Archive - 13 Çурла, 2016 - Хыпар

13 Çурла, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 31 /953/ №. 13.08.2016

13 Çурла, 2016

Хамăртан ытларах ыйтасчĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн кăçалхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи номерĕ Иван Архипов юрăçăн «Халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упрамалла» статйипе уçăлать. «Пурнăçăм юрă-кĕвĕпе çыхăннăран чăваш эстрадин шăпи те шухăшлаттарать. Плагиат аталанчĕ. Хирĕçлетĕп, сивлетĕп çакна. Чăвашăн чăвашла юрă пулмалла.

13 Çурла, 2016

Укçа çитсе пыманни те сисĕнмест

2007 çулта федерацин амăшĕн капиталне пама пуçларĕç. Чи малтанах унăн виçи 250 пин тенкĕпе танлашатчĕ. Çулсерен çак укçана индексацилесе пычĕç. Халĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн 453 пин те 26 тенкĕ параççĕ.

Малтанах çак укçапа вĕреннĕшĕн тÿлеме, пурăнмалли условисене лайăхлатма, амăшĕн пенси укçине пысăклатма пулатчĕ. Нумайăшне çакă хваттер е çурт илмешкĕн усă курнă кредитран хăтăлма пулăшрĕ.

13 Çурла, 2016

Хăрама ирĕк çук

«Пушарнăй пулăттăм — вĕрентчĕр çеç», — Владимир Маяковскийĕн «Кам пулмалла?» сăввинчи йĕркесене евĕрлесен сумлă çак ĕçе суйлакансем шăпах çапла калĕччĕç. Çулăмпа кĕрешме хăраманнисенчен чылайăшне ача чухне çак шухăш, тен, чăннипех те канăç паман.

13 Çурла, 2016

"Вести Чувашии", (№ 31 (1499)) от 13 августа 2016 года

Указ Главы Чувашской Республики от 5 августа 2016 года, № 105 «Об утверждении Административного регламента предоставления Министерством природных ресурсов и экологии Чувашской Республики государственной услуги по организации и проведению аукционов по продаже права на заключение договоров купли-продажи лесн

13 Çурла, 2016

Кĕрхи çумăр

Пĕррехинче хам çуралса ÿснĕ района каймалла пулчĕ. Ĕçе пĕр кунтах вĕçлейменрен юлма тиврĕ. «Хăна çуртне кĕрем-ши, шăллăм патне яла каям-ши?» — шухăшласа утнă вăхăтра пĕрле ÿснĕ тантăшăма тĕл пултăм. Иксĕмĕр те хĕпĕртерĕмĕр Пĕр-пĕрне курса калаçманни чылай пулать. Мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерсен вăл тÿрех хăй патне чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

13 Çурла, 2016

Çăлтăрсем сÿнмеççĕ...

1968 çулта совет спортсменки Зинаида Воронина Олимп чемпионкин титулне тивĕçнĕ. 1980-мĕшĕнче вара ăна 101-мĕш километр хыçне ăсатнă. Эрех ĕçнĕшĕн. Шел те, спорт тĕнчинче çакăн йышши хурлăхлă истори çине-çинех тĕл пулать. Чи çÿллĕ шая хăпарнă спортсменсем чапа чăтаймаççĕ.

13 Çурла, 2016

Олимп тÿпинче çĕнĕ çăлтăр чăваш хĕрĕн ячĕпе çуталчĕ

Бразилири Рио-де-Жа­нейрора иртекен Олимп вăййисен помосчĕ çине çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче спорт гимнасткисем тухрĕç. Ушкăн вăйĕпе вĕсем кĕмĕл медале çĕнсе илме пултарчĕç. Çĕршыв чысне пĕрлештернĕ команда йышĕнче Алия Мустафинăпа, Ангелина Мельниковăпа, Мария Пасекăпа тата Седа Тутхалянпа пĕрлех пирĕн ентеш — Çĕнĕ Шупашкарта çаралса ÿснĕ, халĕ пултарулăхне Мускаври «Самбо-70» спорт шкулĕнче туптакан Дарья Спиридонова — хÿтĕлерĕ.

Pages