Комментари хушас

6 Раштав, 2016

Паянхи çамрăксем акăлчан тата китай чĕлхисене вĕренесшĕн

Стена çине плакат çыпăçтарнипех кабинет пулмасть

Хĕр тусăм хулари шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ĕçне кăмăллать-ха вăл, шалу пĕчĕк пулнишĕн те питех кулянмасть. Çак кусенче ăна хăйĕн хĕрĕ тăван чĕлхепе тăван ен культурине вĕренесшĕн пулманни шухăша янă. Тĕпренчĕкĕ чăваш чĕлхи вĕреннине вăхăта сая яни тесе йышăнать-мĕн. Ун вырăнне акăлчан чĕлхине ăса хывасшăн. Çак предметпа шкулта «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать пулин те амăшне репетитор тытма ÿкĕте кĕртнĕ. «Пĕлетĕп: манăн пите хĕретмĕ вăл. Чăваш чĕлхипе те, тăван ен культурипе те «5» паллăсемех пулĕç. Анчах вăл вĕсене юратса вĕренменни, хăй чăваш пулнипе мăнаçланманни шутсăр пăшăрхантарать. Хĕрĕм акăлчан чĕлхине кăна мар, китай чĕлхине те ăса хывма, ют çĕршывсене кайса курса çÿреме ĕмĕтленет. «Чăваш чĕлхине лайăх пĕлнипе пысăк шалу илейместĕн», — тет. Мĕнех калайăн ăна хирĕçлесе?» — çапла каласа чăннипех тĕлĕнтерчĕ хĕр тусăм.

Тĕрĕссипе, чĕлхе ыйтăвĕ яланах калаçтарнă. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă ыйтусем паянхи кунчченех тавлаштараççĕ. Çак кунсенче Атăл леш енчи Сосновка шкулне çитсе килтĕм. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Алевтина Шутова тĕрлĕ наци ачисем вĕренекен шкулти лару-тăрупа паллаштарчĕ.

— 1993 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан тăван тăрăхри, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри, шкулта чăваш чĕлхипе литературине 3 çул вĕрентрĕм. Сосновкăра тăван чĕлхе учителĕ кирлĕ, кунта вырăнĕ те илемлĕ», — тесе чĕнчĕ те аппа куçса килтĕмĕр. 2001 çулччен 8-мĕш шкулта ĕçлерĕм. Кĕçех ăна пăсрĕç. 2001 çулта çĕнĕ шкул уçăлчĕ. Кунта ачасем Северный, Первомайски, Октябрьски поселокĕсенчен, «Чăваш Ен» санаторирен тата Сосновкăран çÿреççĕ. Хăйнеевĕр çак пĕлÿ çуртĕнче нумай наци ачисем вĕренеççĕ. Ытларах — чăвашсемпе вырăссем, тутарсем. Çав вăхăтрах çармăссемпе ирçесем те, Украинăран тарса килнисем те пур. Вĕренекенсем ытларах вырăсла пуплеççĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Алевтина Николаевна. Кулленхи калаçу кунта вырăсла пулнине эпĕ шкула ура ярса пуссанах ăнлантăм. Ытлашши тĕлĕнмерĕм: ара, ялти хăшпĕр шкулта та вырăсла пуплеççĕ те. Тарăнрах шухăшласа кайсан тĕлĕнмелле паллах, çакна та эпир пулăм вырăнне йышăнма пуçланă...

— Шкулта ача шучĕ сахалланчĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне 400 ытла вĕренекенччĕ. Халĕ икçĕр ытларах кăна. Чăваш чĕлхипе литературине унччен виççĕн вĕрентеттĕмĕр, халĕ пĕчченех юлтăм. Кĕçĕн классен ертÿçисем чăваш чĕлхине хăйсемех вĕрентеççĕ. Ĕçлеме, мĕнле калас, йывăртарах. Пытармастăп: чăвашла пĕлекен ачана пĕлÿ пама интереслĕрех те, çăмăлрах та. Наци шкулĕнче ытларах правилăсене ăша хыватпăр, кусене манăн калаçма вĕрентмелле. Правилăсене пач ăса хывтармасăр та чĕлхене вĕрентме çук. Пĕрех ун патнех пыратпăр. Анчах çак ыйтăва çиелтенрех пăхатпăр. Хăш чухне орфографи правилисене йăнăш тесе йышăнмастăп та, ачи тĕрĕс калама пĕлнишĕн те хĕпĕртетĕп. Чăваш чĕлхине ют чĕлхене вĕреннĕ пек ăса хыватпăр. Телее, халĕ чăваш чĕлхи кирлĕ мар тесе хирĕçлекенсем çук. Маларах, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, кÿренмелли сăмахсем илткелеттĕм. Хама та аван мар пулса каятчĕ вара. 7-мĕш класри пĕр ача акăлчанла та, вырăсла та питĕ лайăх вĕренет. Çурма вырăс, çурма чăваш вăл. Вырăс ачи теме те пулать. Кукамăшĕ кăна чăвашла пĕлет. Амăшĕ те чăвашла вĕренмен. Пĕлесчĕ сирĕн, чăваш чĕлхине мĕнле тăрăшса вĕренет! Чăваш ачисенчен те лайăхрах пĕлет. Правилăсене пăхăнса питĕ тĕрĕс калаçать, — хавхаланăвне пытармарĕ Алевтина Николаевна.

