Комментари хушас

6 Раштав, 2016

Мускав чăвашĕсен элчи

Тĕп хуламăрта иртекен чăвашсен кашни уявĕнче сцена çинче курма хăнăхнă ăна ентешсем. Ăслă-тăнлă, сăмаха виçсе, чĕрене тивмелле калаçаканскер çине пăхса чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать: пур-çке ентешĕмĕрсен хушшинче чăннипех те мăнаçланмалли чăвашсем.

Мускаври чăвашсен наци культура пĕрлĕхĕн ертÿçи, Раççейри чăвашсен наци культура пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи, Халăх Туслăхĕн орденĕн кавалерĕ Анатолий Григорьев нумаях пулмасть 75 çул тултарчĕ.

Хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăк курăнаканскер яланах халăх хушшинче, Мускаври чăвашсен пурнăçĕпе пурăнать. Çĕршывăн тĕп хулинчи Чăвашсен çуртне — Большая Ордынка урамĕнче вырнаçнă ЧР представительствине — тĕрлĕ ыйтупа пыракансене пулăшма яланах хатĕр. Патшалăх органĕсемпе, влаçпа тачă çыхăнса ĕçлени тĕп вырăнта уншăн. Наци политикипе çыхăннă ыйтусене татса памашкăн çивĕч ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă пулни Анатолий Ивановича пур алăка хăюллăнах уçма май парать. Акă тин çеç-ха Çутта кăларуçа Иван Яковлева чысласа Мускавра палăк лартас ыйтăва татса пани çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ элчемĕр.

— Палăк лартасси тахçанхи ĕмĕт, пăр тинех тапранчĕ. Мускав хула Думи пирĕн сĕнĕве ырларĕ. Чăваш представительствинчен инçех мар Иван Яковлев ячĕллĕ сквер уçăлĕ. Палăк авторĕ — В.Нагорнов скульптор, архитекторĕ — В.Филатов. Палăк проектне тивĕçлĕ органсем çирĕплетнĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвне те татса парăпăр. Тен, нимелле лартма тивĕ, чи пахи — скверпа палăк пулаççех, — ырă хыпар пĕлтерчĕ Анатолий Иванович.

Тĕп хулари чăвашсен наци культура пĕрлĕхне икĕ теçетке çула яхăн ертсе пыраканскер пултаруллă ентешсем çинчен нумай-нумай каласа кăтартма пултарать, анчах та хăй çинчен сăмах ваклама юратмасть. Чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ А.Г.Николаев космонавт ăна мĕн виличченех «юратнă шăллăм» тесе хисеплесе чĕннĕ.

«Вăрçă ачи» Анатолий аш­шĕне астумасть. Вăрнар тăрăхĕнчи Айкăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ шахтăра ĕçленĕ, амăшĕ Полтава /Украина çĕрĕ/ тăрăхĕнчен. 1942 çулта ашшĕне бронь пулнă пулин те фронта илсе кайнă. Вăл офицерсен курсне пĕтернĕ, танк командирĕн тÿрех Беларуçра фашистсемпе çапăçма тивнĕ. Чăваш Енре мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ кĕтнĕ. Пĕр çырăвĕнче вăл çапла çырнă: «Полина, манпа кирек мĕн пулсан та, ачасем манăн ĕçе тăсмаллах, çар çынни — офицер — пулччăр».

Ашшĕ 1944 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Могилев тăрăхĕнче паттăрла вилнĕ. Аслă ывăлĕ Александр Хусанти çар авиаци училищине пĕтернĕ. Халĕ Мускав çывăхĕнчи Кубинкăра пурăнать, авиаци майорĕ.

