Европа стандарчĕсене тĕпе хурса
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре икĕ следстви изоляторĕ /1601 çулта хута янă СИЗО-1 тата 1809 çулта уçнă СИЗО-2/ тата изолятор тĕллевĕллĕ тăватă обČект ĕçлеççĕ. Федерацин «Раççей Федерацийĕн уголовлă айăплав системине 2007-2016 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Шупашкарта 2012 çулта çĕнĕ изолятор строительствине пуçарнă. СИЗО-3 Европа стандарчĕсене тивĕçтерекен учреждени пулать.