Алевтина Шутова пĕлтернĕ тăрăх — поселокра пурăнакан чăвашсем те ытларах чухне вырăсла пуплеççĕ. Вырăссем ăнланмасран хăраççĕ-ши? Вĕрентекенсен хушшинче ытларах чăвашсем-мĕн. Вĕсем пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепех чун каниччен пуплеççĕ. Алевтина Николаевнăн ывăлĕпе хĕрĕ вара чăвашла аван пĕлеççĕ, калаçаççĕ. Ывăлне вĕсем Атнер ят хунă. «Хĕрĕмĕр Настя ятлă. Илемпи хурăпăр та чипер пулмасан кайран кăмăлсăрланĕ терĕмĕр. Хăй вăхăтĕнче шкулта Нарспи те вĕренетчĕ. Атнерпе пĕрле пĕр класраччĕ вĕсем. Аттила та, Айтар та, Асамат та пурччĕ. Халĕ питех тĕлĕнмеççĕ ун пек ят хунинчен. «Атнерпе Нарспи тесе мăшкăлламаççĕ-и?» — тесе ыйтаттăм ывăлăмран. «Çук, кулмаççĕ», — тетчĕ», — пытармарĕ Алевтина Шутова.

Шел те, шкулта /ăна 15 çул каяллах уçнă пулсан та/ чăваш чĕлхипе литературин кабинечĕ паянхи кунчченех çук. Маларах ОБЖ, физикăпа хими пÿлĕмĕсене хăтланă. Тăван чĕлхе кабинечĕ патне черет вара паянхи кунчченех çитеймен-ха. «Кабинет кирли пирки тахçантанпах калатăп. Скотчпа унтан-кунтан плакат çыпăçтарнипе кабинет пулмасть. Унта нухрачĕ самаях кирлĕ. Пĕлтĕр директор тăван чĕлхе пÿлĕмне тумалла тесе сăмах пуçарчĕ-ха. Юрать, «кирлĕ мар» темеççĕ. Хам енчен тăван чĕлхепе çыхăнтарса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме тăрăшатăп. Çулсеренех Чăваш чĕлхин эрнине ирттеретпĕр. Ытти предмет эрнипе танлаштарсан çÿллĕрех шайра иртет вăл. Кун пирки директор та пĕрре кăна мар палăртнăччĕ. Ятарлă эрнере конкурссем, куравсем, викторинăсем тăватпăр. Чăваш тĕррине ăса хыватпăр, аваллăхпа çыхăннă япаласене пухатпăр. Хăçан та пулсан музей кĕтесне йĕркелĕп тетĕп те... Аннем шкул валли тесе парнеленĕ хушпусене тирпейлĕ упратăп. Манăн вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературин олимпиадисене те хутшăнаççĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Ваня Иванов чăваш чĕлхипе Интернет урлă ирттернĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ, Тимур Осипов та лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Унăн призер пулма балл кăштах çитеймерĕ. Вĕренекенсем тăван ен культурине ытларах юратаççĕ. Вăл вырăсла та ăна пурте ăнланаççĕ. Юлашки вăхăтра асăннă предметпа çĕнĕ кĕнекесем тухрĕç, çавăнпа ĕçлеме тата интереслĕрех», — ĕçĕ-хĕлĕпе малалла паллаштарчĕ Алевтина Николаевна.

