Лаптăка татах пысăклатасшăн

17 Çурла, 2016

Куславкка районĕнчи «Вега» АУОна Рената Будкова чылай çул ăнăçлă ертсе пычĕ. Унăн тилхепи 2014 çултанпа ывăлĕн Артур Ивановичăн аллинче.

— Икĕ çулта усă куракан çĕр лаптăкне 800-тен 1200 гектара çитертĕмĕр. Хăват çитет те, май пур чухне ăна татах пысăклатасшăн, — пĕлтерчĕ çамрăк ертӳçĕ. — Кăçал вăхăтра апатлантарнăран тата лайăх пăхнăран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем аван çитĕнчĕç. 200 гектар çинчи кĕрхи тулă вăтамран 27-шер центнер тухăç пачĕ.

«Вега» обществăна ЧР Ял хуçалăх министерствинче лайăх пĕлеççĕ. Унăн представителĕсемпе эпĕ кунта темиçе хут та пулнă.

— Акă камран тĕслĕх илмелле, — тенĕччĕ пĕррехинче министр. — Каччă йывăр ĕçрен пачах хăрамасть. Ял хуçалăх отраслĕ вĕсем пек хастар та пултаруллă специалистсене пула малалла аталанать те.

Артур Будков Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультечĕ хыççăн ял хуçалăх пĕлĕвĕ ятарласа илмен пулин те хресчен ĕçĕнчен ютшăнман. Пĕр шухăшласан, амăшне пулăшакан та кирлĕ. Тепĕр тесен, мĕнрен хăрамалла? Йĕкĕт студент çулĕсене ялта ирттернĕ. Усăсăр мар паллах. Трактор рулĕ умне ларнă вăл. Хурçă утпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Çĕр ĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхса çитĕннĕ. Кунта, паллах, Рената Дмитриевнăн витĕмĕ пысăк.

— Университетра илнĕ пĕлӳ мана производствăра пулашать, — тет пултаруллă çамрăк. — Эпĕ электрик, инженер ĕçĕсене аван пĕлетĕп. Анне — агроном. Вăл тăван хуçалăха пăрахса кайман-ха, производство енĕпе манăн заместитель. Эпир выльăх усрамастпăр. Пире зоотехник, ветеринар кирлĕ мар. Хуçалăха кал-кал аталантарма иксĕмĕрĕн пĕлӳ çителĕклĕ. Механизаторсем вара хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ. Вĕсене ăнлантарма, иккĕ калама кирлĕ мар.

А.Будков механизаторсене пурне те ырăпа асăнчĕ. Юрий Смирнов, Владислав Игнатьев, Николай Доманин комбайнерсемпе Евгений Терентьев, Вячеслав Машаров, Владимир Плотников водительсем — шанчăклă çынсем, хушнине яланах вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлаççĕ.

Уй-хир карапĕн штурвалне нумай çул тытакан Юрий Смирнова райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнче ырларĕç. Вăл — таврари чи ăста комбайнерсенчен пĕри. Ăна ахальтен мар «Палессе-850» шанса панă. Хăватлă техника ĕлĕкхи темиçе «Нивăна» улăштарать.

Рената Дмитриевна йĕтемрен татăлмасть. Уйран килекен тырра влагометрпа виçсе-тĕрĕслесех тăрать.

— Акă курăр: прибор 11,5% нӳрĕлĕх кăтартать, — тет. — «Тандем» сортлă çурхи тулă тухăçĕ пысăк. Ăна типĕтес çук. Склада тӳрех хыватпăр. Хамăртан ытлашшине килĕшӳ йĕркипе ЧР Апат-çимĕç фондне ăсататпăр.

Хуçалăхра тăпрана пуянлатма люцерна, горчица ӳстереççĕ. Вăррине çапса илсен культурăсене тăпра айне вырнаçтараççĕ. Çĕрсен паха удобрени пулать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

В.КУЗЬМИН сăнӳкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.