ТĔСНЕ КУРА СУЙЛАТПĂР

17 Çурла, 2016

Тăмпа усă курса маска хуни юн юхăмне, япаласен ылмашăнăвне, ӳт сывлассине лайăхлатать. Çавна май организмăн хӳтлĕх хăвачĕ вăйланать, чир пуçаракан микроорганизмсем шала лекеймеççĕ. Кирек мĕн тĕслĕ тăм та шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать.

Тăма аптекăра туянсан лайăхрах. Хăçанччен юрăхлине пăхмалла тата усă курас умĕн инструкцине тимлĕ вуламалла. Тăма шывпа паста пек пуличчен хутăштармалла. Ăна тасатнă, нӳрлентернĕ пите е ытти тĕле сăтăрмасăр сĕрмелле. 5-15 минут тытмалла. Маска хупăланичченех хытмалла мар. Унтан ӳте ăшă шывпа лайăх çуса тасатмалла та нӳретмелле.

Кăвак тăм

Щит евĕрлĕ пар ĕçне йĕркене кĕртет, сыпăсемпе мышцăсем ыратнине ирттерет, самăрлăхран, ӳт туртăнса хĕрелнинчен, целлюлитран, пӳрлешкерен пулăшать. Ӳте лайăх апатлантарать, пиçĕлентерет, тар шăтăкĕсене пĕрет, клеткăсен ĕçне ырă витĕм кӳрет, кукшаланасран хӳтĕлет.

Ӳт çуллă, хутăш, йĕркеллĕ чухне усă курма юрать.

Сарă тăм

Ӳте кислородпа активлă тивĕçтерет, ăна наркăмăшсенчен тасатать, пуç ыратсан, мигрень чухне пулăшать.

Ватăлакан тата сывă мар ӳтшĕн усăллă.

Шурă тăм

Антисептик, микробсене хирĕçле витĕмлĕ. Ӳте хытнă сийсенчен тасатать, шуратать, туртăнтарать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, капиллярсене çирĕплетет. Ӳт айĕнчи клетчаткăна çĕнетме, тăртаннине ирттерме хутшăнать. Самăрлăхпа /целлюлит зонине маска хурсан/, кукшаланнипе кĕрешме пулăшать.

Çуллă, ачаш ӳтшĕн уйрăмах вырăнлă.

Симĕс тăм

Ӳте тарăннăн тасатма, çуллă себорейăран сипленме, çу парĕсен ĕçне йĕркене кĕртме, дезинфекцилеме, юн куçассине лайăхлатма кирлĕ питĕ паха хатĕр.

Çуллă тата чирлĕ ӳте сиплĕ витĕм кӳрет.

Хĕрлĕ тăм

Аллергие туртăм пур ӳтшĕн лайăх. Ӳт хĕрелнине, кĕçĕтнине ирттерет, аллерги шатрисенчен тасатать. Ӳт тонусне вăйлатать, капиллярсен пиçĕлĕхне лайăхлатать.

Ачаш ӳт валли усă курсан тĕрĕсрех.

Кĕрен тăм

Ӳт шыçсан, хĕрелсен, аллерги шатрисем тухсан усăллă. Якатакан, дезинфекцилекен, çамрăклатакан витĕм кӳрет.

Кирек мĕнле ӳтшĕн те юрăхлă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.