Спаржа - çимелли ÿсен-тaран

23 Пуш, 2017

Спаржăна /аспарагус/ тахçантанпах пĕлетпĕр. Хăшĕ-пĕрин пахчинче çитĕнет те пулĕ вăл. Анчах ăна чылайăшĕ чечек çыххине илемлетмелли турачĕсемшĕн çитĕнтерет. Вĕтĕ-вĕтĕ, чĕлтĕрти туратсем хушсан чечек çыххи пушшех илемленет. Спаржан пахчаçимĕç пахалăхĕсемпе Шупашкарти Ботаника сачĕн техĕмлĕх тата сиплĕ курăксемпе ĕçлекен агрономĕ Алла ЖИДкова паллаштарать.

— Çак ÿсен-тăранăн çамрăк тунине апат валли усă кураççĕ тесессĕн хăшĕ-пĕри тĕлĕнет те: «Вăл ятарласа çимелли сорт пулинех», — тесе хурать.

Паллах, спаржа сорчĕ чылай. Хăшĕ-пĕри çуркунне питĕ йышлă туна кăларать. Шăпах çу уйăхĕн пуçламăшĕнче спаржа тунине кăларса çимелле те. Хĕл каçа этем организмĕ çухатнă витаминсемпе минерал унра питĕ нумай, чылай пахчаçимĕç унпа танлашаймасть.

Пуянлăхне кура спаржăна чĕре чирĕсемпе аптаракансене сĕнеççĕ. Пÿре, шăк хăмпи ĕçĕсем пăсăлсан сипленеççĕ. Çамрăк спаржа организмри веществосен ылмашăвне лайăхлатать, наркăмăшлă япаласене — шлака, токсинсене — кăларма пулăшать. Унра организма ватăлассинчен упракан чи вăйлă антиоксидант — глутатион — нумай.

Çак усăллă çимĕçе пахчара ÿстерме сĕнетпĕр. Ăна пăхма пачах та йывăр мар. Лартнă хыççăн техĕмлĕ туна 2-3 çултан çеç çимелĕх пулать. Анчах ĕç савăнăç кÿрĕ. Спаржа тунине çуркуннесерен 20-25 çул астивсе киленме май пулĕ.

Аспарагус, спаржа ĕнтĕ, сивве тÿсĕмĕлĕ, туна çулçăсем 1,5-2 метра яхăн çитĕнеççĕ. Хăйăрлă, çемçе тăпрана кăмăллать. Сивĕ тăрăхсенче çитĕнекен спаржа чи тутлине палăртаççĕ.

Вăрăран çитĕнтерес тесен ăна пуш уйăхĕн вĕçĕнче акмалла. Вăрлăха 2-3 сехет марганцовкăн шупка шывĕнче тытмалла та нÿрĕ пусма татăкĕпе чĕркесе ăшă çĕре хумалла, нÿрлетсех тăмалла. Кăшт сăмсалансанах вăрлăха тăпра тултарса хатĕрленĕ савăта 1,5-2 см тарăнăшне акмалла. 10 кунран тăпраран пĕчĕк «чăрăш» тухать. Çĕртме уйăхĕ тĕлне вăл 10-15 см çитĕнет. Ăна йăрана куçарса лартмалла. Малтанлăха унăн тымарĕ пĕчĕк, ытлашши тарăна лартмалла мар. Ытти пахчаçимĕçе пăхнă пекех шăвармалла, çумкурăкран тасатмалла, кĕркунне вăйлă шăнтиччен хупламалла. Тепĕр çуркунне вара спаржăна яланлăх вырăнне 30 см тарăнăшне лартмалла.

Виççĕмĕш çул аспарагус тунине тутанма пултаратăр. Ăна симĕс тата шурă туналлă çитĕнтерме пулать. Шурă туналли çемçерех, сĕтеклĕрех. Симĕссин кăштах йÿçеклĕхĕ пур, вăл усăллăрах, кирлĕ япаласемпе пуянрах. Симĕс е шурă туналлă тăвасси пахчаçăран килет. Пĕр лаптăкне хупламасăр, ирĕклĕн çитĕнтерсе пăхăр. Тепĕр лаптăкри спаржăн «пуçĕ» тухсанах çĕрпе купалăр, çиелтен тĕксĕм тĕслĕ сывлакан материалпа хуплама юрать. Ку меслетпе шурă туналлă спаржа пулĕ.

Туна 15-20 см ÿссен симĕссине çĕр çумĕпе, тăпрапа хупланисене йĕри тавра ирĕклетсе касмалла. Тухнă тунасене йăлтах хуçмалла мар. 30 процент хăвармалла. Йăлтах кассан вăл вилет. Пĕрремĕш çул 50% çеç татмалла. Тунана хуçнă хыççăн тымара çĕрпе хупламалла.

Аспарагус тăшманĕ сахал. Кăмпа чирĕпе аптрама пултарать. Туратсем хăйсем тĕллĕнех хуçăлса анни чир ернине пĕлтерет. Ăна «Фундазолпа» пĕрĕхмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.