, мĕншĕн тесен çунса кĕлленмен общежитисем пур-ха унта.

Александр МОКИН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.