Ырă йывăçăн çимĕçĕ паха

Çурт-йĕр çавăрасси нихăçан та çăмăл пулман. Ĕлĕк тата та хĕнтерех тивнĕ. Атăл хĕрринчен 50 çухрăм аякка лашасемпе пĕрене турттарнă. Пураланă хыççăн çулталăк типĕтнĕ. Тепĕр çулне тин платниксем тытса çурт тунă. Тăватă çын уйăх ытла тăрăшнă. Паллах, вĕсене ял халăхĕ те пулăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче электричество пулманнипе мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Алăк, чÿрече кăшкарне, суллине туса лартма уйрăмах кансĕр пулнă.

Пурнăç улшăннă май ял та палăрмаллах çĕкленчĕ, илемленчĕ. Халĕ урамра йывăç çуртсем юлманпа пĕрех. Чÿречепе алăка та пластикран тăваççĕ. Эпир те вăхăт иртнĕ май кивелнĕскерсене унпа çĕнетрĕмĕр. Муркашри Михаил Романов кĕске хушăрах пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ. Вăр-вар, çынпа тарават, ĕçне те лайăх пĕлет.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Михаил Романов пирĕн тăрăхранах. Унăн амăшĕ, Укахви кинемей, Хурăнкасси ялĕнчен. Нумаях пулмасть 89 çул тултарчĕ. Вăл мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă. Упăшки тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Çемьере çамрăк ăрăва пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Миша та шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хуçалăхра тăрăшнă. Ун чухне эпĕ бригадирта вăй хунă. Арçын ача мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ. Шкул пĕтерсен хĕсметре тăнă. Халĕ - саппасри офицер. Вăл районта 22 çул спорт ĕçне йĕркелесе пычĕ. Михаил Ананьевич тивĕçлĕ канура пулин те спортпа туслă. Районти ăмăртусене те хутшăнма тăрăшать, çамрăксене явăçтарать. Романовсен икĕ ывăлĕ те маттур. Ватăсене савăнмалăх икĕ мăнук ÿсет. Ырă йывăçăн çимĕçĕ те паха çав.

Илья Яковлев.

Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.