Комментари хушас

28 Кăрлач, 2016

Хăмла пахчи

Чăваш Республикин гербĕ çинче те сăнарланнă хăмла. Эппин, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ÿсен-тăран. Раççей республикăмăра хăмла çитĕнĕвĕпе пĕлетчĕ. Республикăра хăмла туса илессине лайăх йĕркеленĕччĕ, вăл тупăшлă культурăччĕ. Унпа чăннипех те ытти халăхсен умĕнче мăнаçланма пултараттăмăр.

Халĕ çакăн пирки иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Ăçта кайса кĕчĕ хăмла сумĕ-хакĕ? Унччен хăмла çитĕнтернине уйсенчи юхăннă плантацисем çеç аса илтереççĕ. Никам пăхман пахчасенче хăмла çеçки çуркуннесерен тимлĕх ыйтса çÿлелле кармашма пăхать. Анчах çеçкене çакланса хăпарма шалча çук, ăна этем алли явăнма çип-шпагат та çакса памасть. Юпа çывăхĕнчи хăмла çеçки унран явăнса хĕвел патне туртăнать.

Хăмла пирĕн тăрăхра чи хăвăрт тата çÿллĕ çитĕнекен ÿсен-тăран. Вăл çу каçиччен 7-8 метр ÿсет. Унăн аçа тата ама курăкĕсене палăртаççĕ. Çĕртме уйăхĕнче чечеке ларать те 10-15 кунран çеçке шанать. Пучахĕ çурла-авăн уйăхĕнче пулса çитет. «Хăмлана алăпа чăмăртамалла та чышкăна уçнă хыççăн лапчăннă пучахсем каялла хăй формине таврăнаççĕ-тĕк - пучах пулса çитнĕ, пуçтарма юрать», - вĕрентетчĕç аслисем. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче хăмла татма шкулĕпех каяттăмăр... Мĕн тăвăн, тахçан тупăшлă пулнă «симĕс ылтăн» сасартăках кирлĕ мара тухнине ăнланма халĕ те йывăр.

Чăваш ĕлĕкренпех хăмла çитĕнтернĕ. Хăмла çĕприпе кăвас хунă, чуста çăрнă, техĕмлĕ çăкăр пĕçернĕ. Хăмлапа сăра вĕретнĕ. Ăсла тунине те астăватăп. Урпа салачĕпе, ыраш улăмĕ витĕр юхтарса, чăваш хăмлипе вĕретнĕ çемçе те кăпăклă сăра епле техĕмлĕ пулнă-ши? Çак меслетпе сăра вĕретекенсене е ун йĕркине лайăх пĕлекенсене хаçат редакцийĕпе çыхăнма ыйтатпăр. Телефон - хаçатăн 4-мĕш страницинче. Пĕрле чăн чăваш сăри вĕретме вĕренĕпĕр.

Хăмла - сиплĕ курăк. Ăна официаллă медицина та, халăх мелĕпе сипленекенсем те усă кураççĕ. Вăл нерв тытăмне çирĕплетет, цистит, вар-хырăм, пĕвер, пÿре чирĕсенчен сипленме пулăшать. Отвар хатĕрлемелли меслет ансат: пĕр апат кашăкĕ хăмлана пĕр стакан вĕрекен шыва ямалла та çав савăта шыв мунчинче 15 минут тытмалла, сивĕниччен хăвармалла, унтан сĕрмелле те чĕрĕкшер стакан кунне 3 хутчен апатланиччен ĕçмелле.

Нерв тытăмне йĕркелемешкĕн те пулăшать вăл. Ыйхă килмесен, канăçсăрлансан хăмла минтерĕ сĕнеççĕ. Пусмаран 15х15 сантиметрлă минтер пичĕ /хутаç/ çĕлемелле те ăна чĕрĕ хăмлапа е типĕтнĕ çĕнĕ чĕртаварпа тултармалла, минтер пек пуç айне хумалла. Вăл лайăх лăплантарать, ыйха канлĕх кÿрет.

Пучахăн сарă тусанĕ - йÿçеклĕхĕ - юхан-çăпана, тĕрлĕ пÿрлешке-шатрана сиплеме юрăхлă. Тĕрлĕ маçсенче усă кураççĕ унпа. Хăмла шывĕпе пуçа çуни çÿç тăкăннинчен, лĕкĕрен аван пулăшать. Унăн йÿçеклĕхĕ пысăк - виçене пĕлсе усă курмалла. Ытлашши виçе организма сиен кÿме пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсене, 12 çула çитмен ачасене унăн отварĕпе сипленме юрамасть.

Хăмла - юнтармăш курăк мар. Вăл пĕр вырăнта 20-30 çул ÿсет. Çутçанталăкра хăй тĕллĕн те çитĕнет - çырма-çатра çыранĕсенче, карта-хуралтă хĕррисемпе, вăрманта... Халĕ нумайăшĕ ăна илемĕшĕн, симĕс чаршавĕшĕн çитĕнтерет-тĕр. Пучахĕсем тытăнсан пушшех те илĕртÿллĕ курăнать вăл. Пучахĕ маларах асăннă сăлтавсемпе усă курма аван.

Çуркунне хăмла çеçки шăтса тухса 50-60 см çитĕнсен ăна ятарласа çÿллĕ каштаран çирĕплетнĕ шпагат е шалча çумне хĕвеле май явăнтарса ямалла. Хаваспах çÿлелле кармашать йĕркипе лартнă хăмла речĕ, çу уйăхĕн вĕçĕнче «чаршава» çаврăнать. Хитре «чаршав» кĕркунне йăлтах хăрса типет - çеçкене пуçтарса илмелле. Пучаха кил-тĕрĕшре усă курма çурла уйăхĕн вĕçĕнче пуçтармалла. Ытлашши хăрса хуралман çеçкине касса типĕтсен хĕлле выльăх аванах çиет, хулăн тунине çеç хăварать. Выльăха хăмла çеçкине /пучахне татса пуçтарман пулсан пушшех те/ тăруках нумай çитерме юрамасть. Кунне пĕр хутчен ытти апатпа пĕрле памалла.

Çеçкене пуçтарнă хыççăн кĕркунне хăмла тĕмĕсене йĕри-тавра кăпкалатмалла. Вăл çитĕнекен вырăнта тăпра ытлашши нÿрĕк пулмалла мар - çĕрсе пĕтме пултарать.

Хăмлана çуркунне çеçке тухма пуçланă вăхăтра куçарса лартса ĕрчетмлле. Тĕме пайласа кăлармалла, палăртнă вырăна лартмалла. Çĕнĕ вырăнта çур метр тарăнăш шăтăк чавмалла, аяла çĕрнĕ тислĕк сармалла, кăштах тăпра хумалла, хатĕрленĕ тымар-хунава хумалла. Çиелтен тăпрапа хупламалла, вăй илсе чĕрĕлмешкĕн шăвармалла.

Лартнă хунава малтанхи çул тимлĕрех пăхмалла, тепĕр çул тĕлне вăл аталанать, ытти тĕм пекех ши! каять, пи каять!

Эльвира ИВАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.