ВĂЙ КĔРТЕКЕН БАЛЬЗАМ

Сывлăха çирĕплетекен, вăй кĕртекен бальзамсене килтех хатĕр­леме пулать. Тĕрлĕ тĕслĕхре тĕрлĕ рецептпа усă кураççĕ.

Иммун тытăмĕ валли

Шĕвĕ 1 стакан пыла, 1 стакан лимон сĕткенне, 1 стакан кишĕр сĕткенне, юхтарнă хыççăн виçĕ сехет лартнă 1 стакан кăшман сĕткенне хутăштармалла. Холодильникре упрамалла.

Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев — хутăш пĕтиччен. Кăштах тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

Вăй кĕртет

100-шер грамм чĕрĕ палан çырлипе кĕтмел /брусника/ çырлине, 300 грамм шăлан çырлине хутăштармалла, çумалла, кăштах типшĕнсен сĕткен тухиччен тӳмелле, 1 литр шурă эрехе ямалла.

Вĕтетнĕ типĕ сар çип ути /зверобой/, матрӳшке /душица/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, çăка чечекĕ 3-шер апат кашăкĕ хушмалла. 3 эрнерен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, 2,5 апат кашăкĕ пыл е кирек мĕнле варенин çăра сиропне ярса пăтратмалла.

Нервсене çирĕплетме

Вĕтетнĕ типĕ 7 апат кашăкĕ хăмла пучахне, 6 апат кашăкĕ кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, 6 апат кашăкĕ чĕре курăкне /пустырник/, 4,5 апат кашăкĕ эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, 1,5 апат кашăкĕ пĕтнĕке /мята перечная/, 1,5 апат кашăкĕ мелиссана хутăштармалла. Курăксен пуххине çур литр шурă эрехе ямалла, хупă савăтпа 3 эрне лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине марля витĕр пăчăртаса юхтармалла.

2,5 апат кашăкĕ сахăра çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче сироп хытиччен вĕретмелле. Маларах хатĕрленĕ шĕвеке хушмалла.

Шута илме! Эрехпе хатĕрленĕ бальзамсене ирхине тата каçхине чейе, кофĕне, минерал шывне 1-ер апат кашăкĕ хушса ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.