Комментари хушас

1 Раштав, 2016

Чăваш Ен Мускавран та çывăхрах

Вăл Мускавра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ çар çынни пулнă май çак енпе çыхăннă ведомствăн генеральнăй штабĕнче тăрăшнă, амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпе педиатри институтĕнче вăй хунă. Математик специальноçне алла илнĕ хĕрарăм Мускавра бизнес та йĕркеленĕ. Анчах пĕр самантрах вăл пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Чаплă хулана инçетре хăварса, тăванĕсенчен, тус-юлташĕнчен уйрăлса икĕ ачипе юратнă мăшăрĕ хыççăн Чăваш Ене куçса килнĕ. Республикăн тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччара пĕчĕк çеç йывăç çурт туяннă. Халĕ унта йытă валли тонни-тоннипе апат хатĕрлеççĕ. Хуçалăхри 14 пуç качакана та тăрантармалла.

Йытç та кулянма пĕлет

Вĕсем ахаль йышши мар, таса ăратлăскерсем. Ăратлă выльăхра е чĕрчунра йăх пуçласа яраканăн тĕп паллисем пур чухне те вăйлă палăрмаççĕ, çавăнпа вĕсене упраса хăвармашкăн пĕлсе ĕçлемелле, темиçе ăрăва сăнаса чи лайăххине суйламалла, аталантармалла. Чăваш ялне лекнĕ Мускав хĕрарăмĕ "туркменский алабай" йытă ăратне Çĕнĕ Аччари "Ачаксы" питомникре ĕрчетет. Ятарлă вольерсенче çулсерен вăтамран 70 пуç тăрать, тепĕр чухне йыш тата та ÿсет.

Вырăнта пурăнакансем чĕрчунсем вĕрнине /юрать, питомник ял хĕрринче вырнаçнă\ çирĕм çул хушшинче хăнăхнă пулĕ. Татьяна Владимировна Кобзевăн мăшăрĕ те питомник йĕркелес шухăша тÿрех ырланă тееймĕн. Темĕн пысăкăш йытăсенчен малтан шикленнĕ те. Алли-ури йывăçпа ĕçлеме ăста пулнăран столяр цехĕнче тăрăшнă, арăмне те пулăшнă. Чăннипе Татьяна Кобзевăшăн йытă яланах шанчăклă тус-юлташ шутĕнче. Ашшĕ сунара çÿреме юратнăран килте овчарка усранă. "Вăл - ăслă йытă. Туркмен алабайĕ вара мана сăнĕпе, кĕлеткипе, хăйне пăхма пĕлнипе, кăмăлĕпе, никама пăхăнманлăхĕпе килĕшрĕ. Вуласа пĕлнĕ тăрăх – вăл çын чĕлхинчи 2000 пин сăмаха ăнланма пултарать. Урăхла каласан, ăнлавĕпе – ача шайĕнче. Пĕрре пăхсах, çур сăмахранах шухăш-кăмăла туйнине сисетĕп", – палăртать хĕрарăм.

Ытахальтен каламасть вăл çакна. Темиçе çул каялла мăшăрĕ чире пула пурнăçран уйрăлнă. Йывăрлăха чăтса ирттерме йытăсем пулăшнă, вĕсем унпа пĕрлех куляннă. Татьяна Владимировна шухăшĕпе туркмен алабайĕ – уçă кăмăллă йытă тата хăйне тытма пĕлет. Унсăр пуçне вăл – шанчăклă хуралçă, чупас енĕпе те çĕнтерÿçĕ.

Пирвайхи çурана хĕрарăм Шупашкарта туяннă. Халĕ хăй çăвăрлаттарса ĕрчетекен алабайсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне, ют çĕршывсене ăсанаççĕ. Çав шутра Франци, Итали, Израиль. Анчах Татьяна Кобзева йытă чикĕ леш енне сутăннине ырласа йышăнмасть. Капла вĕсем çухалаççĕ тет.

