Инвестици илĕртӳлĕхĕпе - 6-мĕш вырăнта

1 Раштав, 2016

Михаил Игнатьев Мускава кайнă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Ертӳçи Михаил Игнатьев Мускава ĕçлĕ визитпа кайнă. Унта вăл «Лайăх инвестици климачĕ патне илсе çитерме пулăшакан 100 утăм» конференцие тата «Бизнес тата влаç. Ăнланулăх патне илсе пыракан тĕп çăлкуç» ятпа иртнĕ ирхи апатланăва хутшăннă.

Конференцие «ТАСС» информаци агентстви тата Çĕнĕ проектсене аталантарассипе тата стратегиллĕ пуçарусене вăй илтерессипе ĕçлекен агентство йĕркеленĕ. Унта РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, Çĕнĕ проектсене аталантарассипе ĕçлекен агентствăн гендиректорĕ Андрей Никитин, РФ суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Сергей Катырин, Раççейри промышленниксен тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин, çĕршыври субĕектсен ертӳçисем хутшăннă.

Сăмах май çакна та палăртмалла: наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕпе пирĕн республика маларах çĕршывра 9-мĕш йышăннă пулсан кăçал вăл 6-мĕшне куçнă. Федерацин Атăлçи округĕнче эпир – Тутарстан хыççăн иккĕмĕш. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.