Ӳсен-тaрана тĕрĕс витмелле

24 Чÿк, 2016

Çулсеренех ÿсен-тăрана хĕле хатĕрлемелли пирки калаçатпăр. Пурпĕрех «хăçан, мĕнле, мĕнпе витмелле?» ыйтусем чылай килеççĕ.

Малтанах çакна асăрхаттарса хăвармалла. Пахчара ăçта, мĕнле сортсем ÿснине ятарлă блокнота паллă тумалла. Çакă пахчаçăна хăш сортсем сивве тÿсĕмлĕ, лайăх хĕл каçнине, малашне вĕсене мĕнле пăхмаллине палăртма пулăшĕ. Çакна улма-çырла тĕмĕсемпе çеç мар, пĕр çул ÿсекен ÿсен-тăранпа та йăлана кĕртмелле. Блокнотра вăл е ку пахчаçимĕç тухăçлăхĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ пирки çырса хуни малашне хăвăра килĕшнĕ сорта суйлама пулăшĕ.

Ÿсен-тăрана хĕл каçма хатĕрлемелле: хăрнă туратсене касмалла, тăкăннă çулçăна пуçтармалла.

Хăçан витмелле? Сивĕ çанталăк çирĕплениччен /5-7 градус сивĕ/ ÿсен-тăрана витме кирлĕ мар, пăчăхать. Кăçал сивĕ чÿк уйăхĕнчех çирĕпленчĕ — ÿсен-тăрана витме юрать.

Мĕнпе витмелле? Чи кирли — витмелли япала типĕ, сывлăш яраканскер пулмалла. Хуçалăх лавккинчен туяннă лутрасил е спанбонд, е çулçă, хыр-чăрăш лăсси — хăвăра меллине, килĕшекеннине суйлăр. Çÿллĕ тĕмсене çулçăпа çеç витмешкĕн çăмăлах мар. Туяннă тĕртмен пусма — çÿллĕ тĕмсем валли, кипариссем валли те юрăхлă. Анчах кунашкал материал айĕнче хаçат пулсан аван. Чылай пахчаçă тĕртмен пусмапа витнĕ ÿсен-тăранăн пусмана лексе тăракан тĕлĕ сиенленнине калать.

Çÿллех мар тĕмсене картун курупкапа хуплама юрать. Курупка ăшĕнче сывлăш çителĕклĕ, вăл çуркуннехи хĕвел пĕçертесрен те хÿтĕлет.

Чи паха виткĕç — юр. Ачашрах ÿсен-тăран юрпа хуплантăр тесе тăрăшмалла. Анчах юр ирĕлсе пăрланса ларсан та аванах мар: пăчăхтарма пултарать. Кăпăшка çемçе юр ÿсен-тăраншăн ăшă кĕрĕк пекех.

Мĕнле ÿсен-тăрана витмелле? Барбариссен ачашрах сорчĕсем — Юлианна, самшитастăй. Кĕлчечекĕн тĕрлĕ сорчĕсем /парковый текеннисĕр пуçне/, гортензисем.

Сывă, вăйлă ÿсен-тăран хĕле сиенсĕр тÿссе ирттерет. Çулла лайăх пăхсан, вăхăтра апатлантарсан, шăварсан юратнă курăк-чечек хĕлле аптăрамĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.