Вăл — 11-мĕш класс ертÿçи те. Класри ултă ачаран иккĕшĕ шкула медальпе пĕтерме хатĕрленеççĕ. Арçын ачасенчен виççĕшĕ те техника енĕпе аслă пĕлÿ илесшĕн. Юлия Полячихина вара «Чăваш Ен пики» ята çĕнсе илнĕ. Пике халĕ черетлĕ илем конкурсне хутшăнма Македоние тухса кайнă. Ольга Васильева вара йĕлтĕрпе чупас енĕпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пулнă. Халĕ — Тутарстанăн пĕрлештернĕ командинче. Çак кунсенче пултаруллă спортсменка ăмăртусене хатĕрленме Сыктывкара кайнă. «Класĕ лайăх, анчах ачи сахал-çке. Юлашки çулсенче пирĕн çавăн пек пĕчĕкрех классем çеç юлаççĕ. Юлнисем вара кайран аслă шкулсене кĕреççĕ», — терĕ класс ертÿçи.

Алевтина Николаевна — 1-мĕш квалификаци категориллĕ учитель. Ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ çуккипе квалификацине улăштарма сĕннĕ, вĕренме ярасшăн пулнă. Çук, килĕшмен вăл. «Тăван чĕлхепе литературăнах вĕрентетĕп», — тенĕ.

— Украинсем чăвашла вĕренеççĕ-и? — пĕлес килчĕ манăн.

— Улттăмĕш класра вĕренекен Алина Александрова чăваш чĕлхине питĕ тăрăшса вĕренет. Вăл программăран юлнă паллах, апла пулин те пĕчĕк предложенисем туса калаçма пултарать. Хавхаланăвĕ пурри савăнтарать. Чăн чăваш ялĕсенчи хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ачисемпе тăван чĕлхепе калаçманни шутсăр пăшăрхантарать мана. Енĕш Нăрваша кайсан пиччен хĕрĕпе чăвашла калаçатăп та — ман çине тĕлĕнсе пăхать. Сăмахсене пурне те ăнланмасть. «Говори-ка нормально», — тет вара кăмăлсăрланса. Чăвашла калаçни уншăн йĕркесĕр пулăм шутланать. «Ай-уй, Карина шкулта мĕнле вĕренетĕн-ха?» — тетĕп. Чăн чăваш ялĕнче пурăнаççĕ вĕт. Чĕлхе пĕлни пăсать-им? Пĕр чĕлхене пĕлекен ыттисене те лайăх вĕренет. Пирĕн шкулта 10-мĕш класра ăс пухакан пĕр арçын ача «Сокол» хоккей клубне çÿрет. «Зачем нужно это чувашский?» — тесе ялан мăкăртатать. Унăн тăванĕ Америкăра пурăнать. Çамрăк унта каяс ĕмĕтлĕ. «Сана мĕн кирлĕ вара? Эсĕ Америкăна каясшăн, хăв акăлчан чĕлхине пĕлетĕн-и-ха? Вырăс чĕлхипе яка калаçса тĕлĕнтереетĕн-и?» — тетĕп. Чĕнмест. Нихăш чĕлхене те лайăх пĕлмест хăй. Пустуй сăмах тăвать. Упăшкан пиччĕшĕн ывăлĕ Коля халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетика енĕпе магистратурăра вĕренет. Хăй вăхăтĕнче вăл тутар чĕлхипе олимпиадăна та хутшăнчĕ. Чăваш чĕлхине те тăрăшса вĕренетчĕ. Пĕлĕве ÿстермелли курса кайсан чăваш чĕлхин пĕр учителĕ акă мĕн каласа панăччĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче акăлчан чĕлхине те тĕплĕн вĕреннĕ. Пĕррехинче конференцие хутшăннă. Ăна Америкăри пĕр ăсчаха кĕтсе илме янă. Лешĕн чăваш чĕлхи ыйтăвĕсемпе доклад тумалла пулнă. Самолетран ансан американпа савăнса кайса акăлчанла калаçнă хайхи вĕренекен. Пăхса тăнă-тăнă та лешĕ: «Хĕрачи, эсĕ вара чăвашла калаçма пĕлетĕн-и?» — тесе ыйтнă. «Чутах йăванса каяттăмччĕ», — тунмарĕ педагог.

Паллă: чĕлхе ыйтăвне пĕччен тата пĕр самантрах татса пама çук. Ку ыйтупа республика ертÿлĕхĕнчен пуçласа ахаль çын таранчченех пурте пĕрле кар тăрса ĕçлемелле… Чăвашлăх юнра, ăшра пулмалла.

Роза ВЛАСОВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.