Ӳсен-тăран

22 Çĕртме, 2016

ХУПАХ КĂНА ТЕÇÇĔ ТЕ...

Чылайăшĕ пахчине хупахран тăрăшсах тасатать. Çумкурăк ÿстерес килмест паллах. Çав вăхăтрах хупахăн сиплĕ енĕсем пирки те манас марччĕ.

Вăл япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, çăпанран хăтарать, çÿçе çирĕплетет. Унăн препарачĕсем тар, шăк хăвалакан, температурăна чакаракан, шыççа хирĕçле, вар хытнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Сиплевре çулçипе, тымарĕпе, вăррипе, сĕткенĕпе усă кураççĕ.

Апат ирĕлессине йĕркене кĕртме. Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 1 апат кашăкĕ çулçине 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 20 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла.

24 Нарăс, 2016

ТИНКĔЛЕ КУРĂКĔ - ХĂВАТЛĂ СИПЛЕВÇĔ

Халăх медицининче тинкĕле курăкĕн /тепĕр ячĕ - упа çырли, вырăсла - толокнянка/ çулçипе шăк хăвалама, бактерисене пĕтерме, дезинфекцилеме, хытарма, шыçнине ирттерме усă кураççĕ.

Вăрах нефрит

Пÿре шыççинчен /нефрит/ сипленме тинкĕле курăкĕн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине вĕренĕ сивĕ 2 стакан шыва ямалла. Сакăр сехет, çĕр каçа, лартмалла. Ирхине вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат хыççăн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 2 эрне.

Цистит чухне

19 Чÿк, 2015

Пÿртре пăрăç ÿстеретпĕр

Пÿлĕмре ÿстермелли пăрăç сорчĕ нумай. Ăна пăхма ансат, куçшăн та хитре. Унпа апат хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ, сипленеççĕ те. Пăрăçăн апатра усă курман тĕсĕсем те пур, вĕсене илемĕшĕн ÿстереççĕ. Пÿлĕмри пăрăçăн илемĕ - хутаççи. Вăл тĕрлĕ формăллă пулать: конус евĕрли, груша пекки, çăмартана, кавăна, патиссона аса илтерекеннисем. Хутаç пысăкăшĕ те тĕрлĕ - 3-7 см. Сарă, хĕрлĕ, фиолет, симĕс, хĕрхĕлтĕм - тĕсĕсем асамат кĕперĕннинчен те иртеççĕ. Пăрăç хутаççисем харăс пиçмеççĕ, пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пулса пынине пула пăрăç тĕмĕ яланах çимĕçлĕ те илĕртÿллĕ, капăр курăнать.

19 Çурла, 2015

ПЫЛ КУРĂКĔ ЮНА ШĔВЕТЕТ

*Экземăран, трофика язвинчен сипленме пыл курăкĕнчен /медуница/ шĕвек хатĕрлеççĕ. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Çак шĕвек герпеспа атопи дерматичĕ аптратсан та пулăшать.

*Пыл курăкĕн порошокне тÿрленмен сурана, трофика язвине сапса сипленеççĕ. Пыл курăкĕн çур литр шĕвекне хушнă ванна микроблă экзема, трофика язви чухне, ачасене тимре /золотуха/ тухсан сиплет.

15 Утă, 2015

КУРĂКСЕМ ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕÇÇĔ

Энтероколит пыршăлăхăн вăл е ку пайĕнче шыçнипе тата дистрофи улшăнăвĕсемпе палăрать. Сăлтавĕсен шутĕнче - хырăмлăх, ват çулĕсен, хырăм ай парĕн, пĕверĕн, çăвар ăшĕн чирĕсем, вар-хырăм органĕсене операци туни, дизентери тата пыршăлăхăн ытти инфекцине чăтса ирттерни, паразитсем, шăвĕрĕлчен пурри, бактерисене хирĕçле препаратсемпе сипленнĕ хыççăн дисбактериоз пуçланни, çителĕксĕр, тутлăхсăр апатланни.

Варвитти чухне

Pages