Комментари хушас

28 Юпа, 2016

«Симĕс ылтăн» вăй илет

Чăваш Енре хăмла производствине чĕртсе тăратасси пирки юлашки вăхăтра час-часах калаçма пуçлани савăнтарать. Хăй вăхăтĕнче республика «симĕс ылтăн» ытларах туса илессишĕн тăрăшса ĕçленĕ. Ку енĕпе ятарлă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ те пулнă. Шел, хупăнчĕ вăл. Çак учреждени ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартсан аванччĕ.

О.ПЕТРОВ.

Канаш районĕ.

Пĕтĕм Раççейри хăмла ĕçĕн ăслăлăх-тĕпчев тата проект-технологи институчĕ — хăмла отраслĕн патшалăх ăслăлăх учрежденийĕ. Вăл 1990 çулта Çĕрпÿ хулинче республикăн хăмла ĕçĕн ăслăлăх-тĕпчев станцийĕн никĕсĕ çинче уçăлнă. 2010 çулта хупăннă.

Учреждени ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ шутне хăмлан пысăк пахалăхлă сорчĕсене туса кăларасси, хуçалăхсене пысăк тухăçлă калчапа тивĕçтересси, тухăçа ÿстермелли çĕнĕ агротехника мелĕсене тупса палăртасси, ÿсентăрана сăтăрçăсемпе чирсенчен сыхламалли ăнăçлă меслетсем шухăшласа кăларасси, отрасль предприятийĕсен экономика çыхăнăвне йĕркелесси кĕнĕ.

Ăслăлăх ĕçне тăватă пайра /селекци, питомник ĕçĕ-хĕлĕ, агротехнологи, механизаци/ тата биохими лабораторийĕнче пурнăçланă. Институт тытăмне тăватă сăнавпа производство хуçалăхĕ тата «Цивильскхмельмаш» сăнав-опыт завочĕ кĕнĕ. Учрежденире хăмлан çĕнĕ çичĕ сортне туса кăларнă, виççĕшĕ /Цивильский, Дружный тата Михайловский/ Патшалăх селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕнĕ, вĕсене Раççейри хăмла туса илекен мĕнпур регионта ÿстерме сĕннĕ. Хуçалăх гектартан 15,7-18,8 центнер хăмла илнĕ. Çулсерен 40000 тĕп /Подвязный, Крылатский, Сумерь сортсене/ лартса ÿстернĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.