Пÿртре пăрăç ÿстеретпĕр
Пÿлĕмре ÿстермелли пăрăç сорчĕ нумай. Ăна пăхма ансат, куçшăн та хитре. Унпа апат хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ, сипленеççĕ те. Пăрăçăн апатра усă курман тĕсĕсем те пур, вĕсене илемĕшĕн ÿстереççĕ. Пÿлĕмри пăрăçăн илемĕ - хутаççи. Вăл тĕрлĕ формăллă пулать: конус евĕрли, груша пекки, çăмартана, кавăна, патиссона аса илтерекеннисем. Хутаç пысăкăшĕ те тĕрлĕ - 3-7 см. Сарă, хĕрлĕ, фиолет, симĕс, хĕрхĕлтĕм - тĕсĕсем асамат кĕперĕннинчен те иртеççĕ. Пăрăç хутаççисем харăс пиçмеççĕ, пĕрин хыççăн тепри çитĕнсе пулса пынине пула пăрăç тĕмĕ яланах çимĕçлĕ те илĕртÿллĕ, капăр курăнать.
Килте ÿстерекен пăрăçăн тăван çĕршывĕ - Америкăн тропик тăрăхĕ. Пÿлĕмре те ăна çавнашкал услови туса памалла. Тропик ÿсен-тăранĕ пулсан та пăрăçа пăхма ансат. Ăшă, нÿрĕк, хĕвел çути çителĕклĕ кирлĕ çеç. Çуллахи вăхăтра ирĕке илсе тухса лартма юрать.
Пăрăçа нарăс уйхĕн вĕçĕнче-пуш уйăхĕнче акмалла. Кун пек чухне унăн хутаçисем утă уйăхĕнче пиçме пуçлаççĕ те раштав вĕçленичченех çимĕç параççĕ. Хутаçран кăларнă пăрăç вăрри тÿрех акма юрăхлă. Вăрлăх шăтаслăхĕ - 2-3 çул. Тăпрана хатĕрлеме ансат - лайăх çĕрнĕ тислĕке çерем тăприпе çурмалла хутăштармалла, кăштах хăйăр хушмалла. Вăрлăха акиччен тăпрана дезинфекцилесен аван. Кивĕ противень çине сарса 90 градуса çити хĕртнĕ духовкăра 15 минут тытмалла, унтан илсессĕн сивĕтмелле, тĕпне вĕтĕ чул хунă куршака тултармалла, вăрлăха сайран акмалла. Шăтиччен куршаксене пленкăпа витсе тытмалла. 8-10 кунран вăрлăх шăтать, ăна çутă çĕре лартмалла, унсăрăн вăл вăрăмланса каять. Кăштах çирĕпленнĕ калчана уйрăмшар куршаксене куçарса лартмалла.
Пăрăç хунавран та аванах ĕрчет. Хуçса илнĕ турата шывра тымарланиччен тытмалла, унтан куршака лартмалла. Кунашкал хунав хăвăрт тĕмленет, çеçке çурса çимĕç пама пуçлать. Пăрăçа пăхма ансат тĕрĕмĕр. Вăл ытлашши нÿрĕке юратмасть: тымарсене çĕрĕк чирĕ ерме пултарать.
Çак ÿсен-тăрана тĕрлĕ техĕмлĕхсем валли усă кураççĕ.Типĕтсе, авăртса е чĕрĕлле - вăл апат тутине палăрмаллах лайăхлатать. Уйрăмах аш апачĕсем валли аван.
Куршакри пăрăç пÿлĕмри сывлăша тасатнине те палăртмалла. Унран хатĕрленĕ отвар-настойка шăнса пăсăлсан, ревматизм чирĕсем чухне витĕмлĕ. Пăрăçăн хутаççине апатра усă кураççĕ, çулçипе туни вара - наркăмăшлă. Килте пĕчĕк ачасем пулсан çак «чечекпе» асăрхануллă пулмалла. Ачасем хĕрлĕ пăрăç хутаççине, çырла пек курăннăран, çăвара хыпма пултараççĕ. Ăнсăртран çулçине е тунине чăмласан наркăмăшланнипе вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, ăш пăтранать. Ачана шыв ĕçтерсе хăстарма тăрăшмалла, активлă кăмрăк памалла.