Archive - Çурла 2016 - Хыпар
август 17th
Сиплевре пуян опыт пухнă
ВĔРĔЛЕСРЕН СЫХЛАНĂР
Гастрит — хырăмлăхăн лăймака сийĕ шыçни. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула аталанать. Пахалăхсăр çимĕçсем те, хăш-пĕр эмел те, типĕлле, вăхăта уямасăр апатланни те, пĕр-пĕр çимĕçе аллерги пурри те, туртни те, хăватлă алкоголь те витĕм кӳреççĕ. Чир вĕрĕлесрен асăрханмалла. Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансене пулăшакан фиторецептсемпе паллаштаратпăр.
ЧĔРĔЛЛЕ ЛАЙĂХРАХ
ОРГАНИЗМ ШЫВ ЫЙТАТЬ
Организм шыв çитменнипе аптранăран тĕрлĕ чир аталанни тахçанпах паллă. Ăна шĕвекпе çителĕклĕ тивĕçтерсенех сывлăх лайăхланма пуçлать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнипе палăрса тăракан яппунсем сиплевре шывпа активлă усă кураççĕ. Унăн сиплĕ витĕмне Японири медицина ассоциацийĕ те çирĕплетсе панă. Яппунсен шыв терапийĕпе тĕплĕнрех паллаштарар-ха.
Шыв терапийĕпе çак тĕслĕхсенче сипленме пулать:
ВĂЙ КĔРТЕКЕН БАЛЬЗАМ
Сывлăха çирĕплетекен, вăй кĕртекен бальзамсене килтех хатĕрлеме пулать. Тĕрлĕ тĕслĕхре тĕрлĕ рецептпа усă кураççĕ.
Иммун тытăмĕ валли
Шĕвĕ 1 стакан пыла, 1 стакан лимон сĕткенне, 1 стакан кишĕр сĕткенне, юхтарнă хыççăн виçĕ сехет лартнă 1 стакан кăшман сĕткенне хутăштармалла. Холодильникре упрамалла.
Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев — хутăш пĕтиччен. Кăштах тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.
Вăй кĕртет
ТĔСНЕ КУРА СУЙЛАТПĂР
ЧАГА ТАТА АРПУС ÇĂВĔ
Паразитсемпе кăмпасем пурри — нумай чир сăлтавĕ. Кăкăр парĕн шыççи мастопати те çакна пулах аталанма пултарать. Çавăнпа тĕп тĕллев организма тасатасси пулмалла.
- Хĕрлĕ кăшмана вĕтĕ теркăпа хырмалла. Тăватă сий марльăпа кăкăр çине ыратакан тĕле хумалла, бинтпа çирĕплетмелле, ирхине илмелле.
Курс — сываличчен. Кăшман мăкăльсене лайăх çемçетет.
«Хыпар» 129 (27039) №. 17.08.2016
Чăваш ачисем Хура тинĕс хĕрринче те каннă
Çуллахи каникул вĕçлениччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Шкул ӳсĕмĕнчи хăшпĕр ача вĕренӳшĕн тунсăхлама та ĕлкĕрчĕ-тĕр. Пĕлӳ кунĕ çитессе кĕтсе чылайăшĕ шкула çӳреме хатĕр-хĕтĕр, çипуç, пушмак туянма та ĕлкĕрнĕ.
Правительствăра вара Чăваш Енре ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тапхăр кăçал мĕнле иртнин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе кăсăкланаççĕ. Лару-тăрăва эпир те тĕплĕнрех тишкертĕмĕр. Чăн та, республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев палăртнă хăшпĕр цифрăпа вулакансене паллаштарнăччĕ те ĕнтĕ.