Кĕçĕнни те Анатолий ашшĕ хушнă пекех çар çынни пулса тăнă, анчах тÿрех мар. Чăваш каччи шкул хыççăн Семипалатинск хулине çул тытнă, училище пĕтерсен Красноярск крайĕнче виçĕ çул монтажникре ĕçленĕ, Омск хулинчи чукун çул транспорчĕн институтне вĕренме кĕнĕ. Çулталăк çурă вĕренсен çара кайнă. Мĕн тейĕн, шăпа ăна Мускав çар округне илсе çитернĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ тĕп хулапа çыхăнасса, паллах, шухăшлама пултарайман вăл. Сержант шкулĕнче лайăх вĕреннĕскере виçĕ уйăхранах офицер должноçне шаннă — полкри комсомол комитечĕн секретарĕ пулса тăнă. Служба хыççăн командовани ăна Мускаври чукун çул транспорчĕн инженери институтне куçма сĕннĕ, çав вăхăтрах документсене çĕршыври чи паллă çар заведенине — Кремль училищине /СССР Аслă Канашĕ ячĕллĕ аслă çар команда училищине/ панă. Унта паллă, чи пултаруллисене кăна илеççĕ. А.Григорьев ăна пĕтерсен Мускав çар округне службăна лекнĕ: чаç командирĕ, дивизи политпайĕн пуçлăхĕ... Кирек мĕнле должноçра та уншăн тĕп вырăнта — хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçласси. Нихăçан та такам пулăшасса кĕтмест, хăйĕн ăсне-пуçне шанать, чун-чĕре тасалăхне, тÿрĕ кăмăллăха пурнăç тăршшĕпе пĕрремĕш вырăна хурать. Çартан кайсан /25 çул пакунпа çÿренĕ/ А.И.Григорьев полковникăн ĕç биографийĕ татах пуянланнă: Мускав хулин пĕрремĕш мэрĕ Г.Х.Попов ентешĕмĕре тĕп хулари Строгино районĕн ертÿçине лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ çĕршывшăн, тĕп хулашăн çăмăл пулманнине пурте пĕлетпĕр. Çĕнĕ района ертсе пыма пуçласан мĕн чухлĕ йывăрлăха парăнтарма тивнине Анатолий Иванович халĕ йăл кулса аса илет. Шăпах çавăн чухне вăл А.Г.Николаев космонавтпа çывăх паллашнă. Префектурăра ĕçленĕ чухнех тепĕр юхăма кĕрсе кайма тивнĕ: ăна Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствине ертсе пыма сĕннĕ. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ А.Григорьевăн чăвашлăхпа çыхăннă кулленхи канăçсăр ĕçĕ-хĕлĕ.

— Мускав — Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ чăвашсене пĕрлештерекен, наци культурине аталантаракан хула. Пирĕн ентешлĕх — тĕп хулара чи çирĕпписенчен пĕри. Кирек мĕнле ыйтупа килекене те пулăшма май тупасси — манăн тĕллев, тивĕç. Хамăрăн культурăна ытти халăхпа тан аталантармалла. Тĕрлĕ уявпа концерт çеç мар, паллă çыравçăсене, искусство çыннисене, космонавтсене халалласа уявсем ирттеретпĕр. И.Я.Яковлев кунне /унăн мăнукĕсене чĕнсе/ çуллен паллă тăвасси те — ырă йăлара. Кĕскен, чăвашсен çурчĕн алăкĕ ентешĕсемшĕн яланах уçă. Кунтах чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлет, пуян библиотека пур. Ырă сунса кĕтетпĕр! — калаçăва вĕçлерĕ Анатолий Иванович.

А.И.Григорьев амăшĕн сăнарне асра тытса, ашшĕн халалне пурнăçа кĕртсе паян чăваш тĕнчишĕн пархатарлă ĕçсем тума Мускав урамĕсемпе утать. Чăваш элчин кашни кунĕ çĕнĕ тĕлпулусемпе, ĕçлĕ калаçусемпе пуян.

Нумаях пулмасть ЧР Пуç­лăхĕ М.Игнатьев кăларнă хушупа ентешĕмĕр «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена тивĕçнĕ. Саламлатпăр.

Альбина Степанова.

Мускав хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.