Тумхахсене пăхмасăр...

ЧР Патшалăх Канашĕн кĕçнерни кун иртнĕ черетлĕ ХХ сессийĕн кун йĕрки чăннипех анлă пулчĕ. Пĕтĕмпе икĕ теçетке ыйту, çав шутра 15 саккун проекчĕ. Апла пулин те тĕп вырăнта, паллах, республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă доклад пулчĕ.

М.Игнатьев палăртнă тăрăх - Правительство пĕлтĕр хăйĕн ĕçĕнче уççăнлăха, общество тата бизнес пуçарулăхне тĕревлессине, вырăнти хăй тытăмлăхăн экономикăри, социаллă пурнăçри ыйтусене татса парассипе çыхăннă пĕлтерĕшне çĕклессине, кулленхи тата стратеги шайĕнчи тĕллевсене пурнăçлассин виçеллĕ шайлашăвне тытса пырассине тĕпе хунă. Çав шутра - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине ÿстересси, туянма май пур çурт-йĕр çĕклесси, патшалăхăн тĕрлĕ сферăри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатасси тата ыт. те.

Михаил Васильевич шухăшĕпе - ку енĕпе уйрăм ăнăçусем пур. Бюджет социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлама май панă. Налуксен тата налук мар тÿлевсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе республика пĕлтĕр округра 4-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе те кăтартусем курăмлă. Парăмсен бюджет çине лекекен тиевне виçеллĕ тума ăнтăлни те куç кĕрет. Çавна май пĕлтĕр ăна çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан самай чакарма май килнĕ. Халĕ Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ бюджет тупăшĕн 48,2% танлашать. 2010 çулта, калăпăр, 70% шайĕнчех пулнă.

Ĕç укçин ыйтăвĕсем çинче ЧР Пуçлăхĕ пайăррăн чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр экономикăри вăтам шалу 19,4 пин тенкĕрен иртнĕ - çулталăк маларахри кăтартуран 13% пысăкрах. «Йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсен ĕçченĕсен шалăвне ÿстерекен организацисен ертÿçисене тав тăватăп», - палăртрĕ М.Игнатьев. Бюджет сферин ĕçченĕсене ытларах тÿлес тĕллевпе çине тăнă. Бюджетран çакăн валли 1,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Çавна май шкулсен педагогĕсен вăтам шалăвне 28,5% ÿстернĕ - вăл 20 пин тенкĕ урлă каçнă, врачсен - 28,4 пин тенкĕ. Культура ĕçченĕсен шалăвĕ те ÿсĕмлĕ.

ЧР Пуçлăхĕ ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тăнăçлăх кÿме пултарнине кăмăллăн палăртрĕ. Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх - 0,7%. Промышленноç комплексĕнчи ырă туртăмсем пирки каланă май япăххине те пытармарĕ. Раççейре промышленноç производствин индексĕ пĕлтĕр кăшт кăна пысăкланнă, Чăваш Енре вара - чакнă. Апла пулин те, сăмахран, тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕпе миллиард тенкĕ урлă каçнă промпредприятисен шучĕ хушăннă - 27 /виçĕм çул унашкаллисем 25 пулнă/. «Миллиардçăсен клубĕ» кăçал та пысăкланас шанăç пур.

Çанталăк условийĕсем япăх пулнине кура пĕлтĕр ял хуçалăх производствин индексĕ те пĕчĕкленнĕ - 89,3%. Анчах патшалăх АПКна кÿнĕ пулăшу 16% ÿснĕ - 2,45 млрд тенкĕ уйăрнă. М.Игнатьев малашне те ял хуçалăхне тĕревлесе пыма шантарчĕ. Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли 23 объект хута янă. Кайăк-кĕшĕк фабрикисене, комплекссене çĕнетни производствăна вăй кÿресси паллă. «Пирĕн тĕллев - пуçаруллă çынсене хăйсен укçине ял хуçалăх производствине хывмашкăн условисем туса парасси», - терĕ Михаил Васильевич.

ЖКХ, çурт-йĕр, çулсем тăвасси, ытти сфера - Михаил Васильевич отчетра пĕр ыйтăва та сиктерсе хăвармарĕ. Социаллă тĕллевлĕ политика демографие ырă витĕм кÿнĕ. Республикăра халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пырасси пĕлтĕр 0,8 промиллепе танлашнă. Çакăнта çемьесенче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнин кăтартăвĕ курăмлă. Çапла вара пĕлтĕр нумай ачаллă çемьесен шучĕ 10% ÿснĕ. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 1,8 пине яхăн çемьене тÿлев панă. 2,2 пине яхăн çын тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем илнĕ.

Муниципалитетсен аталанăвĕн темине çĕкленĕ май М.Игнатьев пĕтĕмĕшле илсен ку енĕпе ĕç-пуç йĕркелли çинчен каларĕ. Анчах пуриншĕн те кăтартуллă çивĕч уйрăм самантсем пур. Сăмахран, муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи чылай çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курмаççĕ. Çавнашкал çĕрсемшĕн аренда тÿлевне вăхăтра хывманнипе çыхăннă парăмсем пысăк. Михаил Васильевич вырăнсенчи влаçсене усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе çине тăма сĕнчĕ.

