Чăваш хăмли ши! кайĕ-ши?

Республикăра РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов пулса курчĕ.

Джамбулат Хизирович пирвай «Акконд-агро» фирма ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕршывра 8 млн тонна сĕт çитмест. Тăвай районĕнчи евĕр комплекссем ытти регионта та кирлине палăртрĕ. Патшалăх ку таранччен ферма тăкакне 20% саплаштарнă. Малашне виçене 35% çитерес тĕллевлĕ.

Фермăра 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 1554 пуç шутланнă. «АККОНД» АО гендиректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов Мускав хăнине çывăх çулсенче 2,5 пин ĕне выльăх усрамалăх çĕнĕ комплекс тума палăртнине пĕлтерчĕ.

Д.Хатуов Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институтĕнче хăмла çитĕнтерекенсемпе тĕл пулчĕ. Кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

— Института хуптарасшăнччĕ, анчах эпир ăна упраса, ăсчахсемпе специалистсене вырăнта хăварма вăй çитертĕмĕр, — терĕ Михаил Васильевич. — Сăра пĕçерекен компанисем пирĕнтен гранула ыйтаççĕ. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме пултаратпăр. Патшалăх пулăшсан хăмла отрасльне чĕртсе тăрататпăрах.

Хăй вăхăтĕнче çĕршывра 20 региона яхăн «симĕс ылтăн» туса илнĕ. Халĕ Чăваш Ен çеç тăрса юлнă. Чи пахи — ăслăлăх-тĕпчев институчĕ пурри, унăн коллективĕ сыхланса юлни. Ĕçчен хресченсем çак ĕçрен ютшăнманни. Д.Хатуов хăмла плантацийĕсене çитсе курчĕ, çĕнĕ сортсемпе, технологипе, техникăпа паллашрĕ. Шел те, оборудованисем, комбайнсем кивĕ, вĕсене хута яни 30 çул ытла та пулĕ, — улăштарма вăхăт тахçанах çитнĕ.

«Чăвашхмельпром» АУОра 1984 çултанпа гранула тăвакан технологи линийĕ ĕçлет. Германи машини ăна сехетре 800 кг хатĕрлет. Пĕлтĕр çак çĕршывранах çĕнĕ оборудовани туяннă. Унăн сехетри хăвачĕ 1500 кг, ăна çитес уйăхра хута яма палăртнă.

— Пирĕн тĕллев, — терĕ Джамбулат Хатуов, — вунă çулта хăмла отрасльне чĕртсе тăратасси çеç мар, Европа çĕршывĕсене экспортпа тухасси те.

РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Чăваш Ен тĕслĕхĕпе ытти регионта «симĕс ылтăна» çул парасшăн. Михаил Игнатьев хунавсем ыйтакансем пуррине, вĕсен кăмăлне тивĕçтернине пĕлтерчĕ.

Д.Хатуов «ЮРМА» агрохолдингпа «Промтрактор» АУОн ял хуçалăх валли тĕрлĕ техника, оборудовани туса кăларакан цехсенче пулса курчĕ.

 

Хамăр инф.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.