Чăваш хăмлин чапĕ таврăнатех

РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран çитĕнтерекен, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департаментăн директорĕ Петр Чекмарев, Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿре вырнаçнă «Чăвашхăмлапром» АУОра хăмла тирпейлекен пысăк тухăçлă çĕнĕ линие хута яма, «Раççей Федерацийĕнче хăмла туса илес аталану тăрăмĕ тата малашлăхĕ» темăпа Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлăва хутшăнчĕç.

Чăваш Енре «симĕс ылтăн» отрасльне чĕртсе тăратас ыйту ăнсăртран çуралман. Çĕршыври сăра завочĕсене чĕртавар çитми пулнă. Пĕлтĕр тĕнчере хăмла калăпăшĕ чакнăран çакă уйрăмах сисĕннĕ. Кăçал АПШ, Германи плантацие самаях пысăклатнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — пирĕн республика çĕршыври сăра хатĕрлекен предприятисене халĕ хăмлапа 3% чухлĕ çеç тивĕçтерет, ыттине чикĕ леш енчен вунă млрд тенкĕлĕх туянать. Мĕншĕн-ха çавăн чухлĕ нухрата Раççейре хăварса унпа халăх пурнăçне лайăхлатма усă курас мар? Петр Чекмарев вăхăт çитсен çĕршыв ют çĕршывсенчен хăмла туянма чарăнасси çинчен систерчĕ. Апла пулсан ăна хамăрăн çителĕклĕ çитĕнтерме тытăнмалла. Чăвашсем иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле çĕршыва «симĕс ылтăнпа» 80-90% таранах тивĕçтернине манман-ха Раççей ял хуçалăх министерствинче вăй хуракансем. Вĕсем пире паян та çĕршывра хăмла туса илекен тĕп центр пулма тивĕçлине палăртаççĕ. Кÿршĕллĕ республикăсем те — Мари Эл, Мордва — çак культурăна çитĕнтересшĕн. Мари Эл унччен ăна пысăках мар лаптăкра туса илнĕ. Мордвара сăра завочĕ нумай. П.Чекмарев Марирен килнĕ представителе йĕкĕлтевлĕн: «Хăмла çитĕнтерессипе Чăваш Ене хăваласа çитĕр», — терĕ те, лешĕ нимĕнех те чĕнеймерĕ. «Регионсен ытти ĕç те пайтах, çак тивĕçе хăвăрах пурнăçлăр», — сĕнчĕ Петр Александрович республикăра хăмла çитĕнтерекенсене. Шел те, унпа халĕ 4 районти 5 хуçалăх çеç ĕçлет.

Вун-вун çул каялла “симĕс ылтăна” кашни колхоз тенĕ пекех ÿстернĕ. Хальхи пек хăватлă комбайнсем пулмасан та ăна алăпах вăхăтра пухса кĕртнĕ. Тирпейлекен промышленноç пулманран вырăнтах типĕтсе пысăк михĕсене тултарнă. Вăл вара нÿрĕ çанталăкра пахалăхне çухатнă. Ăна упрама пысăк лаптăк кирлĕ пулнă. Сăра завочĕн хуçисене çакă тивĕçтермен. Хамăрăн чĕртавара тиркесе чикĕ леш енчен туянма тытăннă. Укçашăн çунса вĕсем патриотлăх туйăмне вуçех çухатнă. Çакăн çинчен те аса илчĕç хăмла отрасльне чĕртессишĕн хĕмленсе çĕршыв шайĕнчи тĕлпулăва пухăннисем.

— Проекта ĕçе кĕртме вунăçул хатĕрлентĕмĕр. Оборудование ĕçлеттерсе ярасса нумайăшĕ ĕненместчĕ. Паян вара “Чăвашхăмлапром” общество историйĕнче çĕнĕ страница çырăнчĕ — хăмла пучаххинчен гранула туса кăларакан тĕнче шайĕнчи пысăк тухăçлă производство хута кайрĕ. Çĕршывра тинех хăмла тирпейлекен завод пур, — паллаштарчĕ АУО гендиректорĕ Нина Горланова.

