Комментари хушас

1 Раштав, 2016

Ĕне - çур пурнăç

КРАСНОАРМЕЙСКИ РАЙОНĔНЧЕ ĔНЕ ВЫЛЬĂХ ĔРЧЕТЕССИПЕ РЕСПУБЛИКĂРИ СЕМИНАР-КАНАШЛУ ИРТРĔ.

Канашлăва пуçтарăннисем Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешĕвĕн çĕнелсе илемленнĕ фермине тĕлĕнсе те ăмсанса сăнарĕç. 400 ĕне вырнаçмалăх витере типĕ те çутă. Выльăхсене кăкармасăр тăратаççĕ. Кашнине чип çакнă. Вăл пулăшнипе ĕне пирки информаци - сĕт мĕн чухлĕ антарнинчен пуçласа юн пусăмĕ таранах - компьютерта туллин курăнать. Сĕт сумалли залра та çĕнĕ оборудовани. Унта харăсах 24 ĕне вырнаçать. «Шурă ылтăн» пăрăх тăрăх тÿрех холодильника юхса тухать. Чĕртавар сивĕтнĕрен пысăк сортпа сутăнать. Ĕç-хĕле механизациленипе çын ытлашши кирлĕ мар, пĕчĕк йышпах ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕ тĕлне хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх 832 пуç шутланнă, çав шутра сăвăнаканнисем - 290. Иртнĕ çул кунта ĕне пуçне 5996 килограмм сĕт сунă. Кăçал та кăтарту унран кая мар пуласса шанаççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ĕнесене 400 пуçа çитерме палăртнă.

- Фермăна 2014 çулта тума пуçланă. Малтан пăру витине çĕнетме палăртнăччĕ. Строительство ĕçĕсем пынă май шухăша улăштартăмăр, - каласа пачĕ «Красное Сормово» хуçалăх ертÿçи Эдуард Егоров. - Ĕнесене унччен кăкарнăран ирĕке хăнăхтарма йывăр пулчĕ. Сĕт сумалли зала та кĕмерĕç - çĕнĕлĕхрен хăрарĕç. Çавна май сăвăм чакрĕ. Халĕ йĕркене кĕрсе пыратпăр.

- Çакăн пек фермăсем уçăлни - ял хуçалăхне малалла аталантармалли шанчăклă çăлкуç, - палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Вăл вите тума кайнă тăкакăн 20 процентне патшалăх саплаштарнине пĕлтерчĕ. Ыттисене те çăмăллăхпа усă курса фермăна çĕнетме сĕнчĕ.

Малалла канашлу Красноармейски район администрацийĕнче тăсăлчĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков çĕнĕ условисенче ĕне ĕрчетесси, çак ĕçĕн малашлăхĕпе йывăрлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçалхи вунă уйăхра республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсем иртнĕ çулхин 101 проценчĕ чухлĕ сĕт суса илнĕ. Фермер хуçалăхĕсен вара 110 процент таранах. Кăтарту ÿссе пыни предприятисенче ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркеленипе, хăватлă техникăпа тата патшалăх пулăшăвĕпе усă курнипе çыхăннă. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ÿстерме инвестици проектне пурнăçласа çĕнĕ витесем туни, ăратлă ĕнесем усрани, паха выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени, ĕç çыннисене тивĕçлипе тÿлени пулăшать. «АПК аталанăвĕ» патшалăх программи хута кайнăранпа республикăра 296 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ, çав шутра мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессин - 179. Ĕнесене витере кăкармасăр тăратни те продуктивлăха ÿстерме, тăкака чакарма май панине палăртрĕç.

Çĕршывра АПК-на тивекен патшалăх пулăшăвĕ малашне те чакмалла мар. Анчах хăш-пĕр енĕпе субсиди уйăрассине пăрахăçласшăн. Хуçалăхсене унпа тивĕçтерессине те çĕнĕлле йĕркелемелле. Çемье фермине, фермер хуçалăхне аталантарма паракан патшалăх пулăшăвĕ курăмлăрах пулĕ.

Канашлура тепĕр çивĕч ыйтăва та - ял хуçалăхĕнчи коррупципе çыхăннăскере - хускатрĕç. Министр каланă тăрăх - республикăри тирпейлекен заводсен сĕт туса илекен пысăк хуçалăхсен ертÿçисене укçа тĕкмесĕр те чĕртавар туянма май çук-мĕн. Сĕтев ыйтакансен списокĕ паллă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра «тÿнтерле» тĕслĕхсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнассине пĕлтерчĕ вăл. Унччен вара ертÿçĕсене хуçалăхсенче йĕрке тума ыйтрĕ.

Хальхи вăхăтра сĕте туллин тирпейлессине ÿстересси те тĕп вырăнта. Ăна валли паха чĕртавар кирлĕ. Производствăна анлăлатни ял хуçалăхĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, бюджета налукпа пуянлатма пулăшать.

Продуктивлăха ÿстерме ăратлăхпа ĕçлемеллине те палăртрĕç канашлăва пухăннисем. Хальхи вăхăтра республикăра ытларах хушма хуçалăхра сĕт туса илеççĕ. Предприятисенне кăна мар, уйрăм çынсен ĕнисене те искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине лайăхлатмалла. «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕн директорĕ Николай Васильев сĕт выльăхĕн тухăçлăхне ÿстермешкĕн паха апат хатĕрлессине, апатлантарассине çĕнĕлле йĕркелеме сĕнчĕ.

Канашлура хуçалăхсен ертÿçисем, яваплă çынсем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç, ларура хускатнă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.