Комментари хушас

13 Çурла, 2016

Хамăртан ытларах ыйтасчĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн кăçалхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи номерĕ Иван Архипов юрăçăн «Халăхăн хăйнеевĕрлĕхне упрамалла» статйипе уçăлать. «Пурнăçăм юрă-кĕвĕпе çыхăннăран чăваш эстрадин шăпи те шухăшлаттарать. Плагиат аталанчĕ. Хирĕçлетĕп, сивлетĕп çакна. Чăвашăн чăвашла юрă пулмалла. Кашни хăйне майлă аталанать ĕнтĕ. Теприсем хатĕррин сăмахĕсене улăштараççĕ те хăйсене пысăк ĕç тунă пек тытаççĕ...» — шухăшне пĕлтерет вăл. Çакăнпа йăлтах килĕшетĕп. «Авторсем те нумай пирĕн, композиторсем те пур», — тени вара çырлахтарсах каймасть.

Ĕлĕк çапларах шÿтлетчĕç: «Сăвву юрăхсăр пулсан композиторсене кайса пар, вĕсем йăлтах йышăнаççĕ», — тетчĕç. Лăпăр-лапăр сăмахĕсене кашни юрă кĕвĕлекенех ярса паракансем те пурччĕ. Халĕ вара тата хăрушăрах пулса кайрĕ курăнать. «Кайри — мала» йышши кăларăмсене итлетĕн те — хăш чух кăмăл пăсăлать. Сăмахĕсем чылайăшĕн пушă, пурте пĕр евĕрлĕ. «Юрату» сăмах пулсан — кĕтсех тăр: малалла е «ырату», е «çухату» пулать. «Куçусем» тата куçа кĕреççĕ.

«Нимĕн те çырма пĕлмесен юрату çинчен çыр» тени тÿрре тухать. Тĕрĕссипе ăна, чи çепĕç туйăма, сăвă халалласси чи йывăрри пулмалла, мĕншĕн тесен ун çинчен питĕ нумай каланă, çĕнĕ сăнар тупма, чуна тивмелле çырма питĕ кансĕр, йывăр. Çавна пирĕн авторсем шута илмеççĕ, сăмах çăрса пултăр. «Юрă сăмахĕсене юлашки вăхăтра чи пуклак чĕлхеллĕ, поэзие пачах та чухламанскерсем ытларах çыраççĕ, кĕввисем те юрăхсăр», — тесе пĕр журналта çырнипе килĕшесех килет манăн.

Эпĕ радио итлеме яланах тăрăшатăп. Çав вăхăтрах — Хусантан паракан «Между Волгой и Уралом» кăларăма та. Акă, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче хăлхана çак сăмахсем кĕчĕç: «Хамăр кăларăма çуллахи вăхăта халалланă чăваш юррипе уçатпăр». Чуна ăшă варкăш сĕртĕнчĕ тейĕн. Анчах итлеме пуçларăм та — чун тăвăлса килчĕ, намăс пулчĕ, пит хĕрелчĕ. Ара, юрăхсăр юрра хамăр патăрта çеç мар — таçта çитиччен янраттараççĕ. Сăмахĕсем пирки калани — чĕлхе тутине çеç сая яни. Кĕвви вара — пачах та чăвашăн мар. Тутарăнни майлăрах тата питĕ паллă кинокомедирен илнĕн туйăнать. Çавăн пекех намăса ярас марччĕ тĕнче умĕнче. «Композиторсем те пур» тенĕрен, эпĕ вĕсене халĕ курсах каймастăп. Пиртен уйрăлса кайнă Александр Васильев юлашки пулмарĕ-ши пирĕн? Çакă чуна ыраттарать.

Эстрадăран ытлашшиех ыйтма сĕнмест хăшĕ-пĕри. Манăн çакăнпа йăлтах килĕшсе пĕтес килмест. Сăмахран, Алла Пугачева та — эстрада юрăçи. Анчах кашни юрри хăйнеевĕрлĕ, сăнарлă. «Лето, ах лето!», «Паромщик», «Старинные часы», «Миллион алых роз» — пĕтĕмпех юрату çинчен темелле. Анчах ниçта та кăшкăрашу çук. Пирĕн те хамăртан ытларах ыйтасчĕ.

Василий КЕРВЕН,

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.