Комментари хушас

2 Чÿк, 2016

ХУРА ПĂРĂÇ ХĂВАТЛĂ

Бронхит, ÿпке шыççи. Çăнăх пуличчен вĕтетнĕ 10-шар чей кашăкĕ хура пăрăçпа калемпĕр вăррине, 1 апат кашăкĕ тăвара хутăштармалла. Вĕри шыв кăштах хушса пăтă пек пуличчен пăтратмалла. Каçхине çак хутăша кăкăр кăшкарне сĕрмелле, ăшă шарфпа чĕркенмелле. Кашни кун сываличченех çапла сипленмелле.

Цистит, шăнса пăсăлни. Типĕ иçĕмрен вăррисене кăларса илмелле те вĕсем вырăнне кашни иçĕм ăшне хура пăрăç пăрçине чикмелле. Кунне 4 хут апатчен çур сехет маларах пĕрер-икшер иçĕм çăтмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пысăк температура, ангина, сунас. Хура пăрăçăн 50 грамм порошокне çур литр тип çăва ямалла, вăйсăр çулăм çинче пăтратсах тăрса çур сехет вĕретмелле.

Пăрăç çăвĕпе кунне пĕр-икĕ хут кăкăр кăшкарне, пыр, сăмса хăвăлĕсем тĕлне сăтăрмалла. Курс — сываличчен.

Пысăк температурăллă ОРВИ, грипп. Йÿçнĕ 1 стакан сĕте /турăха мар/ вĕтĕ вакланă 1 шăл ыхра тата 1 чей кашăкĕ хура пăрăç порошокĕ ярса пăтратмалла. Çĕрлене хирĕç пĕтĕмпех ĕçсе ямалла та çывăрма выртмалла. Курс — 5 кун.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.