Комментари хушас

7 Пуш, 2017

Хăмла çитĕнтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ, е «Лав» хăçан хускалĕ?

РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ "çавра сĕтелре" Чăваш Енре çĕрулмипе хăмла Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ культурăсем шутланнине, республика ăна çитĕнтермесен çĕршыв "симĕс ылтăнсăр" юлма пултарасса палăртрĕ.

Петр Александрович "иккĕмĕш çăкăр" çинчен çав кун Шупашкарта çĕрулми уявĕ иртнĕрен аса илчĕ пулас. Малалла калаçу йăлтах хăмла пирки пычĕ. 2016 çулта ăна тĕнчере 53011 гектар çинче 93855 тонна туса илнĕ. Германипе АПШ тÿпи уйрăмах пысăк — 18932 тата 20200 гектар, 36700 тата 36900 тонна. Раççей вара 350 тонна çеç пухса кĕртнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ларăва уçнă май республика Раççейре "симĕс ылтăн" туса илекен тĕп регион шутланнине, çĕршыври пĕтĕм хăмлан 90 ытла процентне пухса кĕртнине пĕлтерчĕ. Ыттине Мари Республикипе Алтай тăрăхĕ çитĕнтереççĕ.

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр.º

Чи лайăх услови вара пирĕн хутлăхра. Кунти çут çанталăк та пирĕншĕн ĕçлет. Ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче тарăн пĕлÿллĕ, пысăк опытлă специалистсем вăй хураççĕ, хăмлан 200 ытла сортне сăнаççĕ. Кунашкал аслă шкул Раççейĕпе те — пĕртен-пĕрре. Институт кăларнă 12 сорта селекци çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне кĕртнĕ. Республикăра пĕлтĕр хăмла пахчине 27,5 га пысăклатнă, "Чăвашхăмлапром" АУО гранула хатĕрлекен завод хута янă. Çĕршыври сăра завочĕсене вăл 9-10 пин тонна кирлĕ, хальлĕхе вĕсене хамăрăн чĕртаварпа 2% çеç тивĕçтеретпĕр. Ыттине пысăк укçалла чикĕ леш енчен туянаççĕ. П.Чекмарев ларăва пухăннисене çитес çулсенче унчченхи плантацисене йĕркене кĕртме, çĕнĕрен хывма чĕнсе каларĕ. Патшалăх субсидипе пулăшасса, нумай çуллăха инвестици кредичĕ илме май пуррине систерчĕ.

Техника та, сушилка та хамăрăн пулмалла

Хăмла ĕçĕ производство калăпăшĕпе пĕчĕк, çав вăхăтрах ытти отрасльпе танлаштарсан ăна çитĕнтересси халăх традицийĕпе, ĕç опычĕпе уйрăлса тăрать. Ÿстерме, хатĕрлеме кирлĕ пурлăхпа ĕç тăкакĕ пысăк, кăткăс та хаклă тăракан сооруженисĕр нимĕн те тăваймăн. 1 кг хăмла туса илме каякан укçа 100 кг тĕштырă е йĕтĕн, 25 кг сахăр кăшманĕ е 10 кг выльăх кăшманĕ çитĕнтерме тăкакланаканнипе танлашать. Кашни гектаршăн пĕр млн тенкĕ кăларса хумалла. Чи хакли — авăр калчине лартмалли вырăна суйласа илсе хатĕрлесси.

"Çавра сĕтелре" Раççейри хăмла ăстисен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Горланов отрасль умĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕ, урăх çĕршывсен опычĕпе паллаштарчĕ. Андрей Фадеев директор Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн юлашки вăхăтри ĕçĕсем, Вăрмар районĕнчи "АгроРесурсы" АУО коммерци директорĕ Юлия Кисенко, Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоз председателĕ Валерий Герасимов хăмла производствин калăпăшне пысăклатмалли майсем çинче чарăнса тăчĕç. Европăри çĕршывсемпе танлаштарсан пирĕн "симĕс ылтăн" нумай хут тасарах шутланать. Плантацисене çу каçипе сăтăрçăсемпе, чир-чĕрпе кĕрешсе хими препарачĕ пĕр е икĕ хут сапни те çителĕклĕ пире. Германире, сăмахран, унпа пилĕк-ултă, хăшĕсем вунна яхăн усă кураççĕ. Татнă хыççăн типĕтме — солярка, Чăваш Енре çут çанталăк газĕ çунтараççĕ. Халĕ хăвăрах шухăшласа пăхăр: Германире е пирĕн патра туса кăларнă сăран сиенĕ пысăкрах-и? Кирлех-ши пире Раççей тулашĕнчен хăмла туянма? Петр Чекмарев ăнсăртран мар çак отрасле çине тăрсах пирĕн республикăра "симĕс çутă" пама тăрăшать. Малтанхи çулсенче тăкакĕ самаях пулин те — темиçе çулран вăл саплашăнать, тупăш пама тытăнать.

Хăй вăхăтĕнче республикăра хăмла татакан комбайн кăларма хăтланса пăхнă. Техникăна хамăр патрах туса кăлармалла терĕç. Ăна чи малтан туянас шухăшлисем те тупăнчĕç.

— Тĕнчери техника каталогне кĕрсе чи лайăххисемпе паллашса суйласа илмелле, — сĕнчĕ Петр Александрович. — Комбайнпа пĕрле сушилка та пулмалла. План е çул картти тумалла. Чăвашра хăмла отраслĕ çĕнĕ тĕспе таврăнтăр тесе çынсен чун-чĕринче ĕненÿ çуратмалла. Кăçал çуркуннех хунавсем лартма тытăнмалла.

Мускав хăнисем пĕлтĕр тата виçĕмçул республикăра темиçе хут та пулчĕç, хăмла туса илекенсене хавхалантарчĕç. Çавах пăр тапранаймарĕ-ха. Кăçалтан лав хускаласса шанас килет. Проектсемпе килĕшÿллĕн РФ Правительстви вăхăтра пулăшсан — ĕç тухмаллах.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.