Комментари хушас

15 Утă, 2015

КУРĂКСЕМ ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕÇÇĔ

Энтероколит пыршăлăхăн вăл е ку пайĕнче шыçнипе тата дистрофи улшăнăвĕсемпе палăрать. Сăлтавĕсен шутĕнче - хырăмлăх, ват çулĕсен, хырăм ай парĕн, пĕверĕн, çăвар ăшĕн чирĕсем, вар-хырăм органĕсене операци туни, дизентери тата пыршăлăхăн ытти инфекцине чăтса ирттерни, паразитсем, шăвĕрĕлчен пурри, бактерисене хирĕçле препаратсемпе сипленнĕ хыççăн дисбактериоз пуçланни, çителĕксĕр, тутлăхсăр апатланни.

Варвитти чухне

  • 3 пай эмел шур курăкĕн /шалфей лекарственный/ типĕ çулçине, 2-шер пай тÿрĕ шатра кĕпçин /лапчатка прямостоячая/ тымарне, сарă кушак урин /бессмертник песчаный/ чечекне, хура çырлана /черника/, 1 пай энĕç /тмин/ вăррине хутăштармалла.
  • Пĕр виçепе типĕтнĕ шăрттан курăкĕ /кровохлебка лекарственная/, çĕмĕрт, шурă çирĕк кăчки, пĕтнĕк /мята перечная/ çулçи, энĕçпе фенхель вăрри, пылак тымар /корень солодки/, чĕкре курăк /горец змеиный/, сар çип ути /зверобой продырявленный/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ илмелле.
  • 4 пай чĕкре курăкĕ тата 1 пай тÿрĕ шатра кĕпçин тымарĕ илмелле.

Хатĕрлемелли меслет: 2 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 20-30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.

Юнлă варвитти

  • 2 пай шатра курăкĕ /пастушья сумка/, 1-ер пай тÿрĕ шатра кĕпçин тымарĕпе шăрттан курăкĕн тымарĕ илмелле.
  • 4 пай шăнăр курăкĕн /подорожник большой/ типĕ çулçине, 2-шер пай чĕкре курăкне тата хур урин /лапчатка гусиная/ курăкне хутăштармалла.

Хатĕрлемелли меслет: 1 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15-30 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, стакан тулмалăх вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 7-10 кун.

Ыхрапа упа кĕпçи

Пыршăлăх атонийĕпе колит аптратсан пыршăлăхра çĕрнине, йÿçнине ирттерме ыхра настойкипе тата упа кĕпçин /дягиль/ тымарĕн шĕвекĕпе усă кураççĕ.

1 стакан вĕтетнĕ ыхрана 1 стакан спирта ямалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта 12 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15-20 минут маларах чĕрĕк стакан сĕте темиçе тумлам настойка ярса ĕçмелле.

Схеми çакăн пек: пĕр тумламран пуçламалла та кунсерен кашни ĕçмессерен пĕрер тумлам хушса пымалла, çапла 15 тумлама çитермелле. Унтан виçене çак йĕркепех чакарса пымалла. Настойка пĕтичченех сипленмелле.

Вăл организма ытлашши çуран, извĕçрен тасатать, япаласен ылмашăнăвне хăвăрт лайăхлатать. Çавна май юн тымарĕсен пиçĕлĕхĕ ÿсет, ку склерозран, стенокардирен, инфарктран, инсультран хÿтĕлет, пуç шавланине ирттерет, куç çивĕчлĕхне лайăхлататма пулăшать, организма çамрăклатать.

Упа кĕпçин тымарĕнчен эмел хатĕрлеме 3 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара вĕренĕ вĕри 200 миллилитр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, 30 минут пиçĕхтермелле.

Пÿлĕм температуринче сивĕтмелле. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Холодильникре 2 талăк упрама юрать.

Кунне 2-3 хут апат хыççăн 20 минутран çуршар стакан вĕрилле ĕçмелле. Хутлатнине ирттерет, аппетита уçать. Сиплев курсĕ - 7 кун.

Йÿçнине чакараççĕ

  • Пĕр виçепе шурă çирĕк кăчкине, юман хуппине, çĕмĕрт çырлине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 5 минут пĕçермелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвеке кун тăршшĕнче сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла.
  • Пĕр виçепе типĕ çĕмĕрт çырлине, хура çырлапа çулçине, эмел курăкĕн чечекне, энĕç вăррине хутăштармалла. Иртнĕ рецептри пекех хатĕрлемелле. Ирсерен выç хырăмла апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ытларах ĕçмелле.

Шĕвексене черетлеме юрать: икĕ кун - пĕрне, икĕ кун теприне ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2-3 уйăх.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.