Комментари хушас

6 Раштав, 2016

Çыру никĕсĕнче - экономикăпа социаллă политика темисем

 Раштавăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Унта çавăн пекех Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политики тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пулнă.

Президент Çырура кăçал социаллă пурнăçпа экономика тата шалти политика ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Владимир Путин юлашки çулсенче Раççей социаллă сферăра малалла пысăк утăм тунине палăртнă. Ача çуратассипе çыхăннă коэффициента пĕлтернĕ, вăл Раççейре 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх 1,7-пе танлашнă — Европăри нумай çĕршывринчен пысăкрах.

Аса илтермелле: Чăваш Ен темиçе çул ĕнтĕ демографин тĕп кăтартăвĕсемпе лидерсен шутĕнче. Республикăра ача çуратассин коэффициенчĕ çĕршыври вăтам кăтартуран пысăкрах, 2015 çул кăтартăвĕсемпе 1,9-па танлашнă.

Çĕршыв ертÿçи 2017 çул Экологи çулталăкĕн паллипе иртессине пĕлтернĕ. Çавна май çут çанталă-ка сыхламалли саккунсене лайăхлатас, çут çанталăкăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене, çав шутра Атăл юханшывне упрас ыйтусемпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă.

Çырăвăн экономика блокĕн тĕп темисенчен пĕри — агропромышленноç комплексĕн майĕсемпе туллин усă курасси. Владимир Путин паян ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ федераци хыснине хĕç-пăшал экспортĕнчен те пысăкрах укçа кÿнине çирĕплетнĕ. Палăртни вырăнлă: чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри АПК продукцине Раççейри тата чикĕ леш енчи рыноксене кăларас ыйтусем çинче пайăррăн чарăнса тăнăччĕ. Чылай министерствăпа ведомствăна çывăх вăхăтра республикăри ял хуçалăх та-варĕсем туса кăларакансен продукцийĕн экспортне анлăлатас тĕллевпе тухăçлăрах ĕçлемелли механизмсем хатĕрлеме хушнăччĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.