Комментари хушас

9 Çурла, 2016

Программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ

Республикăра пурăнакансене ĕçе вырнаçтарасси 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче Чăваш Республикин «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Унăн мероприятийĕсене пурнăçламашкăн 392,8 миллион /çав шутра федераци бюджетĕнчен — 216,2 миллион, республика хыснинчен — 176,6 миллион/ тенкĕ тăкаклама палăртнă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 154,4 миллион тенкипе усă курнă /федераци шутĕнчен — 96,7 миллион, республикăнне — 57,7 миллион/. Асăннă программăн мероприятийĕсене 83,5 пин çын хутшăнмалла: çав йышран 78,8 пинĕшĕ — «Халăха ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлесси тата вырнаçма пулăшасси» çумпрограммăпа палăртнисене, 4,7 пинĕшĕ — «Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2016 çулта сирмелли хушма мерăсем» программăн хушăмĕпе çыхăннисене.

Ентешсене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе ирттерекен мероприятисем мĕнле пурнăçланнипе паянхи кăларăмра ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Виктор КОВАЛЕВ паллаштарать.

— Виктор Михайлович, калаçăва ĕçлевпе çыхăннă çур çулхи кăтартусенчен пуçласан витĕмлĕрех пулассăн туйăнать.

— Кăçалхи ултă уйăхра программа мероприятийĕсене 44,1 пин çын хутшăннă. 22,9 пинĕшне ĕç тупса панă. Урăхла каласан — пулăшу ыйтма пынă граждансен 79 процентне вырнаçтарнă.

Патшалăх программипе килĕшÿллĕн 14-18 çулсенчи 16100 çамрăка кăçал вĕренÿрен пушă тапхăрта вăй хумашкăн май туса памалла, 6720 çынна общество ĕçне ямалла. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çул çитменнисем валли вырăн йĕркелемешкĕн предприяти-организаципе 613 килĕшÿ çирĕплетсе 10619-шне йышăннă ĕнтĕ. Общество ĕçĕсем уçмашкăн тунă 703 килĕшÿ тăрăх ĕç шыракан 3605 гражданина вырнаçтарнă.

Ĕçсĕрсене вырăн тупмашкăн пулăшас тĕллевпе çулталăк пуçланнăранпа вакансисен 153 ярмăрккине йĕркеленĕ, вĕсене 322 предприяти-организаци хутшăннă. Çапла майпа 984 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

— Рынок ыйтакан професси çуккисене мĕнпе пулăшатăр?

— Пулăшу мелĕ тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, асăннă тапхăрта профессие вĕренмешкĕн тата унăн хушма пĕлĕвне илмешкĕн ĕçсĕр 1633 çынна янă, вĕсен йышĕнче: 31 инвалид, çар хĕсметĕнчен таврăннă 1 гражданин, вĕренÿ учрежденийĕ хыççăн ĕçе кÿлĕнмен 8 çамрăк специалист тата ыттисем. Вĕсене рынок ыйтакан профессисене хăнăхтарнă. Çавăн пекех 3 çула çитмен ачаллă 300 хĕрарăма /120-шĕ пепкине пăхмашкăн отпуск илнĕ, 180-шĕ ĕçпе тивĕçтерекенпе ĕçлĕ хутшăнура тăмасть/ специальноç илме пулăшнă.

Професси ориентацийĕ енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе 19374 çынна тивĕçтернĕ, çав шутра 3832 ĕçсĕре, 485 инвалида, çар хĕсметĕнчен таврăннă 6 гражданина, чылайранпа вăй хуман — 2757, тĕрмерен тухнă 69 çынна, ачана 3 çула çитиччен пăхакан 217 хĕрарăма тата ыттисене.

Психологи хÿтлĕхĕн пулăшăвĕпе 80 çынна тивĕçтернĕ, вĕсен йышĕнче: 16-29 çулсенчи 269 çамрăк, 11 инвалид, предприятие хупнипе кăларса янисем — 90-ăн, центрта шутра çулталăк ытла тăракансем — 82-ĕн.

Ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци пулăшăвне илнисем 917-ĕн: 15 инвалид, чылайранпа вăй хуман ĕçсĕр 133 çын. Вĕсем валли йĕркеленĕ «Ĕç шыракансен клубĕн» занятийĕсене 793 çын çÿренĕ, унта илнĕ хăнăхусем чылайăшне вăй хурса ĕçлемешкĕн хавхалантарнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх тытса пыракан политика çул-йĕрĕнчен пĕри — ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр граждансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисем. Служба органĕсене хăйсене ĕç тупса памашкăн пулăшу кĕтсе çулталăк пуçланнăранпа асăннă ушкăна кĕрекен 1933 çын /сусăрсем, пенси ÿсĕмне çывхаракансем, тĕрмерен тухнисем, пепкисене пĕччен çитĕнтерекенсем тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ/ пынă. Çулталăк пуçланнăранпа 1140-шне вырнаçтарнă, çав шутра 393-шне — вăхăтлăх ĕç йĕркелемелли мероприятисемпе килĕшÿллĕн.

Асăннă тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çирĕплетнĕ 294 килĕшÿ тăрăх вăй хума пултаракан 164 инвалида, çул çитмен ачана пĕччен çитĕнтерекен тата нумай ачаллă, сусăр ачаллă 65 ашшĕне е амăшне, пенси ÿсĕмне çывхаракан 149 çынна, тĕрмерен тухнă 10 гражданина.

— Ĕçлев службин органĕсем вакансисен республикăри банкне пахалăхлă йĕркелессине тата вăхăтра çĕнетсе тăрассине тивĕçлипе хакланине палăртрăр.

— Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе вакансисен банкĕ чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 14870 ваканси пуррине пĕлтернĕ. 1 уйăхран сахалрах «тытăнса» тăракан вакансисем — 5902 единица, 1-3 уйăхлăххисем — 5806, 3-6 уйăхлăххисем — 1863, çур çултан пуçласа çулталăкчен тăсăлаканнисем — 635, çулталăкран ирттерекеннисем — 664. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,4 единицăпа танлашнă.

Служба органĕсенче асăннă кун тĕлне 5143 çын шутра тăнă, ĕçсĕрлĕхĕн экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе танлаштарнă шайĕ 0,77 процент пулнă.

Раççей Федерацийĕ ĕçсĕр граждансене социаллă тÿлевпе тивĕçтерес енĕпе региона панă полномочие пурнăçласа кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче федераци бюджетĕнчен — 119,5 миллион тенкĕ тăкакланă: ĕçсĕрлĕх пособийĕ валли — 102,3 миллион, стипенди тÿлеме — 6,5 миллион, ĕçсĕр граждансене маларах палăртнă пенсипе тивĕçтерме — 10,2 миллион, банк пулăшăвĕн тăкакĕсене саплаштарма — 0,5 миллион.

В.ИЛЬИНА калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.