Олимп тÿпинче çĕнĕ çăлтăр чăваш хĕрĕн ячĕпе çуталчĕ

Бразилири Рио-де-Жа­нейрора иртекен Олимп вăййисен помосчĕ çине çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче спорт гимнасткисем тухрĕç. Ушкăн вăйĕпе вĕсем кĕмĕл медале çĕнсе илме пултарчĕç. Çĕршыв чысне пĕрлештернĕ команда йышĕнче Алия Мустафинăпа, Ангелина Мельниковăпа, Мария Пасекăпа тата Седа Тутхалянпа пĕрлех пирĕн ентеш — Çĕнĕ Шупашкарта çаралса ÿснĕ, халĕ пултарулăхне Мускаври «Самбо-70» спорт шкулĕнче туптакан Дарья Спиридонова — хÿтĕлерĕ.

Хавхаланăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пытарман, вăл Даша патне пĕр тăхтаса тăмасăр салам телеграмми вĕçтернĕ.

— Спорт гимнастикин Раç­çей пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентеш пурришĕн, çирĕп конкурентсемпе тупăшса кĕмĕл медале илме пултарнишĕн чăннипех мăнаçланатпăр. Спортра çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем сирĕн малашне татах та нумай пуласса шансах тăратпăр, — палăртнă Михаил Васильевич.

Дашăшăн эпир те тăванĕсемпе пĕрле чунран савăнатпăр. Чăваш ывăл-хĕрĕ маттурине черетлĕ хутчен çирĕплетме яланах кăмăллă. Сăмах май, Улатăрти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ Евгения Шелгунова вара резерври ушкăнра пулнă. Çакна та палăртмалла: пĕр кун маларах Олимп помосчĕ çине спорт гимнастикин яшĕсем тухрĕç.

Вĕсем те «кĕмĕлпе» савăнтарчĕç. Кунта та резерв ушкăнра пирĕн ентеш — ăсталăхне республикăри Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕнче туптакан Владислав Поляшов — пур. Шел те, «саппасри» спортсменсене çĕнĕ йĕрке тăрăх медаль тивĕçмест. Çавах та вĕсем Олимпиадăна çитни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вĕсем те «кĕмĕлпе» савăнтарчĕç. Кунта та резерв ушкăнра пирĕн ентеш — ăсталăхне республикăри Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕнче туптакан Владислав Поляшов — пур. Шел те, «саппасри» спортсменсене çĕнĕ йĕрке тăрăх медаль тивĕçмест. Çавах та вĕсем Олимпиадăна çитни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

— Резервра пулма йывăррине хам пĕлетĕп. Ку йышпа эпĕ те Олимпиадăра пулса курнă. Пĕрмай пăлханма тивет: кăларĕç-и е çук-и? Çав вăхăтрах хăть те хăш самантра тухма хатĕр тăмалла. Владислав Поляшов пĕрлештернĕ команда йышне ахальтен лекмен. Çакă капашсăр пысăк ĕç кăтартăвĕ. Олимпиадăна лекме çăмăл мар. Пирĕн воспитанниксем унăн тутине астивме пултарнишĕн савăнатăп. Халĕ вĕсем тата та тăрăшуллăрах, хастартарах пуласса шанатпăр, — тенĕ Олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ Анатолий Васильев.

РФ спорт министрĕ Виталий Мутко вара хĕрсен çитĕнĕвне çапла хакланă:

— Спорт гимнастикинчи хĕрсен медалĕ — кĕтменлĕх мар. Çакă спортсменсем хатĕрленекен регионсен, центрсен çирĕп те тĕплĕ ĕçĕ. Медаль — кăтарту. Гимнастикăри хĕрарăмсемпе арçынсен «кĕмĕлĕсем» малашлăха çирĕп пăхма шанăç кÿреççĕ. Тăватă çултан пирĕн хĕрсем Америка çав спортсменкисемпех «ылтăншăн» кĕрешме те пултарĕç.

Пĕрре чĕннĕ, тепре...

Çитĕнÿпе саламлама, хĕрĕ çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме Даша амăшĕпе Ольга Андреевнăпа çыхăнтăмăр.

