Çын юнĕнче ют ДНК тупнă
Çакăн çинчен чи малтан Nature Genetics журнал пĕлтернĕ, анлăрах информаци New Scientist кăларăмра пичетленнĕ.
Homo sapiens чи малтанах 60 пин çул каялла Африкăран тухни тахçанах паллă-ха. Пĕр пайĕ Европăна çул тытнă — Çывăх Хĕвелтухăç урлă. Теприсем шыв хĕррипеле Ази еннелле хускалнă. Çакна та малтанах çирĕплетнĕ — çул çинче вĕсем вырăнти çынсемпе ар çыхăнăвне кĕнĕ: неандерталецсемпе тата денисовецсемпе.
Испани ăсчахĕсем нумаях пулмасть Папуа-Çĕнĕ Гвинея, Австрали тата Андамани утравĕсем çинче пурăнакансен геномне тĕпченĕ. Кăтартусем пурне те аптратсах янă — вырăнти халăх юнĕнче ДНК пачах палламан фрагменчĕсем пурри палăрнă. Çак фрагментсем Европа тата Китай хальхи халăхĕн çук. Апла тăк паллă мар Homo кăнтăр Азире тата Океани утравĕсем çинче пурăннă.
Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх, çав çынсем Homo erectus — икĕ уран утакансен — тăхăмĕсем пулма пултарнă. Африкăран шăпах вĕсем чи малтан тухса кайма пултарнă. Анчах та çакна çирĕплетсех калама никам та пултараймасть — Homo erectus юлашкийĕсем питĕ кивĕ, çавăнпах танлаштарас тĕллевпе вĕсенчи ДНКна кăларма çук.
Урăхларах верси те пур. Homo sapiens Ази Кăнтăр-Хĕвелтухăç пайĕнче паллă мар ытти темĕн тĕрлĕ халăхпа, палеолит тапхăрне çитиччен пурăннăскерсемпе, çыхăнăва кĕме пултарнă.
/Neveroyatno.info/.