Хăмла

7 Пуш, 2017

Хăмла çитĕнтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ, е «Лав» хăçан хускалĕ?

РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ "çавра сĕтелре" Чăваш Енре çĕрулмипе хăмла Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ культурăсем шутланнине, республика ăна çитĕнтермесен çĕршыв "симĕс ылтăнсăр" юлма пултарасса палăртрĕ.

28 Юпа, 2016

«Симĕс ылтăн» вăй илет

Чăваш Енре хăмла производствине чĕртсе тăратасси пирки юлашки вăхăтра час-часах калаçма пуçлани савăнтарать. Хăй вăхăтĕнче республика «симĕс ылтăн» ытларах туса илессишĕн тăрăшса ĕçленĕ. Ку енĕпе ятарлă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ те пулнă. Шел, хупăнчĕ вăл. Çак учреждени ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартсан аванччĕ.

О.ПЕТРОВ.

Канаш районĕ.

25 Юпа, 2016

Чăваш хăмлин чапĕ таврăнатех

РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран çитĕнтерекен, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департаментăн директорĕ Петр Чекмарев, Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿре вырнаçнă «Чăвашхăмлапро

28 Кăрлач, 2016

Хăмла пахчи

Чăваш Республикин гербĕ çинче те сăнарланнă хăмла. Эппин, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ÿсен-тăран. Раççей республикăмăра хăмла çитĕнĕвĕпе пĕлетчĕ. Республикăра хăмла туса илессине лайăх йĕркеленĕччĕ, вăл тупăшлă культурăччĕ. Унпа чăннипех те ытти халăхсен умĕнче мăнаçланма пултараттăмăр.

Pages