Комментари хушас

6 Раштав, 2016

Çырăва хаклаççĕ

Вероника СКВОРЦОВА, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ:

— Çырура палăртнă кăтартусем регионсенче медицина аталаннине çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре — çĕршыври ача çуратма пулăшакан чи лайăх службăсенчен пĕри. Юлашки çулсенче республикăра ачасен тата çитĕннисен медицини аван аталанать, кунта пысăк технологиллĕ ме-дицина пулăшăвĕ енĕпе çĕршывра чи лайăх практикăсенчен пĕри. Чи кирли, çакна Президент Çырура та палăртрĕ, отрасле малалла укçа хывасси, ăна аталантарасси.

 

Максим ТОПИЛИН, РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ:

— Паян РФ Президенчĕ çĕршыв социаллă пурнăç енĕпе хăйне мĕнлерех туйнипе çыхăннă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ темăсене çĕклерĕ, вĕсем тĕлĕшпе, палăртам, эпир Чăваш Ен влаçĕсемпе çине тăрса тата тухăçлă ĕçлетпĕр. Вĕрентÿ пирки калама пултаратăп: ачасем лайăх вĕренÿ заведе-нийĕсенче пĕлÿ илме пултарччăр тесе эпир профориентаци сферинче тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр, преподавательсене WorldSkills проектпа килĕшÿллĕн вĕрентме пуçларăмăр, ку вара регионти питĕ лайăх ĕç практики. Демографипе çыхăннă проектсене тимлĕ сăнатпăр. Кун пирки паян Владимир Путин та каларĕ, Чăваш Енре вара çак çул-йĕрпе чăннипех нумай ĕçлеççĕ. Паян влаçсен социаллă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне малалла лайăхлатас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле, вĕсене хаклама общественноçа явăçтармалла. Çак енĕпе Чăваш Ен влаçĕсене ăнăçлă ĕçлеме сунатăп.

 

Александр ШОХИН, Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен союзĕн президенчĕ:

— Чăваш Енре инвестици проекчĕсем аван пурнăçланаççĕ, çав шутра — патшалăх тытăмĕсем хутшăнаканнисем те. Владимир Путин паян экономикăна малалла ямалли çĕнĕ вăйсене шырамалли çинчен каларĕ. Чăваш Енре çапла тума пултарнă. Электротехника кластерĕ — чăн-чăн ахах. Чăваш Енри предприятисем çĕршывăн çак отраслĕн лидерĕсем пулни пирки иккĕленÿ çук. Ÿкерчĕке «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем кăштах пăсаççĕ, анчах çивĕч çак ыйтăва паян федераци ведомствисемпе ĕçлесе кăна татса пама май пур. Эпĕ республика Правительстви ку енĕпе çине тăрса ĕçленине пĕлетĕп.

 

Алена АРШИНОВА, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ:

— Президент вĕрентÿ ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулни ăнсăртран мар. Вăл — çĕршыв пурнăçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă отраслĕсенчен пĕри. Çырура асăннă темăсем регионсене пулăшмалли мерăсенче палăрасса шанатăп, çакă Чăваш Енре тĕп çул-йĕрсемпе малалла ăнăçлă ĕçлемешкĕн кирлĕ.

 

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ:

— Çырура çĕкленĕ ыйтусенчен нумайăшĕ тĕлĕшпе Чăваш Енре халĕ те тимлĕх пысăк. Сывлăх сыхлавĕ, хăтлăх, экологи — çак ыйтусемпе çивĕчлĕхе сирес енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Паян Владимир Путин тĕп ĕçсене палăртрĕ, çитес çул вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулăпăр.

 

Александр ИВАНОВ, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

— Раççей Президенчĕ Çырура IT-отрасле, пысăк технологи бизнесĕн аталанăвне пысăк вырăн уйăрнă. Вăл çитес вунă çуллăхра IT-индустри Раççейре тĕп экспорт отраслĕсенчен пĕри пулса тăнине шаннине палăртрĕ. IT-сферăна аталанма ăнăçлă условисем туса пама çĕршыври импорта улăштармалли политика хистет. Президент IT-компанисене çăмăллăх парассине малалла тăсма палăртнине савăнса йышăнтăм. Çакă Тăван çĕршывра туса кăларакан программа продукчĕсемпе усă куракан пĕчĕк тата вăтам предприятисен аталанăвне пысăк хăват парассине шанатăп.

 

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР ял хуçалăх министрĕ:

— Владимир Путин хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсем яланлăхах пек туйăннине палăртрĕ. Ял хуçалăхĕ пирки темле «хура шăтăк» вырăнне хурса калаçатчĕç: «хуть те мĕн чухлĕ укçа пар — пурпĕр кăтарту пулмĕ». «Анчах пĕтĕмпех урăхларах йĕркелеме пулать иккен. Тивĕçлĕ йышăнусем тупрăмăр, ял хуçалăхне пулăшмалли система туса хутăмăр, çавна май паян АПК — çĕршыва тăрантаракан, тĕнче рынокне тухакан ăнăçлă отрасль», — палăртрĕ Раççей Президенчĕ. Вăл ял хуçалăх аталанăвĕ регионсенчен нумай килнине каларĕ. Вĕсене федераци субсидийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе ытларах ирĕклĕх памаллине асăнчĕ. Пирĕн тĕллев — ял хуçалăх кооперацийĕсене пулăшассине вăйлатасси, çапла майпа пирĕн фермерсен рынока тухма çĕнĕ майсем тупăнĕç. Малтанласа палăртнă тăрăх — 2017 çулта федерацирен Чăваш Республикине «пĕрлехи субсидие» тÿлемешкĕн 727,9 миллион тенкĕлĕх укçа уйăрма йышăннă. Ку вăл кăçалхинчен 31% нумайрах. Ял хуçалăх таварне тата сĕт туса илекенсене те субсиди пама палăртнă. Республика бюджетĕнче АПК валли кăçалхинчен 8,3% ытларах кĕмĕл пăхса хăварнă. Аграрисене çапла пулăшни агропромышленноç комплексне малалла аталанма май парĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.