Ӳсен-тăран
ПӲРЕ ЧЕЙĔН ВИТĔМĔПЕ
Пÿре чирĕ гломерулонефрит аптратсан фитотерапи сиплĕ витĕм кÿрет. Пÿре чейĕ /почечный чай, ортосифон тычиночный/ питĕ усăллă. Ăна аптекăра туянма пулать.
Ӳсен-тaрана тĕрĕс витмелле
Çулсеренех ÿсен-тăрана хĕле хатĕрлемелли пирки калаçатпăр. Пурпĕрех «хăçан, мĕнле, мĕнпе витмелле?» ыйтусем чылай килеççĕ.
Малтанах çакна асăрхаттарса хăвармалла. Пахчара ăçта, мĕнле сортсем ÿснине ятарлă блокнота паллă тумалла. Çакă пахчаçăна хăш сортсем сивве тÿсĕмлĕ, лайăх хĕл каçнине, малашне вĕсене мĕнле пăхмаллине палăртма пулăшĕ. Çакна улма-çырла тĕмĕсемпе çеç мар, пĕр çул ÿсекен ÿсен-тăранпа та йăлана кĕртмелле. Блокнотра вăл е ку пахчаçимĕç тухăçлăхĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ пирки çырса хуни малашне хăвăра килĕшнĕ сорта суйлама пулăшĕ.
ХУРА ПĂРĂÇ ХĂВАТЛĂ
Бронхит, ÿпке шыççи. Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 10-шар чей кашăкĕ хура пăрăçпа калемпĕр вăррине, 1 апат кашăкĕ тăвара хутăштармалла. Вĕри шыв кăштах хушса пăтă пек пуличчен пăтратмалла. Каçхине çак хутăша кăкăр кăшкарне сĕрмелле, ăшă шарфпа чĕркенмелле. Кашни кун сываличченех çапла сипленмелле.
Цистит, шăнса пăсăлни. Типĕ иçĕмрен вăррисене кăларса илмелле те вĕсем вырăнне кашни иçĕм ăшне хура пăрăç пăрçине чикмелле. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах пĕрер-икшер иçĕм çăтмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Хаяр тымарĕ
Вăл сывлăхшăн сиплĕ витаминсемпе, аминойӳçексемпе треонин, лейзин, феланин, триптофан, метионин, эфир çăвĕсемпе пуян. Хаяр тымарĕнче марганец, тимĕр, кали, фосфор, магни тата ытти усăллă япала нумай.
Вăл юна шĕветет, апата лайăх ирĕлтерет, хырăмлăх сĕткенĕн ĕçне лайăхлатать, апатпа наркăмăшлансан пулăшать, иммунитета çирĕплетет.
Pages
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- следующая ›
- последняя »