— Еплерех савăннине каласа кăтартма сăмах та çитес çук. Халĕ кăштах лăплантăм пек. Ăмăрту каçхине калаçма та мантăм пулĕ тенĕччĕ. Мĕн чухлĕ пăлхану, пăшăрхану! Олимпиада Европа е Тĕнче чемпионачĕ çеç мар-çке. Даша медале тивĕçни мĕн чухлĕ ĕç кăтартăвĕ! Унсăр пуçне пăлханмалли самантсем те нумай пулчĕç. Допинг историйĕсене пула сахал пăшăрхантăмăр-и? Бразилие пĕрремĕш каякан спортсменсем Олимпиадăна хутшăнма ирĕк панине пĕлмесĕрех вĕçрĕç. Пирĕн хĕр те вĕсен йышĕнчехчĕ. Тавах, вĕсем çĕр çине аннă тĕле ырă хыпар та çитрĕ — ирĕк пур, — амăшĕ сассинче пăлхану халĕ те иртменни сисĕнчĕ.

  РФ спорт министрĕ Виталий МУТКО: «Спорт гимнастикинчи хĕрсен медалĕ — кĕтменлĕх мар. Çакă с портсменсем хатĕрленекен регионсен, центрсен çирĕп те тĕплĕ ĕçĕ. Медаль — кăтарту. Гимнастикăри хĕрарăмсемпе арçынсен «кĕмĕлĕсем» малашлăха çирĕп пăхма шанăç кÿреççĕ. Тăватă çултан пирĕн хĕрсем Америка çав спортсменкисемпех «ылтăншăн» кĕрешме те пултарĕç».

Хĕрсем помост çине тухнине ытти пин-пин çынпа пĕрле Ольга Андреевна та сăнанă, кашни хусканăва тимленĕ. Анчах кашта çине Даша хăпарсан вăл телевизор умĕнчен пăрăннă, хумханăвĕ хĕрне куçасран хăранă. Ывăлĕ Саша: «Анне, пĕтĕмпех йĕркеллĕ!» — тесен çеç каялла таврăннă.

— Даша хутшăнакан ăмăртусене тÿрĕ эфирта пур чухне те пăхмастăп. Чĕре епле хушать: хушăран телевизора сÿнтеретĕп, тепĕр чухне пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех куç илми сăнатăп, — тет амăшĕ.

Даша спортпа 7 çулта туслашнă. Спорт шкулĕн тренерĕсем ача сачĕсем тăрăх çÿренĕ, пултаруллă пепкесене шыранă. Йăрă хĕр пĕрчи Людмила Семенова куçĕ тĕлне пулнă. Пĕрре чĕннĕ ăна, тепре...

— Каллех спорт шкулĕнчен пынине, татах пырса пăхма сĕннине каласан та тÿрех килĕшесшĕн пулмарăм-ха. Унта çÿреме вăхăт кирлĕ-çке. Ĕçрен таврăнсан çемьене апат та пĕçерсе çитермелле, ачасене шкула таса яма тумтирне те çумалла, кил-çуртра та тирпейлемелли тупăнсах тăрать. Унсăр пуçне ывăлăма та куçран вĕçермелле мар. Пысăкланнă пулин те асăрхануллă пулмалла-çке — ÿсĕмĕ çапла, кăткăс тапхăр шутланать. Урок тунине те тĕрĕслемелле. Апла пулин те кайрăмăрах. Хĕрĕме те, хама та килĕшрĕ. Çапла тренировкăсене çÿреме пуçларăмăр. Киле таврăнса ĕçсене вĕçленĕ тĕле тепĕр чухне çурçĕр те çитетчĕ.

Даша та тăрăшма тытăнчĕ. Пĕр тренировкăна та сиктермен вăл. Чирлеместчĕ те. Пĕррехинче çеç хырăмĕ ыратнипе асапланчĕ. «Пĕрреллĕхе килте юл эппин», — тесен те пурпĕр кайрĕ.

Паллах, вăл еплерех ывăнса таврăннине курсан хĕрĕме шеллес те килетчĕ. Анчах çакна ытлашши палăртмастăм. Ачашланасран хăраттăм. Пушшех те çитĕнÿ тăвас тесен çине тăрса ĕçлемеллине хăй те туятчĕ. «Ывăнтăм», — тенине пĕрре те илтмен.

  ЧР Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ: «Спорт гимнастикин Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕнче п ирĕн ентеш пурришĕн, çирĕп конкурентсемпе тупăшса кĕмĕл медале илме пултарнишĕн чăннипех мăнаçланатпăр. Спортра çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем сирĕн малашне татах та нумай пуласса шансах тăратпăр».

Даша ачаранах çав тери йăрă иккенне та палăртса хăвармалла-тăр. Урама тухсан самантлăха та куçран вĕçертме юрамастчĕ. Çаврăнатăн çеç — вăл йывăç çине хăпарма та ĕлкĕрнĕ. Çÿлех улăхатчĕ, ун хыççăн хăпарма тиветчĕ. Кÿршĕсем те йăрăлăхĕнчен тĕлĕнетчĕç. Пĕр мучи ялан: «Аякка каять, Олимп чемпионĕ пулатех,» — тетчĕ. «Ан калаçăр-ха», — хирĕçлеттĕм ăна.