Хăшĕ-пĕри алабай усаллине палăртать. Анчах Татьяна Владимировна хăй те, ачисем те, халĕ мăнукĕсем те унпах çитĕнеççĕ. Хĕрарăм ăна ют çĕршыва сутса тупăш илет тетĕр пулĕ. Эпĕ те çаплах шухăшланăччĕ. Çапла, ăна йÿнĕпе туянаймăн. Анчах пурпĕр тăкакĕ ытларах-мĕн. Питомнике çулсерен юсамалла. Аш та хакланать. Йытăсене пĕр уйăх тăрантарма кăна 3 тонна кирлĕ. Малтан аша хуратул /уйăхне – 1 тонна кирлĕ\ пăттипе пĕçернĕ. Кĕрпе хаклансан геркулес çине куçнă. Унсăр пуçне кухньăра какай упрама сивĕтекен камера, промышленноçра усă куракан аш арманĕ вырнаçтарнă. Электричество тăкакĕ те пысăк.

Качака сĕчĕ сиплет

Юрать-ха, çурасене хĕрарăм качака сĕчĕпе апатлать. 14 пуçран 9-ăшĕ сăвăнаканни. Качакана хĕрарăм упăшки чирлесен усрама тытăннă. Унăн сиплĕ сĕчĕ юратнă çыннăн пурнăçне тăватă çул тăсма пулăшнине палăртать вăл. "Эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпе хула çынни, выльăх патне хăш енчен пымаллине те пĕлмен. Малтанах икĕ пуç туяннăччĕ. Пĕтĕлентерме така кирлĕ. Пĕлтерÿ тăрăх тупрăмăр, илсе килтĕмĕр. Вăхăт иртрĕ, анчах выльăх сĕт памасть. Çăмартине кастарнă така пулнă иккен. Упăшкапа вăрахчен култăмăр", – аса илет Татьяна Владимировна. Пĕрремĕш хут качака сунине те манас çук. Халĕ "зааненнский" ăратпа мухтанать. Туянакансем те сĕт нумай антарнăшăн ырлаççĕ. Хĕрарăм ăратлăха тытса пыма тăрăшать. Качакасене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче туянать. Мускав, Самар облаçĕсенчен, Мордва республикинчен тата ытти вырăнтан та пур. Лайăх выльăх тупма çăмăл мар, çавăнпа кашнин йăхне /ашшĕпе амăшĕ кам пулнине\ малтан тĕпчесе пĕлет.

3-4 çул "эдильбаевский" сурăх та усранă. Элĕк районĕнчи пĕр фермертан туяннă, лешĕ кĕтĕве хураллама Татьяна Кобзевăран икĕ алабай илнĕ. Сурăхсем ăна илемĕпе, ытлашши ачаш пулманран килĕшнĕ. Упăшки пурăннă пулсан, тен, халĕ те усрĕччĕ. Анчах пĕччен çынна йывăр.

Хула хĕрарăмне чăваш ялĕнче пурăнма килĕшет. "Манăн тымара кунтан тăпăлтарса кăлараймăн пулĕ. Çынсемпе туслă. Чăвашсем ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерни тата аслисене хисеплеме вĕрентни кăмăла каять. Йытă вĕрни, тен, хăшне-пĕрне чăрмантарать те, анчах ÿпкелешмеççĕ. Мускавра тус-юлташ нумай. Икĕ ывăлăм /Мускавра çуралнă, Шупашкарта шкул пĕтернĕ, ун хыççăн çĕршывăн тĕп хулинче аслă пĕлÿ илсе тĕпленнĕ\ та куçма ыйтаççĕ. Ачасенчен уйрăм пурăнма та пултаратăп. Анчах хулара мĕнле кун ирттермеллине пĕлместĕп. Унта çĕнĕ пурнăç пуçлама ватă пек. Кунта ĕç пур, вырăнсем илемлĕ", – Чăваш Ене чунран юратнине пытараймарĕ тулăх пурнăçа пăрахса яла килнĕ хĕрарăм.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.