Парламентра

6 Раштав, 2016

Кăçалхи бюджета тÿрлетрĕç, çитес çулхисене ырларĕç

Патшалăх Канашĕн черетлĕ виççĕмĕш сесси уçăлнă кун, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, парламентарисем çирĕм ыйтăва тишкернĕччĕ, ĕнер сесси малалла ĕçлерĕ — депутатсем тата икĕ теçетке ыйтăва пăхса тухрĕç. Апла пулин те кун йĕркинче бюджетпа çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç тейĕттĕм — Патшалăх Канашĕ республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ тата кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунсен проекчĕсене пăхса тухса ырларĕ.

17 Çурла, 2016

Юлашки сесси бюджет пысăкланассине ырларĕ, е Оппозицин клейковина шайĕ мĕншĕн чакни çинчен

Пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн юлашки 39-мĕш сессийĕ авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче иртмеллеччĕ, анчах республика бюджетне черетлĕ хут улшăнусем кĕртмеллине кура депутатсем иртерех пухăнма йышăннă — сесси ĕнер иртрĕ. Çавна май хăшпĕр депутатăн отпускпа канăва та пăрахăçлама тивнĕ. Пурте тенĕ пекех килнĕ — икĕ депутат кăна ерçеймен.

Çак йышпа юлашки хут пухăннине кура Юрий Попов спикер кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличченех сăмах илчĕ те — парламентăн ăна хăй ертсе пынă çулсенчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ теме те юрать:

22 Ака, 2015

Йывăрлăхсене парăнмасăр - малалла!

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ 33-мĕш сессийĕн кун йĕрки анлине пăхмасăр тĕп вырăнта республика Пуçлăхĕн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчет пулчĕ. Ăна сÿтсе явмашкăн депутатсен малтан палăртнă регламента та кăштах пăсма тиврĕ - тăхтава каяраха куçарчĕç.

Тĕрĕссипе, иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем халиччен те пулнă. Çапах ку хутĕнче Михаил Игнатьев доклачĕ уйрăмах тулли те тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Çавăнпа сессие предприятисемпе организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене те чĕннĕ - самай пысăк йыш пухăннă.

22 Пуш, 2014

Тумхахсене пăхмасăр...

ЧР Патшалăх Канашĕн кĕçнерни кун иртнĕ черетлĕ ХХ сессийĕн кун йĕрки чăннипех анлă пулчĕ. Пĕтĕмпе икĕ теçетке ыйту, çав шутра 15 саккун проекчĕ. Апла пулин те тĕп вырăнта, паллах, республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă доклад пулчĕ.