«Чăваш пики» — Тутарстан чиперкки

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округĕсенчи, Мурманск хулинчи, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи, Тутар, Пушкăрт, Крым республикисенчи тата, паллах, Чăваш Енри 31 хĕр хутшăннă. Пикесен пултарулăхне пилĕк тупăшура хакланă. «Чăваш пики — 2016» ята тата 30 пин тенкĕ тăракан путевкăна Тутарстанран килнĕ Ксения Романова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна та тулай чăвашĕ — Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова — тухнă. «Чи хӳхĕм пике» номинацире Крым чăвашĕсен чысне хӳтĕленĕ Ксения Сергеева çĕнтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Мила Яковлева /Канаш районĕ/, «Чи çепĕç пике» — Нелли Львова /Элĕк районĕ/, «Ăс пике» — Дарья Степанова /Пушкăрт Республики/. «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа инçетри Ямал-Ненецк автономи округĕнчен çитнĕ Екатерина Сафронова мала тухнă.

Вулаканăмăрсене конкурс çĕн­терӳçипе çывăхрах паллаштарар. Ксения Романова Тутар­станри Çĕп­рел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Халĕ пике Хусанти федераци университечĕн 3-мĕш курс студентки. Çак аслă шкулта вĕренме вăл тахçанах ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене 9-мĕш класс хыççăнах хатĕрленме пуç­ланă. Тăрăшни харама кайман. Ксения ППЭре пĕрле вĕренекен тантăшĕсенчен ытларах балл пухнă, университета тӳлевсĕр майпа вĕренме кĕнĕ. Вăл Раççейри çамрăксен чи пысăк пĕрлешĕвĕн — Универсиада ялĕнчи студентсен ассоциацийĕн председателĕн çумĕ. Ксения сĕннипе унта дебатсен клубĕ йĕркеленнĕ. Пике общество ĕçне хастар хутшăнать. Хăй вĕренекен аслă шкулăн чысне тĕрлĕ форумпа конкурсра хӳтĕлет. 2014 çулта Хусанта иртнĕ шыв спорчĕн тĕсĕсен чемпионатĕнче вăл волонтер пулнă, хăнасемпе спортсменсене кĕтсе илнĕ çĕрте тăрăшнă. Кăçалхи кĕркунне Ксения «Тутарстанри студентсен канашĕн чи лайăх председателĕ» конкурсăн финалисчĕ пулса тăнă.

Малалла вулас...

Любовь ПЕТРОВА.

 

Любовь ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.