Отчета вĕçленĕ май ЧР Пуçлăхĕ социологи ыйтăмĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ: вĕсем халăх республикăн влаç органĕсен ĕçне пĕтĕмĕшле илсен ырласа хакланине çирĕплетеççĕ. «Çынсемпе тĕл пулнă май вĕсем влаçа шанассин шайĕ ÿснине туятăп. Çынсем патшалăх тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе унчченхинчен кăмăллăраххи те сисĕнет. Халăхăн ыранхи кун, пурнăç лайăхрах пуласси тĕлĕшпе шанăçĕ çирĕпленет», - пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев.

«Çакăн пек тĕплĕ доклад хыççăн та ыйтусем пулĕç-ши?» - шÿтлерĕ отчет вĕçленнĕ хыççăн парламент спикерĕ Юрий Попов. Пулчĕç - çирĕплетнĕ регламентпа килĕшÿллĕн кашни фракци ыйтусем пачĕ. Депутатсене, сăмахран, миграци лару-тăрăвĕ çивĕччи пăшăрхантарать - нумай çын республикăран пăрахса каять. Чăваш Ен ертÿçи çакăнта темле пысăк хăрушлăх курмасть пулас, вăл миграци кăтартăвĕсем япăхланнинче вĕсене шутласа палăртмалли методика улшăнăвĕн витĕмĕ пысăкки çинчен каларĕ. Çапах çынсем лайăхрах ĕç укçи шыраса Мускава, ытти хулана туртăннине те палăртрĕ. Эппин, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле, производство тухăçлăхне ÿстермелле - шалу виçине ÿстерме ăнтăлмалла. Çапах тепĕр самант çинче те пусăм турĕ: Чăваш Енре ĕç вырăнĕсен шучĕ регистрациленĕ ĕçсĕррисен йышĕнчен тăватă хут пысăкрах.

Татьяна Царева депутат Шупашкара Улатăртан çÿренĕ май çĕрсене хыт-хура ярса илнипе кăмăлсăр: «Йĕри-тавра кукша пуç çитĕнет, каплах пулсан малашне çĕр мамăкĕ пухма та тытăнăпăр...» М.Игнатьев çивĕчлĕх пуррине йышăнчĕ, çĕрпе тухăçлă усă куракансене шырамалли çинчен каларĕ. Çĕр улми çитĕнтерес енĕпе ыйтусем пур - ăна пухса кĕртнĕ чух тухăçăн 30-50% таран çухалать. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакни те пăшăрхантарать. Çапах кăçалхи ĕç-пуç тĕлĕшпе прогнозсем аван - аталану пулмалла.

ЧР Пуçлăхĕ кашнин ыйтăвне туллин хуравларĕ - ку депутатсене тивĕçтерчĕ пулас, хăш-пĕр чухнехи пек чăркăшланни туйăнмарĕ. Уйрăм самантсене шута илмесен. Яланхиллех Игорь Моляков /«Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракци/ «хастар» пулчĕ. Сăмахран, вăл чиновниксене хваттер туянма бюджетран укçа панăшăн çав-çавах кăмăлсăр. Депутат çак ĕç-пуçа тĕпчеме ыйтрĕ. Дмитрий Евсеевăн /РФКП/ сăмахĕ те ÿпкевлĕ пулчĕ. Çутă уйрăм тĕслĕхсем пур пулин те, унăн шухăшĕпе, мухтанмалли çукрах: промышленноç, ял хуçалăх производстви, инвестицисен калăпăшĕ чакнă, таварсем хакланнă, çынсен тупăшĕ округри тата Раççейри вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех хăвăртлăхпа ÿсет. «Совет тапхăрĕнчи йăласене тавăрмалла - кашни çул ÿсĕмлĕ пултăр», - терĕ вăл. Калама çăмăл та...

Сессире республикăн 2014 çулхи, 2015 тата 2016 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна ырларĕç. Çапла вара кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 1,2 млрд тенкĕлĕх ÿсет. Çав шутра хамăрăн тупăшсем - 476 млн тенке яхăн. РФ Правительствин уйрăм йышăнăвĕсем тăрăх каялла тавăрса памалла мар килекен укçа та хушăнать - 739 млн тенке яхăн. Бюджет тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи 2,3 млрд тенке яхăн хушăнать. Ку укçа ял хуçалăхне пулăшма, физкультурăпа спорт объекчĕсем тума, нумай ачаллă çемьесене тĕревлеме тата ытти тĕллев валли кайĕ.

Депутатсем нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси, экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинчен калакан тата ытти саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Сесси «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ. Халĕччен вăл пулман, çĕнĕлĕхе парламент йăлана кĕртесшĕн. Ăна ЖКХ темине халалларĕç. Ку хутĕнче депутатсен ыйтăвĕсене строительство министрĕ Олег Марков хуравларĕ.


Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.