Комментари хушас

6 Раштав, 2016

Европа стандарчĕсене тĕпе хурса

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре икĕ следстви изоляторĕ /1601 çулта хута янă СИЗО-1 тата 1809 çулта уçнă СИЗО-2/ тата изолятор тĕллевĕллĕ тăватă обČект ĕçлеççĕ. Федерацин «Раççей Федерацийĕн уголовлă айăплав системине 2007-2016 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Шупашкарта 2012 çулта çĕнĕ изолятор строительствине пуçарнă. СИЗО-3 Европа стандарчĕсене тивĕçтерекен учреждени пулать.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов строительствăн юлашки тапхăрĕнче мĕнле пулăшу кирлипе кăсăкланса комплексри ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Леонид Ильичшăн ку об±ект хăйне майлă пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл Шупашкар хула пуçлăхĕ пулнă вăхăтрах унпа ĕçлеме пуçланă.

Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота пĕлтернĕ тăрăх — комплекс 1-4 хутлă 22 çуртран тăрать. Унăн тытăмне айăпланакансем валли пурăнмалли пÿлĕмсем кĕреççĕ. Европа стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн кашни çын пуçне 7 тăваткал метр /Раççей виçи — 4/ тивĕçет. Кунтах апат хатĕрлемелли блок, мунча, прачка, гараж, медсанчаç, лавкка, пушар деповĕ, хуçалăх тĕллевĕллĕ ытти çурт пулĕç. «Айăпланакансен тăванĕсем валли кĕтсе, канса лармалли пÿлĕмсем, следстви органĕсен представителĕсен, адвокатсен кабинечĕсене уçма йышăннă. Çавăн пекех Аслă судпа видео мелĕпе çыхăну йĕркелеме палăртнă», — пĕлтерчĕ А.Робота полковник.

Комплексра строительство ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Мĕнпур çуртра инженери коммуникацийĕсене вырнаçтарнă, алăксемпе чÿречесене лартнă, штукатурка тунă, электричество линийĕсене, шыв, канализаци, газ пăрăхĕсене хывнă. Территорие ултă метр çÿллĕш карта тытса çавăрнă. Çуртсене ăшă парсан пÿлĕмсене хăтлăх кĕртме, сĕтел-пукан, ытти оборудование вырнаçтарма пуçлĕç. «Çавна май строительсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Çулталăк вĕçлениччен СИЗОна хута яма палăртнă», — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов.

СИЗО валли федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 2 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Леонид Черкесов палăртнă тăрăх — çакнашкал пысăк об±ектсем хута яни республикăшăн усăллă. Хушма инвестици килет, ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Кунсăр пуçне СИЗО валли республикăра туса кăларнă строительство материалĕсемпе усă курнă. «Кунта, паллах, айăпланакансене пурăнма мĕнпур услови пулĕ. Хăтлă, çутă. Анчах хамăр тăрăхра çуралса ÿснисем кунта сахалрах лекессе шанатăп», — терĕ Леонид Ильич.

Çĕнĕ СИЗО 500 вырăнлă пулĕ. Анчах, Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота çирĕплетнĕ тăрăх — Чăваш Еншĕн ку сахал. Çавна май республикăри ытти следстви изоляторĕсем ĕлĕкхи йĕркепех ĕçлĕç.

В.БАГАДЕРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.