Комментари хушас

19 Çурла, 2015

ПЫЛ КУРĂКĔ ЮНА ШĔВЕТЕТ

*Экземăран, трофика язвинчен сипленме пыл курăкĕнчен /медуница/ шĕвек хатĕрлеççĕ. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Çак шĕвек герпеспа атопи дерматичĕ аптратсан та пулăшать.

*Пыл курăкĕн порошокне тÿрленмен сурана, трофика язвине сапса сипленеççĕ. Пыл курăкĕн çур литр шĕвекне хушнă ванна микроблă экзема, трофика язви чухне, ачасене тимре /золотуха/ тухсан сиплет.

*Пуç ÿчĕ себорейăллă экземăпа сиенленсен çÿçе пыл курăкĕн çăра шĕвекĕпе çăваççĕ. Сиплев курсĕ - 10-15 процедура. Кирлĕ пулсан 1-2 уйăх тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

*Пыл курăкĕ юна шĕветекен витĕмпе палăрса тăрать. 1 апат кашăкĕ пыл курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 3 эрне. Кăштах тăхтанă хыççăн тата çавăн чухлех сипленмелле. Сиплев курсĕсене кĕркунне тата çуркунне ирттермелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.