Archive - 9 Çурла, 2016 - Хыпар
Канаш ен çĕнелеть аталанать
Асфальта тикĕс хунă-и, бордюрсем вырăнтах-и?
Программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ
Республикăра пурăнакансене ĕçе вырнаçтарасси 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче Чăваш Республикин «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Унăн мероприятийĕсене пурнăçламашкăн 392,8 миллион /çав шутра федераци бюджетĕнчен — 216,2 миллион, республика хыснинчен — 176,6 миллион/ тенкĕ тăкаклама палăртнă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 154,4 миллион тенкипе усă курнă /федераци шутĕнчен — 96,7 миллион, республикăнне — 57,7 миллион/.
Чăваш Ене канма Мускавран та килеççĕ
Кандидатсен хушшинче судпа айăпланнисем те пур
РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене тăратас процесс вĕçленнĕ. Халăх шухăшне тĕпчекен фондсемпе центрсем ыйтăмсем ирттерсе вĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта тĕлĕнтермĕшсем те çиеле тухнă.
Патшалăх Канашне регистрациленме сакăр парти хăйĕн докуменчĕсене панă: «Единая Россия», РЛДП, РФКП, «Справедливая Россия», «Яблоко», Раççей пенсионерсен тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ, «Патриоты России», «Гражданская платформа». Партисем «йывăрăшĕпе» те, ят-сумĕпе те тĕрлĕрен.
Чи пахи — шантарнине манманни
Ял çынни çуллахи кунпа туллин усă курма тăрăшать. Çанталăк шăрăх-и, çумăр çăвать-и — палăртнине пурнăçлатех вăл.
Ĕççи, хăрушсăрлăх тата çывхаракан суйлав
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕççи мĕнле пынипе паллаштарнă. Хуçалăхсенче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 122,8 пин гектар çулнă — пĕтĕм лаптăкăн 42%. 316 пин тонна ытла тырă çапнă. Вăтам тухăç — гектартан 25,7 центнер /пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 21 центнер пулнă/.
Кĕрлесе тăратчĕ фабрика
Пушар сÿнсен шыв кирлĕ мар
Вут-çулăмран асăрханма пĕр пус уйăрман ял тăрăхĕсем те пур
Обществăна, пурлăха, территорисене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси — патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Ăна пурнăçа кĕртес ĕçе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен те пысăк тÿпе хывмалла.