Раççейри Хăмлаçăсен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Горланов отрасль тата общество историйĕпе паллаштарчĕ. “Симĕс ылтăна” республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çине тăрсах ĕрчетме тытăннă. Вăрмансенче йывăç тăрăх явăнса ÿснĕскер килти пахчасене куçнă. Каярах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем ун валли ятарлă лаптăк уйăрса плантацисенче ÿстернĕ. 1936 çулта ăна йышăнакан пункт уçнă. Пурăна-киле унăн ячĕ улшăнса-çĕнелсе пынă, “Чăвашхăмлапром” ятлă пулса тăнă. Кăçал вăл 80 çул тултарчĕ. Кунта 1984 çулта сехетре 800 килограмм хатĕр продукци туса кăларакан лини вырнаçтарнă. Вăл пĕлтĕр 160 тонна тирпейленĕ. Оборудованисене — киввине те, çĕннине те — Германирен кÿрсе килнĕ. Çĕнни çĕнниех — тухăçĕ 2 хут пысăк, пĕтĕм ĕçе авто-матсем пурнăçлаççĕ. Продукт пахалăхĕ самаях пысăк. Сăра завочĕсен ăна тиркеме нимĕнле сăлтав та çук.

Завода хута яма Мускаври сумлă хăнасемпе пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Çĕрпÿ районĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, çĕршыври сăра вĕретекен компанисен ертÿçисем, Чăваш Енпе Мари Элри хăмла ăстисем, отрасль ветеранĕсем хутшăнчĕç. Петр Чекмарев хăмла пирĕн халăхăн йăлана кĕнĕ наци культури, чăвашсем ĕçченлĕхпе палăрнине, “симĕс ылтăн” республика гербĕнче те пуррине аса илчĕ. Унăн лаптăкне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулчченхи шая çитермелле, эпир сире пулăшатпăрах терĕ. Иван Моторин Раççей Правительстви укçа уйăрсан РФ Ял хуçалăх министерстви палăртнă тĕллеве пурнăçлама шантарчĕ.

Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Хăмла республикăра авалтан çитĕнтерекен культура пулнине, лаптăкне çултан- çул пысăклатса пымаллине, вăл самаях пысăк тупăш пама пултарнине палăртрĕ. Ял хуçалăхĕ экономикăна шанчăклă тĕревлет. 2016 çулта отраслĕн производство индексĕ 107 процентпа танлашасса систерчĕ.

— Инвестици проекчĕсене Чăваш Ен территорийĕнче пурнăçа кĕртекенсемшĕн — эпĕ тĕп пу-лăшакан, — терĕ Михаил Васильевич. Аграрири предпринимательсене кăтартуллăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

П.Чекмарев канашлăва пухăннисен пĕр шухăш-кăмăллă пулмаллине палăртрĕ: “Сăра завочĕсене хамăр туса илнĕ пысăк пахалăхлă хăмлапа тивĕçтермелле. Паян ăна çĕршыв 3,6 пин тонна туянать. Çак калăпăша йăлтах хамăрăн çитĕнтермелле.”

С.Артамонов республикăра хăмла туса илес аталану тăрăмĕ тата малашлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕм йывăрлăха пăхмасăр 5 ял хуçалăх предприятийĕ паян та аталанать. Тĕслĕх вырăнне Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” колхоза асăнчĕç, председательне Валерий Герасимова сăмах пачĕç. Сергей Геннадьевич 250 паха сорт сыхланса юлнине, лаптăка ÿстерме çуллен 25 гектар май пуррине, тĕллевлĕ программăна виçĕ тапхăрпа пурнăçланине пĕлтерчĕ.

Сăра вĕретекен компанисен ертÿçисем те хăйсен шухăшне палăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Олег Мешковăн сĕнĕвĕсене Петр Чекмарев ырласа йышăнчĕ. Хăмла отрасльне аталантарасси çĕршывра чи малтан татса памалли тĕллевлĕ программа пулмалла, сутăннă кашни килограмм таваршăн субсиди памалла, ытти те.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.