Хĕрĕм халĕ чăннипех те — Олимпиадăра. Унта лекни те мĕн тери телей! — кăмăлне уçрĕ Ольга Андреевна.

Спиридоновсем çемйипех спортпа туслă тесен те йăнăш пулас çук. Амăшĕ шкулта вĕреннĕ чухне тата студент çулĕсенче çăмăл атлетикăпа туслă пулнă, тĕрлĕ ăмăртăва çÿренĕ. Кил хуçи Сергей Александрович ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ. Ывăлĕ Саша футбол вăййине кăмăллать.

Ашкăнчăк та, тăрăшуллă та

Дарья Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕ Наталья Ильичева патне лекнĕ. 7 çул пĕрле ĕçленĕ вĕсем. Наталья Николаевнăпа та çыхăнма май килчĕ.

— Ашкăнчăклăхĕ те, çирĕплĕхĕ те пурччĕ. Итлетчĕ. «Çук», — тесе курман. Тренировкăсене урока кайиччен ирхине те, шкул хыççăн каçхине те ирттереттĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупрăмăр, халĕ çемьесемпе туслă пурăнатпăр. 2009 çулта Даша Раççейĕн çамрăксен пĕрлештернĕ ушкăнне лекме пултарчĕ. 2011 çулта манăн спортпа çемье хушшинче суйлама тиврĕ, эпĕ иккĕмĕшне суйларăм, иккĕмĕш ача çуратрăм. Даша Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе Татьяна Фомкина патĕнче хатĕрленме пуçларĕ.

Питĕ нумай ĕçлеттĕмĕр. Халĕ те ачасем çÿреççĕ ман пата, анчах Даша тата нумайрах хатĕрленетчĕ, вăхăт ытларах уйăратчĕ. Тренировкăна килменни пулман та. Даша медаль çĕнсе илни спорт гимнастикишĕн çеç мар, республикăшăн пĕтĕмĕшле хаклă. Пĕр медалĕн хакĕ те темиçене тăрать, ара, çăмăл атлетсене Олимпиадăна хутшăнма ирĕк памарĕç-çке, — палăртрĕ Наталья Ильичева.

«Йĕместĕп. Йывăр чухне те — кулатăп»

Дашăн гимнастика юратнă хатĕрĕ — кашта. Çамрăксен йышĕнчен аслисен командине Дарья 15-ре чухне, 2014 çулта, лекнĕ. Çав çулах шăпах кашта çинче Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче виççĕмĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕр Европа тата тĕнче чемпионки пулса тăнă.

Интернетра хĕр халĕ хатĕрленекен «Самбо-70» спорт шкулĕн ĕçченĕсем Дашăран пĕр-икĕ уйăх каялла илнĕ интервьюпа паллашма тÿр килчĕ. Унта вăл Алия Мустафинăпа Светлана Хоркина унăн кумирсем иккенне палăртнă. Сăмах май, «Чемпионы: быстрее, выше, сильнее» фильмра Светлана Хоркина сăнарне калăплакан Кристина Асмус вырăнне хăш-пĕр эпизодра шăпах Даша ÿкерĕннĕ.

Çав калаçурах вăл пушă вăхăтра лавккара çÿреме, кинона кайма, сегвейпа ярăнма, аэропăрăхра вĕçме кăмăлланине пытарман. Унра темле экстремаллăх тапса тăнине палăртнă. Парашютпа сикме ĕмĕтленнине каланă. Унран та малтан — Олимпиадăна лекме ăнтăлнине пытарман. «Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ» тесе ахальтен каламаççĕ çав.

«Пĕтĕмпех пăрахас кăмăл пулнă-и?» ыйтăва вара çапла хуравланă: «Пулкалать, уйрăмах нимĕн ăнăçман чухне, анчах ку туйăм часах иртет. Вара эпĕ тренировкăна хавас кăмăлпа утатăп. Йĕместĕп. Кăмăлăм питĕ япăх чухне те йăл кулатăп».

Çурла 14-мĕшĕнче Олимп помосчĕ çине Дарья тепĕр хутчен тухĕ, кашта çинче пултарулăхне тĕнче умĕнче кăтартма 8 финалист йышĕнче тивĕçнĕ вăл. Ку та — çитĕнÿ. Эпир вара Дашăна пъедесталăн чи çÿллĕ картлашкине йышăнма ăнăçу сунатпăр.

Татьяна НАУМОВА.

Татьяна НАУМОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.