Чрезвычайлă лару-тăру урокĕ

1 Раштав, 2016

Республикăри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсем çитĕннисемпе çеç мар, кĕçĕн çултисемпе те профилактика тĕлпулăвĕсем, калаçусем, вăйă-конкурс йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть вĕсем пуçарнипе Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе профилактика сехечĕ иртрĕ.

Вăл пушар хăрушсăрлăхне вĕрентекен вăйăсенчен пуçланчĕ. Шăпăрлансем хастаррăн хутшăнчĕç унта. Фойере хăнасене кĕтсе илекен «Валентин Спасайкин» тата «Василий Огоньков капитан» пуканесемпе выляса, сăнÿкерĕнсе савăнчĕç. Шупашкарти пушар хуралĕн, ВДПО ĕçченĕсем чылай конкурс хатĕр-ленĕччĕ арçын ачасемпе хĕрачасем валли. Вĕсем хаваспах пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç, пушарнăйсен ятарлă костюмне те тăхăнса пăхрĕç. Ольга Нягина полковник пухăннисене пушар тухнин сăлтавĕсене каларĕ, пушарнăйсен телефон номерĕсене те аса илтерчĕ.

«Чрезвычайлă» заняти ачасене питех те килĕшрĕ. Вĕсен сăнĕнчи хаваслă йăл кулă та çакна çирĕплетрĕ. Конкурса хастар хутшăннисем пылак парнесемлĕ, «Ырă сĕнÿсем» брошюрăллă пулчĕç.

Юлашкинчен пурте театр ĕçченĕсем лартакан «Теремок» тата «Компьютер шăшийĕ» спектакльпе киленчĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.