Пысăк çăлтăрсемлĕ пысăк фестиваль

Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ кăçалхипе 26-мĕш хут иртрĕ. Вăл, малтанхи çулсенчи пекех, музыка уявĕ пулса тăчĕ. Хальхинче те Чăваш Енре республикăри, Раççейри, ют çĕршывсенчи юрăçсем тĕл пулчĕç.

Фестиваль вунă куна пычĕ. Виçĕмкун вăл гала-концертпа хупăнчĕ. Фестиваль йĕркелÿçисем опера искусствипе Шупашкарсене çеç мар, районсенче пурăнакансене те паллаштарма тĕв тытнине ырламалла. Раштавăн 6-мĕшĕнче театр коллективĕ концертпа Йĕпреç районне çитсе килĕ.

Уяв вĕçленчĕ, халĕ çакăн пек ыйту тухса тăрать: ăнăçлă иртрĕ-и вăл? Музыковедсен, кĕвĕ-тĕнчине витĕр куракансен хăйсен шухăшĕ çуралчĕ пулĕ-ха. Ахаль итлекен пек çапла калама пултаратăп: кăçалхи уяв иртнĕ çулхисенчен самай кăсăклăрах.

Хăш енĕпе-ха? Чи малтанах, ăна тĕнче шайне çĕклеме ютран килнĕ юрăçсем пулăшрĕç. Вĕсем: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Бранислав Ятич /Серби/, Отар Кунчулиа /Грузи/, Александр Краснов /Мариинка театрĕ, Питĕр/, Светлана Шилова /Пысăк театр, Мускав/, Елена Гусева /К.Станиславскипе Вл.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕ, Мускав/, Софья Файнберг /Михайловка театрĕ, Питĕр/, ыттисем. Сцена çине Мускавра ĕçлесе пурăнакан Лариса тата Алексей Волжанинсем те тухрĕç. Асăнса хăвармалла: Лариса — Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ — Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унăн мăшăрĕ — Ингуш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ — хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче юрланă. Çак самантсем те витĕм кÿчĕç-ши? Вĕсене ыттисенчен ăшшăнрах йышăннăн туйăнчĕ.

Кăçалхи фестивале ютран пысăк йышпа килнĕ театрсем хутшăннине палăртмалла. Шупашкарсем хальхинче Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн «Любовь к трем апельсинам» /С.Прокофьев/, Удмурт патшалăх оперăпа балет театрĕн «Турандот» /Дж.Пуччини/ оперисемпе тата Чулхулари патшалăх академи оперăпа балет театрĕн «Коко Шанель: страницы жизни» опера-мюзиклпа паллашрĕç. Спектакль премьери икĕ çул каялла иртнĕ, вăл çĕршывăн культура хутлăхне чăннипех «чĕтреттерсе» илнĕ. Чулхулари хальхи вăхăтри композитор Эдуард Фертельмейстер çырнă произведени чунпа, илемпе çыхăннă ыйтусене малти вырăна кăларать. «Коко Шанель...» пирĕншĕн тата акă хăш енĕпе те кăсăклă: унти тумсене Шупашкар модельерĕ Игорь Дадиани пурнăçланă.

«Турандот» оперăна Удмурт патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăçал лартнă. Тĕп сăнар — тÿпе пики Турандот принцесса. Чунĕ яланах сивĕ, усал унăн. «Манра хурлăх кăна тымар янă, эпĕ никамăн та мар», — тет вăл. Калафăн вĕри юратăвĕ ирĕлтерейĕ-ши унăн пăрланнă чĕрине? Спектакле лартаканĕ — Удмурт Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Маркелов, вăлах театрăн тĕп балетмейстерĕ — итлекене тарăн шухăша яракан майсемпе усă курнă. Çак юратушăн Калафăн чи çывăх çыннисен пурнăçран уйрăлма тивет, апла кирлех-ши ун пек юрату?

«Турандот» ĕç фестивалĕн чи çутă çăлтăрĕ пек туйăнчĕ. Провинцири театр та çапла çÿллĕ шайра ĕçлени тĕлĕнтерчĕ. Çак ĕçпе, ман шухăшпа, удмурт артисчĕсем ниçта та — Мускавра та, чикĕ леш енче те — намăс курмĕç. Пирĕн­нисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕ. Çак ĕçшĕнех фестиваль ăнăçлă иртрĕ теме юрать.

Хамăрăннисенчен кама палăртмалла-ха? Пурте тăрăшрĕç, çăлтăрсенчен юлас темерĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Снигирев Пысăк театр солисткипе Светлана Шиловăпа пĕрле «Князь Игорь» оперăри /А.Бородин/ Владимирпа Кончаковнăн дуэтне юрларĕç. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Мария Еланова «Сила судьбы» оперăри /Дж.Верди/ Леонора арине чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Маргарита Финогентова, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Сергей Кузнецов та итлекенсене уçă сассисемпе тыткăнларĕç.

Музыка уявĕ питĕ хăвăрт иртрĕ. Çĕнниччен, çирĕм çиччĕмĕш тĕлпулуччен, тунсăхлама пуçларăмăр та…

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.